Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ ячӗпе саламлани
Хисеплӗ ҫар ҫыннисем тата ҫапӑҫусен ветеранӗсем, ентешӗмӗрсем!
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин 2025 çула Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталӑкӗ тесе пӗлтерчӗ. Чӑваш Республикинче вӑл Ҫӗнтерӳпе патриотлӑх пал-липе иртет.
Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен паттӑрлӑхне эпир ҫирӗппӗн асра тытатпӑр тата чыслӑн сума сӑватпӑр. Ҫав ҫулсенчи паттӑрла ӗҫсем пирӗн асӑмӑрта ӗмӗрлӗхех упранччӑр тесе эпир хамӑртан мӗн килнине пурне те тӑвӑпӑр.
Паян Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлес ыйту ҫивӗч тӑрать. Пирӗн аттесем, пиччесемпе ывӑлсем тата аннесемпе аппасем алла хӗҫ-пӑшал тытса мӑн асаттемӗрсен ҫапӑҫури мухтавлӑ ӗҫӗсене малалла тӑсаҫҫӗ.
Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ паттӑрлӑхпа хӑюлӑха, чыслӑха тата хастар-лӑха сӑнарлать.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене, тӗрлӗ тӑрӑхра пулса иртнӗ ытти вӑрҫӑ ветеранӗсене, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене – пурне те пысӑк тав. Сире эпир малашлӑха хӑюллӑн пӑхма май килнӗшӗн чунтан тав тӑватпӑр. Хӑйсен пурнӑҫне Тӑван ҫӗршывшӑн панӑ ентешӗмӗрсене эпир ӑшӑ туйӑмсемпе аса илетпӗр, вӗсен тивӗҫе чунтан парӑннине кӑтартакан паттӑрлӑхӗ ҫамрӑк ӑрушӑн ырӑ тӗслӗх пулса тӑрать.
Хаклӑ туссем! Сире уяв ячӗпе саламлатӑп! Ҫирӗп сывлӑх, вӑрӑм ӗмӗр, иксӗлми вӑй-хал, хастарлӑх тата чун ҫирӗплӗхне сунатӑп!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ О.Николаев