Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Росгвардин республикăри управленийĕн пуçлăхĕпе Михаил Енинпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Росгвардин республикăри управленийĕн пуçлăхĕпе Михаил Енинпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Росгварди Управленийӗн регионти ертӳҫипе Михаил Енинпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ.  Уҫӑ калаҫура ертӳҫӗсем обществӑра  йӗркене сыхлас тата общество хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес ыйтусене сӳтсе явнӑ.

Михаил Енин Росгварди управленийӗн 2024 ҫулхи ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен каласа панӑ. Тӗслӗхрен, ведомство ӗҫченӗсем техника хатӗрӗсемпе усӑ курса пысӑк пӗлтерӗшлӗ объектсене, 1051 вӗрентӳ организацине кулленех сыхӑ тӑнине хыпарланӑ. Ҫавӑн пекех тӗрлӗ харпӑрлӑх формин 4 пин ытла объекта хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтернине палӑртнӑ.

Тытса чармалли ушкӑнсен экипажӗсем «Тревога» сигналӗсемпе сыхлакан объектсенчен, ҫав шутра Пӗтӗм ПаК ВсМК пулӑшӑвӗпе, Чӑваш Республикин ШӖМӗн дежурнӑй службисем пӗлтернӗ тӑрӑх 10 пин ытла хутчен тухнӑ. ШӖМӗн территори пайӗсен дежурнӑй пайӗсене 3500 ытла, ҫав шутра унччен тунӑ преступленисене пула шыравра пулнӑ, ҫавӑн пекех тӑванӗсемпе ҫыхӑнӑва ҫухатнӑ 14 ҫынна тупса палӑртнӑ тата илсе ҫитернӗ. Административлӑ яваплӑх ҫинчен 2500  ытла протокол ҫырнӑ, 34 уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.

Ҫавӑн пекех ведомствӑра тӑрӑшакан 500 ытла сотрудник 2024 ҫулта 17 массӑллӑ мероприяти ирттернӗ вӑхӑтра общество йӗркине сыхлас ӗҫе хутшӑннине те пӗлтернӗ вӑл.

Михаил Енин кадр ыйтӑвӗнчи ҫивӗч самантсем чылай пулин те Росгварди ӗҫченӗсем республикӑра право йӗркине тытса тӑрас ӗҫе  пысӑк тӳпе хывнине палӑртнӑ.

Аса илтеретпӗр, Росгвардин Чӑваш Республикинчи управленийӗн полици полковникӗ Михаил Енин 2025 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа ведомствӑна ертсе пырать. Ун чухне Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗпе Олег Николаевпа пӗрремӗш тӗлпулу иртнӗ, унта ведомство ертӳҫи регионти управленийӗн ӗҫ-хӗлӗн тухӑҫлӑхне малалла ӳстерме тата регионти ҫирӗплӗхе упраса хӑварма Чӑваш Енӗн ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеме хатӗррине палӑртнӑ.

 



14 февраля 2025
13:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter