Шупашкартан Сӗнтӗрвӑрри енне каякан шоссе дублерне вырнаҫтармалли схемӑна пӑхса тухса йышӑнса хӑварнине палӑртнӑ Олег Николаев

Шупашкартан Сӗнтӗрвӑрри  енне каякан шоссе дублерне вырнаҫтармалли схемӑна пӑхса тухса йышӑнса хӑварнине палӑртнӑ Олег Николаев

«Эпир икӗ ҫул ытла каялла Шупашкар агломерацийӗн мастер-планӗ е анлӑ аталану стратегийӗ шайӗнче пуҫарнӑ ӗҫпе малалла ӗҫлесе пыратпӑр. Ҫак тапхӑрта ҫул-йӗрсен пӗр пайне пурнӑҫа кӗртрӗмӗр ӗнтӗ, сӑмахран, Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенчи общество транспортне модернизацилерӗмӗр тата ҫак хуласем хушшинчи троллейбус  ярӑмне хута ятӑмӑр. Сӗнтӗрвӑрри ҫул-йӗрне ҫӗнетсе хута яни ҫавӑн пекех асӑннӑ мастер-плана кӗрет тата территорисене аталантарас ӗҫре пӗлтерӗшлӗ звено пулса тӑрать, вӗсен инвестици илӗртӳлӗхне самай ӳстерет»,  – тесе уйрӑммӑн палӑртса каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев профильлӗ ведомствӑсемпе тата ресурспа тивӗҫтерекен предприятисен ертӳҫисемпе ирттернӗ уҫӑ калаҫу вӑхӑтӗнче.

Чӑваш Енӗн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Максим Петров  пӗлтернӗ тӑрӑх, пулас Сӗнтӗрвӑрри дублерӗ 10  ҫухрӑма яхӑн тӑсӑлать. Унӑн трасси паха инфратытӑм пайӗсене пырса тивет: электроснабжени сечӗсене, аэропортӑн хурал зонин чиккисене, Кувшинка юханшывне тата  ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗрсене. Ҫак факторсенчен кашниех, паллах, проекта, унӑн хакне, ҫавӑн пекех тавралӑха витӗм кӳмелли графикӑра палӑрать. Ҫак кӑткӑс лару-тӑрӑва кура  ӗҫ хучӗсене хатӗрлекенсен ушкӑнӗ пур хальхи чарусене те шута илме пултаракан  объектӑн  пиллӗк вариантне сӗннӗ.

Тӗлпулӑва хутшӑннисем сӗннӗ схемӑсене тишкернӗ.  Вӗсем транспорт юхӑмӗн хӑрушсӑрлӑхӗпе  тухӑҫлӑхне тивӗҫтернипе тивӗҫтерменнине, вырӑнти халӑхпа бизнес валли ҫул тунин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвне витӗм кӳнине пӑхса тухнӑ.  Чи паха варианта суйласа пурнӑҫа кӗртме йышӑннӑ.

Аса илтеретпӗр, Чӑваш Ен Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура Олег Николаев Чӑваш Ен Транспорт министерствине палӑртнӑ ӗҫ валли проектпа смета документацине хатӗрлесе экспертиза кӑларма чӗнсе каланӑ. Вӑл ӗҫе  2026 ҫулхи иккӗмӗш квартал пуҫланиччен туса ҫитерме хушнӑ.

Паянхи кун проект умӗнхи ӗҫсене вӗҫленӗ, ҫулӑн пӗрремӗш трассировкине ирттернӗ.

 



14 февраля 2025
09:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter