Чӑваш Енри патшалăх тата вырăнти влаç органĕсенче ĕçлекенсен кăçалхи Спартакиадине Олег Николаев уҫнӑ

Чӑваш Енри патшалăх тата вырăнти влаç органĕсенче ĕçлекенсен кăçалхи Спартакиадине Олег Николаев уҫнӑ

Нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче йӗлтӗрпе чупассипе спорт ӑмӑртӑвӗсем иртнӗ.  А.И. Тихонов ячӗллӗ Спорт шкулӗн базине  спорта юратакансем йышлӑн пухӑннӑ.   Тӗрлӗ министерствӑсемпе ведомствӑсенче, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсенче тӑрӑшакансем йӗлтӗрпе чупса мала тухассишӗн тупӑшнӑ.  Ӑмӑртӑва пуҫтарӑннисене  Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев саламланӑ.

«Йӗлтӗр йӗрӗ ҫине тӑрса, эпир сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пынине тепӗр хут ҫирӗплетсе паратпӑр.  Пӗрлӗхре вӑй пулнине, ушкӑнпа пӗрле туслӑ килӗштерсе, ҫитӗнӳсем патне ӑнтӑлнине кӑтарса паратпӑр.  Питӗ хаваслӑ кӑмӑл-туйӑм. Сывлӑх ҫирӗп пулсан, ӗҫлеме те аван, тухӑҫлӑх тени те малти вырӑна тухса тӑрать.  Пурсӑра та лайӑх кӑмӑл-туйӑм, ҫитӗнӳсемпе палӑрма вӑй-хал сунатӑп», – тесе чӗнсе каланӑ Чӑваш Ен Пуҫллӑхӗ Олег Николаев.

Республикӑри патшалӑх служащийӗсен 22-мӗш Спартакиадинче мала тухнисене хаваслӑ лару-тӑрура чысланӑ. Патшалăх влаçĕн республика органĕсен командисен хушшинче малти вырӑна Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗ ҫӗнсе илнӗ. Иккӗмӗш вырӑна Чӑваш Республикин Ял хуҫалӑх министерстви тивӗҫлӗ пулнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна вара Чӑваш Ен Гостехнадзорӗ тухнӑ.  

Федерацин влаç органĕсен территори управленийĕсен командисен хушшинче Шалти ĕçсен министерствин сотрудникĕсем пуринчен хастартарах пулнă. Иккӗмӗш вырӑна Раҫҫей МЧСӗн Чӑваш Енри Управленийӗ тухнӑ, виҫҫӗмӗшне Раҫҫейӗн Чӑваш Енри УФСИН команди   тивӗҫлӗ пулнӑ.  

Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен хушшинче  Шупашкар муниципаллӑ округа ҫитекенни  пулман. Иккӗмӗшне - Вӑрнарсем, виҫҫӗмӗшне вара  Красноармейски округӗ ҫӗнсе илнӗ.  

Патшалăх тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче вăй хуракансен хушшинче çулленех спартакиада иртет. Спорта юратакансем  волейбол, футбол, шашка-шахмат, дартс турнирĕсенче, ишес, сĕтелçи теннисла выляс, вĕрен туртас тата ытти ăмăртура вăй виçеççĕ.



24 февраля 2025
09:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter