Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ветерансемпе тыл ӗҫченӗсене юбилей медальӗсем парса чысланӑ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ветерансемпе тыл ӗҫченӗсене юбилей медальӗсем парса чысланӑ

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа РФ Президенчӗ Владимир Путин хушнипе Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ  ветерансемпе тыл ӗҫченӗсене медальсем парса чысланӑ, вӑрҫӑри тата ӗҫри паттӑрлӑхӗсемшӗн вӗсене мухтаса чун-чӗререн тав тунӑ.

«Паттӑрла ӗҫсем тунӑшӑн, тылра фронта пулӑшнӑшӑн, Ҫӗнтерӗве ҫывхартассишӗн тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн  ветерансем умӗнче пуҫ таятӑп. Хӑвӑра шеллемесӗр малалла  та хастарлӑ утатӑр. Кашни ҫулах эпир Ҫӗнтерӳ кунне халалласа, ветерансене пысӑк тимлӗх уйӑрма тӑрӑшатпӑр. Эпир 1941–1945 ҫулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче хамӑрӑн Ҫӗршывӑмӑрӑн ирӗклӗхӗпе никама пӑхӑнманлӑхне, унӑн нумай ӗмӗрлӗ кун-ҫулне малалла тӑсмалли ирӗке сыхласа хӑварнӑ ҫӗнтерӳҫӗ-фронтовиксемпе тыл ӗҫченӗсен ӑрӑвне мухтатпӑр.  Ҫулсерен пирӗн ветерансем сахалланса пыраҫҫӗ.  Пирӗн историне асра тытмалла, ӑна упрамалла. Пӗрле пулсан, эпир яланах пирӗн умра тӑракан йывӑрлӑхсене парӑнтарайратпӑр.  Ҫӗнтерӳ яланах  пирӗн енче пулнӑ та пулать те. Сирӗнтен кашнинех Ҫӗршыва чунтан парӑннӑшӑн тата тивӗҫе чыслӑн пурнӑҫланӑшӑн тав тӑватӑп», – тенӗ вӑл. Пирӗн асаттесемпе мӑн асаттесем эпир XXI-мӗш ӗмӗрте тӑван Украинӑра нацизм хӑрушлӑхӗпе, коллективлӑ Хӗвел анӑҫ агрессийӗпе тепӗр хут тӗл пуласси пирки шухӑшлама та пултарайман. Паян вара ҫӗнтерӳҫӗсен ӑрӑвӗсем ятарлӑ ҫар операцийӗнче Тӑван ҫӗршывӑмӑра паттӑррӑн хӳтӗлеҫҫӗ.

Савӑнӑҫлӑ церемони Совет Союзӗн Геройӗ А. В. Кочетов ячӗллӗ ПФО Чӑваш кадет корпусӗнче иртнӗ. Юбилей медалӗсене 17 ветеранпа тыл ӗҫченӗсене  парса чысланӑ. Пӗтӗмпе вара Чӑваш Енре Ҫӗнтерӳ 80 ҫул тултарнине халалласа медальсемпе 2574 ҫынна парса хисеп тӑвӗҫ.

Аса илтеретпӗр, Чӑваш Республикинче 2025 ҫула Ҫӗнтерӳпе патриотлӑх ҫулталӑкӗ тесе пӗлтересси ҫинчен  Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев паян Указа алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. 1941–1945 ҫулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 80 ҫул ҫитнине палӑртса тата вӑрҫӑ ветеранӗсемпе тыл ӗҫченӗсен калама ҫук пысӑк паттӑрлӑхӗпе хастарлӑхне тата хӑйсене хӗрхенменлӗхне ӗмӗрлӗхе асра хӑварас тӗллевпе ҫапла палӑртма йышӑннӑ.



18 февраля 2025
11:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter