Правительство кунне ку хутӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Канаш округӗнче ирттернӗ

Правительство кунне  ку хутӗнче  Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Канаш округӗнче ирттернӗ

Канаш муниципаллӑ округӗн территорийӗ демографи, кадр, инвестици, логистика тата инфраструктура вӑй-хӑвачӗ енӗпе пысӑк ушкӑна лекнӗ. Промышленноҫпа агропромышленность комплексӗ тӗлӗшпе округӑн промышленноҫ экономики профилӗ пур. Экономикӑна чи пысӑк тӳпе хываканӗ машинӑсем тӑвакан пай. Вӑл шайра строительство техники, автокомпонентсем, вакунсем туса кӑлараҫҫӗ.

 «Хулапа района пӗрлештернӗ хыҫҫӑн Канаш муниципаллӑ округӗ Чӑваш республикинче калӑпӑшӗпе виҫҫӗмӗш пулчӗ. Кунта промышленноҫ предприятийӗсем пысӑк пулнине, ҫав шутра Раҫҫейшӗн  те производствӑсем пӗлтерӗшлӗ пулнине шута илсе йӗркеленӗ.  Унсӑр пуҫне хальтерех хута кайнӑ инвестици проекчӗсем те хӑвӑрт аталанма майсем нумай параҫҫӗ», – тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче  Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев округӑн администраци ертӳлӗхне утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен Социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн 2025-2030 ҫулсенчи комплекслӑ программи шайӗнчи территорие анлӑн аталантармалли  стратеги туса хатӗрлеме хушнӑ. Асӑннӑ документ стратегисен стратегийӗ шутланать, мӗншӗн тесен унта 25 отраслӗн стратегине кӗртнӗ. Ҫав шутра 2025 ҫулхи  пуш уйӑхӗн  17-мӗшӗччен – Чӑваш Енӗн агропромышленноҫ комплексӗн 2030-мӗш тапхӑрти аталанӑвӗн стратегине пурнӑҫламалли мероприятисене(ҫул карттин) планне туса хатӗрлеме  чӗнсе каланӑ.  2025 ҫул хушшинче пурӑнмалли пӳлӗмсене 38,3 пин тв. м кая мар тума тата  хута яма; нумай хваттерлӗ 35 ҫуртри 79,9 пин тӑваткал метр лаптӑк йышӑнакан пӗтӗмӗшле пурлӑха тӗпрен юсама, коммуналлӑ хытӑ каяшсене пухса пымалли вырӑнсен реестрне актуализацилеме тата ытти ӗҫчене тума хушнӑ.  Социаллӑ пӗлтерӗшлӗ таварсен, «кану кунӗн» ярмӑрккисен хакӗсене эрнесерен мониторинг ирттерессине малалла тӑсмаллине, округсене тавар туса кӑларакансене «Чӑваш Ен БлагоДарит» цифра платформи ҫине вырнаҫтарса пыма та уйрӑммӑн палӑртса каланӑ сӑмаха малалла тӑснӑ май Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Муниципаллӑ пӗрлӗхсен планӗсене тӗплӗнрех тишкерме кашни муниципалитетра Правительство кунне ирттереҫҫӗ. Унта чи малтанах, паллах ӗнтӗ, республика шайӗнче пайӑр муниципаллӑ пӗрлӗх тӗлӗшпе ҫирӗплетнӗ плансене сӳтсе яваҫҫӗ, ҫынсене хумхантаракан ыйтусене палӑртаҫҫӗ. Ҫакӑн пек сӳтсе явнин пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх муниципаллӑ пӗрлӗхсен управлени командисем территори аталанӑвне комплекслӑн курма май паракан хатӗр материал илеҫҫӗ.

Республикӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн 2030 ҫулчченхи комплекслӑ программи шайӗнче Канаш округӗнче туризм, строительство тата ЖКХ, энергетика, транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗ, потребитель рынокӗпе пулӑшу ӗҫӗсен, сывлӑх сыхлав, культура, вӗрентӳ, социаллӑ сферӑпа ӗҫ рынокӗ, экологи спорт енӗпе  инвестици хывакан 37 проекта пурнӑҫлама тӗллев лартнӑ,  120 инфратытӑм проектне пурнӑҫа кӗртесси те планра пур.

Канаш муниципаллӑ округӗн территорине 13 мегапроекта пурнӑҫа кӗртес ӗҫе явӑҫтарнӑ. Вӗсен хушшинче кайӑк-кӗшӗк ӗрчетессипе  инвестициллӗ проекта пурнӑҫласси, ТКО инфратытӑмне  ҫӗнетесси тата ыт те.

