Чӑваш Ен Правительствин 2024 ҫулхи ӗҫ-хӗлӗн кӑтартӑвӗсемпе республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев паллаштарнӑ
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн черетлӗ XXII сессийӗнче Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн 2024 ҫулхи ӗҫ-хӗлӗн кӑтартӑвӗсем ҫинчен отчет туса панӑ.
Олег Николаев хӑйӗн докладӗнче пӗлтӗр республикӑра 13 наци проекчӗ шайӗнче регионӑн 49 проект пурнӑҫланнине палӑртнӑ. Регион проекчӗсене пурнӑҫа кӗртнӗ май строительство ӗҫӗсене валли 5,7 миллиард тенкӗлӗх проектсене валли куҫарнине асӑннӑ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев 2024 ҫулта республикӑн пӗрлештернӗ хыснинче 121 млрд тенкӗлӗх тупӑш пулнине асӑннӑ. Иртнӗ ҫул мӗн пур шайри бюджетсене 123 млрд тенкӗлӗх налук пухнӑ, тӑкаксем вара 117 миллиард тенкӗпе танлашнӑ: «Чӑваш Ен экономики юлашки икӗ ҫулта ҫирӗп позици йышӑнать. Харпӑр хӑй налог тупӑшӗсен кӑтартӑвӗпе, эпир Федерацин Атӑлҫи округӗн регионӗсем хушшинче тӑваттӑмӗш вырӑн йышӑнтӑмӑр. Ҫак кӑтартӑва Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн членӗсем, депутатсем пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫленипе тунӑ. Предприятисемпе организацисем тухӑҫлӑ ӗҫлесе пыни паллӑ. Пӗр сӑмахпа каласан, регионӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвне пысӑк тӳпе хывни куҫ кӗретех», – тесе уйрӑммӑн палӑртса хӑварнӑ республика Пуҫлӑхӗ.
Олег Николаев хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Республикин территорийӗнче пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗхе аталантарас ыйту пирки чарӑнса тӑнӑ. Ҫавӑн пекех агропромышленноҫ комплексне тата та лайӑхрах вӑй илтерсе пыма витӗм кӳмеллине асӑннӑ. Фермер хуҫалӑхӗсене аталантарасси ыйту та кун йӗркинчех тӑрать. «Республикӑри ял халӑхӗн тӳпи 35% ытла. Агропромышленноҫ комплексӗшӗн экономика пӗлтерӗшлӗ пулнине ӑнланатпӑр. Агропромышленноҫ комплексӗн ӗҫ-хӗлӗн тухӑҫлӑхне аталантарма тата ӳстерме малалла та пӗрле тӑрӑшӑпӑр. Республика шанӑҫлӑн малалла аталанса вӑй илсе пырать. Ял территорийӗсене ҫирӗп аталантарма витӗм кӳретпӗр, граждансен пурнӑҫ пахалӑхне ӳстерме майсем туса паратпӑр», – тесе каланӑ вӑл сӑмаха малалла тӑснӑ май.
Ҫавӑн пекех республика территорийӗнче транспорт инфратытӑмне тата ҫул-йӗр отрасльне аталантарассине те тимлӗх уйӑрма чӗнсе каланӑ. Сӑмах май, Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хушшинче ҫӗнӗ маршрутсем хута янине, Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи хуласем хушшинче юхан шыври пассажирсене хӑвӑрт турттарассине аталантарнине тата Шупашкарӑн ҫӗнетнӗ сывлӑш гаванне уҫнине палӑртнӑ.
Социаллӑ политикӑна аталантарасси Чӑваш Республикин Правительствин ӗҫӗнче чи пӗлтерӗшлӗ ыйту пулса тӑрать. Хӑйӗн отчетӗнче регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев социаллӑ сферӑри лайӑх ҫитӗнӳсене палӑртнӑ: сывлӑх сыхлавӗ, вӗренӳ тата сахал тупӑшлӑ, нумай ачаллӑ ҫемьесене пулӑшу парассипе кулленех тӑрӑшнине асӑннӑ. Сусӑрсене комплекслӑ пулӑшусемпе тивӗҫтернӗ. Вӗсене валли Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта тата Ҫӗмӗрлере хальхи йышши виҫӗ реабилитаци уйрӑмӗ йӗркеленӗ.
Докладӑн тӗп темисенчен пӗри – ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тӗрев парасси. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш Республикинче СВО тата вӗсен ҫемйисене пулӑшакан 30 ытла виҫе ӗҫленине, вӗсен хушшинче СВО хутшӑнакансен кружокӗсемпе спорт секцийӗсене тӳлевсӗр ҫӳренине, ача-пӑча лагерӗсенче ҫуллахи канӑва йӗркеленине, реабилитаци ыйтӑвӗсене татса пама витӗм кӳнине асӑннӑ. Ҫавӑн пекех ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансемпе вӗсен ҫемйисен членӗсене ӗҫе вырнаҫтарасси ҫинчен каласа кӑтартнӑ, 2024 ҫулта ҫак тӗллевпе кирлӗ пек шайра укҫа тӑкакланине палӑртнӑ.