Олег Николаев «Ҫӗнтерӳ пуйӑсӗ» куҫса ҫӳрекен музея ҫитсе курнӑ
«Раҫҫей чукун ҫулӗн ӗҫченӗсене ҫак проекта пурнӑҫа кӗртнӗшӗн тав тӑватӑп. Вӑрҫӑ вӑхӑчӗ ҫинчен курава килнисен асӗнче яланлӑхах юлмалла каласа парас тӗллевпе тунӑ палӑртнӑ проекта . Кашни тематика вакунӗнче экспонатсене хӑйне евӗр калӑпласа вырнаҫтарнӑ. Курма килекенсене вали хӑйне евӗр энергетика хӑварать. Сасӑсемпе шӑршӑсем хӑйсемех вӑрҫӑ ҫулӗсенчи тумхахлӑ вӑхӑта аса илтереҫҫӗ тейӗн. Хӑв та ҫак пулӑма хутшӑннӑ пекех туйӑнать. Паллӑ, май ҫитнӗ таран ачасем кунта пулса ҫак атмосферуна туйма пултарччӑр тесе тума тӑрӑшнӑ асӑннӑ проекта», – тесе уйрӑммӑн палӑртса каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
«Ҫӗнтерӳ пуйӑсӗ» – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин пулӑмӗсем ҫинчен тӗнчери пӗрремӗш иммерсиллӗ курав, пуйӑса вырнаҫтарнӑскер. Экспозици 10 тематикӑллӑ вакунран тӑрать. Кунта 1941 ҫулхи июнӗн вӑрҫӑчченхи, вӑрҫӑн пӗрремӗш ирхи кунӗсенчи, Брест крепоҫӗн салтакӗсен паттӑрлӑхне, фронта ӑсатнисене, Мускавшӑн ҫапӑҫнисене, Ленинград блокадисене пурнӑҫран илнӗ самантсене ҫӗнӗрен йӗркеленӗ. Командовани штабӗн, вӑрттӑн лабораторин, санитари вагонсен лару-тӑрӑвне кӑтартнӑ. Уйрӑм вакунсене Виҫҫӗмӗш рейхӑн чи хӑрушӑ преступленийӗсенчен пӗрне – концлагерьсене, ҫаплах Нюрнберг процесӗн ларӑвне халалланӑ.
Экспозици Раҫҫей тӑрӑх 2020 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа ҫул ҫӳрет. Чӑваш Ене «Ҫӗнтерӳ пуйӑсӗ» 3-мӗш хут килсе нарӑсӑн 13-мӗшӗпе 14-мӗшӗсенче Шупашкар станцийӗнче иртӗ. Ҫак тапхӑрта куҫса ҫӳрекен музейра экскурсисенче мӗнпур муниципалитетран 1800 ытла шкул ачи пулса курӗ.
Кунсӑр пуҫне, вӑхӑт тӑршшӗпех курава онлайн-форматпа пӑхма май туса панӑ.