Олег Николаев Красноармейски округӗнчи тыл ӗҫченӗсене юбилей медалӗсемпе чысланӑ

Олег Николаев Красноармейски округӗнчи тыл ӗҫченӗсене юбилей медалӗсемпе чысланӑ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ  Олег Николаев Красноармейски округӗнчи Хусакасси ялӗнче пурӑнакан ветерансем – Юлия Гурьевна Гурьевӑпа Тамара Осиповна Рябинина патӗнче хӑнара пулнӑ. Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушӑвне пурнӑҫласа вӗсене 1941-1945 ҫулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа юбилей медалӗсем парса чысланӑ.  

1942 ҫулта 13-ри Юлия Гурьева аслисен вырӑнне пулса шыв арманӗн заведующийӗ пулса тӑрӑшнӑ. Унтан Мари Эл Республикинчи вӑрман хатӗрленӗ ҫӗрте ӗҫленӗ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн тӑван тӑрӑха таврӑннӑ, колхозра вӑй хунӑ.   Сумлӑ ветеран тӗрлӗ хисепе тивӗҫнӗ. Юлия Гурьевна ӗҫ ветеранӗ тата тыл ӗҫченӗ кӑна мар, ҫичӗ ача амӑшӗ те.  

1941 ҫулхи хӗл пуҫламӑшӗнче 11 ҫулти Тамара Рябинина амӑшӗ вырӑнне Сӑр хӳтӗлев рубежӗн окопӗсене чавнӑ. 14 ҫултанпа хӑй тӗллӗн колхозра ҫӗр тирпейленӗ ҫӗрте вӑй хунӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн колхозра тата совхозра ӗҫленӗ. Тамара Осиповна ҫавӑн пекех ӗҫ ветеранӗ тата тыл ӗҫченӗ шутланать, нумай наградӑсем, медальсем пур, унӑн ятне Красноармейски районӗн энциклопедине кӗртнӗ.

Олег Николаев тыл ӗҫченӗсемпе ӑшшӑн калаҫнӑ. Вӗсене хӑйсене шеллемесӗр ӗҫленӗшӗн тата тӑшмана хирӗҫ тӑрса, Ҫӗнтерӗве ҫывхартма пысӑк тӳпе хывнӑшӑн мухтаса тав сӑмахӗсем каланӑ.



19 февраля 2025
09:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter