Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев стройотрядри яш-кӗрӗме саламланӑ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев стройотрядри яш-кӗрӗме  саламланӑ

Нарӑс уйӑхӗн  17-мӗшӗнче пирӗн ҫӗршывра «Раҫҫейри студентсен отрячӗсем» юхӑм 10 ҫул тултарнине паллӑ тӑваҫҫӗ. Раҫҫейри студентсен отрячĕсен кунĕнче, çак юхăма парăннисем И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн Культура керменĕнче пухӑннӑ.  Савӑнӑҫлӑ мероприятие ҫамрӑксен юхӑмне хутшӑнакансем – аслӑ шкулсенче ӑс пухакансем, вӑтам-ятарлӑ вӗренӳ организацийӗсенче вӗренекенсем пухӑннӑ.

 «Студотрядсен юхӑмӗ питӗ пысӑк историллӗ тата 6 теҫетке ҫул ытла хушшинче йӗркеленӗ ҫирӗп йӑла-йӗркесемпе пуян.  Халӗ те асӑннӑ тытӑмра ҫӗнӗ хум вӑй илет – Раҫҫейри студентсен отрячӗсем хӑйне евӗрлӗ пӗлтерӗшлӗ ушкӑн пулса тӑраҫҫӗ. Чӑваш студенчӗсем тӗслӗхре. Эпир чи малтисен шутӗнче ҫак хӑватлӑ юхӑма кӗтӗмӗр, пӗлтӗр вара студентсен отрячӗсен рейтингӗнче тӳрех, пӗр теҫетке ҫурӑ ытла ҫӳлелле хӑпарма пултартӑмӑр. Малтанласа  31-мӗш вырӑнта тӑнӑ пулсан,  халӗ вара  16-мӗшне ҫитнӗ. «Труд – крут» ятпа сирӗн лозунг таврана янӑратать.  Хӑвӑрӑн вӑй-хӑватӑрпа, пӗлӗвӗрпе усӑ курма пӗлни паха. Ӗҫри тӗллевсене хастаррӑн пуҫӑнатӑр, пирӗн предприятисем, сире ӗҫпе пуласлӑхра тивӗҫтерекенсем сирӗн хӑнӑхусене,  пултарулӑха хаклама пултарайраҫҫӗ», – тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн ум сӑмахӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫамрӑк яш-кӗрӗме саламланӑ май.  Сӑмаха малалла тӑснӑ майӑн, ушкӑнсен ҫитӗнӗвӗсем пирки те чарӑнса тӑнӑ, вӗсен паха ӗҫӗсем ыттисемшӗн тӗслӗх пулса тӑнине кланӑ.

Федерацин Атӑлҫи округӗнче 2001 ҫулта Чӑваш регион уйрӑмне чи малтисенчен пӗри йӗркеленнине палӑртнӑ.  10 ҫул хушшинче Чӑваш Енри 80 пин ытла студент хӑйӗн пӗрремӗш ӗҫ опытне ҫак организацисенче туптанӑ.

Студентсен отрячӗсем ҫӗршыври чи пысӑк промышленноҫпа производство тата инфратытӑм объекчӗсенче  вӑй хураҫҫӗ. РСО ӗҫ-хӗлӗн проекчӗсем пирӗн ҫӗршыври 82 регионта  тӗрлӗ сферӑсенче пурнӑҫланса пыраҫҫӗ. Хальхи  вӑхӑтра Чӑваш Енри вӗренӳ организацийӗсенче пилӗк тӗп ҫул-йӗр енӗпе студотрядсем йӗркеленӗ: сервис, строительство, педагогика, производство тата медицина. Кунта ҫамрӑксем хапӑл тусах тӑрӑшаҫҫӗ.

«Чӑваш Республикин чи лайӑх студентсен отрячӗ» республика конкурсӗ 2025 ҫулта пӗрремӗш хут  пуҫласа иртнӗ. Олег Николаев куҫса пыракан ялава «Вита» конкурс ҫӗнтерӳҫине-медицина отрядне панӑ.

Ҫавӑн пекех Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ҫамрӑксен тата студентсен пултарулӑхри ӑнтӑлушӑн ятарлӑ стипенди памалли свидетельствӑсене  «Пегас» студентсен сервис отрячӗн боецне Виктория Виноградовӑна, «Звёздный»  студентсен педагогика отрячӗн комиссарне Екатерина Евграфовӑна,  студентсен «Волнари»  педагогика отрячӗн  боецне  Анастасия Федотовӑна парса хавхалантарнӑ.



18 февраля 2025
08:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter