Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Раҫҫейӗн паллӑ кинорежиссерӗпе Никита Михалковпа тӗлпулу ирттернӗ
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗпе Раҫҫей кинодеятелӗ Раҫҫейри культура уҫлӑхӗнче наци пулса тӑракан роле тата Чӑваш Енре пуҫарса янӑ культура проекчӗсене сӳтсе явнӑ. Олег Николаев «Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти» проект ҫӗршывра регионсен пӗрлӗхне палӑртакан питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ, туслӑха тепӗр хут ҫирӗплетнине асӑннӑ. Ӑна тӗпе хурса ытти организацисем: Газпромпа Раҫҫей конгресӗ цифрӑллӑ карттӑсем тунине асӑннӑ вӑл сӑмаха май.
«Чӑваш Енре проектсене пурнӑҫа кӗртес ӗҫ малалла та аталанса пырать. Халӗ «Тӗрленӗ карта музейӗ» курав павильонне тӑвасси ӗҫ вӗҫленсе пырать, унта оригинал тата пур цифрӑллӑ версисене те вырнаҫтарӗҫ. Кунта вӗрентӳ мероприятийӗсем ирттерме палӑртаҫҫӗ. Чӑваш тӗррин шкулне эпир ӑсталарӑмӑр ӗнтӗ, унта темиҫе ҫӗр ҫын тарӑн пӗлӳ илсе, хӑйсен ӑсталӑхне туптанӑ», – тесе ырӑ хыпара пӗлтернӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев сумлӑ хӑнана.
Проекта пысӑка хурса хакланӑшӑн Никита Михалкова тав тунӑ республика Пуҫлӑхӗ.
«Мана ҫӗршыва тӗрлесе илемлетес тенӗ пуҫаруллӑ тӗрӗс шухӑш хӑй тӗлӗнтерчӗ. Ку вӗт калама ҫук пысӑк ӗҫ, кашни региона, унӑн этнографине тӗпчесе пурнӑҫа кӗртнӗ. Карттӑна «Раҫҫей» курава тӑратнӑшӑн питӗ мӑнаҫлантӑм – вӑл ҫав тери хӑйне евӗрлӗ пулӑм пулса тӑчӗ, ҫав тери хавхалантарать пурне те. Ман шутпа, тӗнчере Парижра унчченхи пек пӗтӗм тӗнчери куравсем малалла тӑсӑлнӑ пулсан, ку картта пуриншӗн те ҫав тери хӑватлӑ вӑй пулнӑ пулӗччӗ», – тесе хӑйӗн шухӑшне пӗлтернӗ Никита Сергеевич.
Кинорежиссер Чӑваш Ен пирки те питӗ ӑшшӑн сӑмахланӑ: «Ку пиллӗхлӗ ҫӗр, кунта православи йӑли-йӗрки хисепленни маншӑн питӗ хаклӑ, кунта чиркӳсенче хӑватлӑ вӑй хуҫаланать, халӑх йышлӑн ҫӳрет. Ҫакӑнта, шӑпах та пӗрлӗх. Эпир пурсӑмӑр та пӗрле туслӑ килӗштерсе пурӑннине ҫирӗплетет. Эпӗ сире тӑнӑҫлӑх, мирлӗ пурнӑҫ тата аталану сунатӑп», – тесе сӑмаха ҫавӑрнӑ паллӑ кинорежиссер.
Ҫавӑн пекех Никита Михалков президент гранчӗсен фончӗ пулӑшнипе пурнӑҫа кӗрекен «Современная музыкальная карта России» ҫӗнӗ проектӑн презентацине хутшӑннӑ.