Красноармейски округӗнче «Красное Сормово» хуҫалӑхра выльӑх-чӗрлӗх фермине уҫма республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хутшӑннӑ
2025-2030 ҫулсенчи социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн Комплекслӑ программи шайӗнче округра пурнӑҫлакан пысӑк инвестпроектӑн пӗрремӗш тапхӑрӗ пулнине палӑртнӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ.
«Республика Правительстви ял хуҫалӑх пайӗнче тӑрӑшакансене пулӑшмалли майсене ҫулран-ҫул анлӑлатать. Вӗсене пурне те хуҫалӑхсенче вӑй хуракансен ӗҫне ҫӑмӑллатас тата ҫав вӑхӑтрах тухӑҫлӑха ӳстерес тесе тӑваҫҫӗ. Тата тепӗр тесен, паллах, ҫакӑн пек хальхи технологи производствисем хута кайни ҫамрӑксене ялсенче пурӑнса ӗҫлеме илӗртеҫҫӗ » – тенӗ Олег Николаев. Ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсене ҫӑмӑлтарах пултӑр тесе, вӗсен ӗҫӗ тупӑшлӑрах пултӑр тата ҫак ӗҫе ҫамрӑксем нумайрах хутшӑнччӗр тесе пурнӑҫа кӗртнине те асӑннӑ вӑл.
Мӑйракаллӑ шултра выльӑх шутне «Красное Сормовово» тулли мар яваплӑ общество кулленех ӳстерсе пырать. 2023 ҫулта ял хуҫалӑх организацийӗ 1800 пуҫ валли выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетекен комплекс тума палӑртнӑ. Инвестпроекта пурнӑҫа кӗртессишӗн ырми-канми вӑй хурать. Олег Николаев ӗҫлӗ визитпа – Красноармейски округӗнче пулнӑ май, чи малтан вӑл Яманак ялӗнчи «Красное Сормово» хуҫалӑхра ӗне выльӑх вырнаҫакан ферма уҫма хутшӑннӑ. Ҫӗнӗ йышши сӗт сӑвакан оборудованисем вырнаҫтарнӑ комплекспа паллашнӑ май Олег Николаев ӗҫ условийӗсем лайӑхланса пыни ялта ӗҫлесе пурӑнас текенсен шутне ӳстерме май панине палӑртнӑ.
Фермӑн пӗрремӗш блокне хӑпартса хута янӑ. Кунта 600 ӗне вырнаҫӗ. Ӗнесене сумалли процесса пӗтӗмпех автоматизациленӗ: агрокомпани 50 пуҫа пӗр вӑхӑтра шӑнӑҫакан ӗне сумалли карусель туяннӑ.
Тата икӗ блок туса ҫитерсен ферма комплекслӑ майпа 2026 ҫулта туллин хута кайӗ. Проектӑн пӗтӗмӗшле хакӗ 863 млн тенкӗ. Ҫакӑ производствӑна ӳстерсе 8 ӗҫ вырӑнӗ йӗркелеме май парӗ.
Вице-премьер, Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов иртнӗ ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, «Красное Сормово» патшалӑх тӗревне субсиди мелӗпе 35 млн тенкӗ ытла тивӗҫнине пӗлтернӗ. Вӗсенчен 18 млн тенкӗ ытла – ӑратлӑ выльӑх ӗрчетме, 8,3 млн тенкӗ – сӗт туса илме, 7,4 млн тенкӗ – производствӑна технологи тӗлӗшӗнчен ҫӗнетме. Хальхи вӑхӑтра ферма тӑвас енӗпе пурнӑҫлакан проект ҫине хывнӑ укҫа-тенкӗрен 45% саплаштарма заявка хатӗреҫҫӗ.