Проект-драйверсем йышне «Канаш» транспортпа логистика центрне (логистикӑна муниципалитет округӗн пӗр специализацийӗ пек аталантарасси) 1,3 млрд тенкӗлӗх проекта пӑхса хунӑ. Комбикормсемпе органика удобренийӗсене тирпейлесе кӑларакан производство хута ярасси ыйту та кун йӗркинчех тӑрать. Пӗр сӑмахпа каласан, импорта улӑштарассипе хастар ӗҫлемеллине палӑртнӑ ертӳҫӗсем, объектсене пурнӑҫа кӗртме 3 миллиард пӑхса  хӑварнӑ.  

Кунсӑр пуҫне республикӑн кашни округӗнчех, ҫав шутра Канашрине шута илсе, тата та  10 мегапроект палӑртса хунӑ.

Правительство кунӗ иртнӗ май Канаш округӗн 2024 ҫулхи социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн пӗтӗмлетӗвӗсемпе тата  2025–2030-мӗш ҫулхи тӗллевсемпе округӑн пуҫлӑхӗ Валерий Чернов тӗплӗн паллаштарнӑ.

 Республикӑн тата муниципалитетӑн управлени команди умӗнче тӑракан тӗллевсем ҫинчен, Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн тата  2025–2030-мӗш ҫулхи Комплекслӑ программине пурнӑҫлассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсемпе Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ Михаил Ноздряков, Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗсем:  Дмитрий Краснов, Сергей Артамонов, Владимир Степанов, строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Владимир  Максимов,  транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗн ҫумӗ – Роман Краснов, культура министрӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан – Татьяна Казакова паллаштарнӑ.

Республикӑри министерствӑсемпе ведомствӑсем пӗлтернӗ тӑрӑх, 2020 ҫултанпа Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ умӗнче ҫӗкленӗ нумай ыйтӑва татса пама май килнӗ. Автомобиль ҫулӗсене юсас ыйтусене татса панӑ, ҫӗнӗ шкул Янкӑлчра хута янӑ, шкулсенчи спортзалсене тӗпрен юсаса ҫӗнетнӗ,  ача сачӗсене,  фельдшерпа акушер пункчӗсене ҫӗнетсе улӑштарнӑ. Шывпа тивӗҫтермелли тытӑмсемпе сооруженисен сечӗсене реконструкциленӗ, Шӑхасанта шывпа ҫыхӑннӑ ыйтӑва уҫӑмлатнӑ тата ытти ӗҫсене те пурнӑҫланӑ.   Ялсенчи культура ҫурчӗсене тӗпрен ҫӗнетсе улӑштарнӑ.  Пӗр сӑмахпа каласан, асӑннӑ объектсенче  илемлӗх хуҫаланать.

Канаш хулинче ҫул-йӗрсене тӗпрен юсаса ҫӗнӗрен хута янӑ. ЖКХ пулӑшӑвӗсен пахалӑхне ӳстересси ыйту кун йӗркинче тӑрать.  Социаллӑ пулӑшу мерисене анлӑлатасси  ыйту та пироритетлӑ шутланать. Муниципалитетӑн ял территорийӗсенче — ҫулсен пахалӑхне лайӑхлатасси, интернет сечӗн юрӑхлӑхӗпе пахалӑхне ӳстересси, тавралӑха тирпей-илем кӗртесси те актуаллӑ пулса тӑрать.

«Муниципалитет 37 инвестици проекчӗпе паллаштарчӗ. Шансах тӑратӑп, Канаш округӗнче вӗсем чылай нумайрах, ҫав шутра ҫамрӑк специалистсене илӗртекен инновациллӗ, наукӑллӑ, технологиллӗ проектсем те пулма пултараҫҫӗ. Ҫамрӑксем валли хӑтлӑ условисем йӗркеленессине пӗлсех тӑратпӑр.  Паллӑ, условисем ӗҫлеме лайӑх пулсан, ҫамрӑксем хапӑл тусах яла юлаҫҫӗ.   Инфратытӑма ҫав тӗллевпе шӑпах та лайӑхлатса пыма пикенетпӗр те. Ӗҫӗ  сахал мар. Умри тӗллевсем пысӑк.  Вӗсене туллин пурнӑҫласси кашни ҫынран килет, енчен те вӗсем проектсене пурнӑҫа кӗртессинче хастар хутшӑнаҫҫӗ пулсан, тӗллевсене пурнӑҫа кӗртсе, ҫитӗнӳсемпе палӑрасси никама та иккӗлентермест. Вырӑнти халӑха ӗҫсене пунӑҫлама хстартарах явӑҫтармалла», – тесе сӑмаха ҫавӑрса каланӑ  Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ.



17 февраля 2025
09:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter