Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Мухтав Монуменчĕ умне чечексем хунă

Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Мухтав Монуменчĕ умне чечексем хунă

Ҫӗршыва хӳтӗлесе, вӑрҫӑра пуҫне хунӑ паттӑрсен палӑкӗ умне Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ чӗрӗ чечексем хунӑ.  

«Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ паттӑрлӑхпа хӑюлӑха, чыслӑха тата хастарлӑха сӑнарлать. Паллӑ кун эпир вӑрҫӑ хирӗнче пуҫне хунӑ паттӑрсене асӑнса, Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен паттӑрлӑхне эпир ҫирӗппӗн асра тытатпӑр тата чыслӑн сума сӑватпӑр. Ҫав ҫулсенчи паттӑрла ӗҫсем пирӗн асӑмӑрта ӗмӗрлӗхех упранччӑр тесе эпир хамӑртан мӗн килнине пурне те тӑвӑпӑр. Вӗсен паттӑрлӑхӗсем пире паян та ҫитӗнӳсем тума хавхалантараҫҫӗ. Хӑйсен пурнӑҫне Тӑван ҫӗршывшӑн панӑ ентешӗмӗрсене эпир ӑшӑ туйӑмсемпе аса илетпӗр, вӗсен тивӗҫе чунтан парӑннине кӑтартакан  паттӑрлӑхӗ ҫамрӑк ӑрушӑн ырӑ тӗслӗх яланах пулса тӑрать», –  тесе палӑрта каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

«Ҫӗнтерӳ» Мемориаллӑ комплексӗ умне чечексем хума халӑх йышлӑн пухӑннӑ, вӗсемпе пӗрле Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн членӗсем, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем, ветерансемпе  тыл ĕҫченĕсем, республикăри ҫар комиссарианчĕн представителĕсем, офицерсем, тĕрлĕ парти членĕсем, обществăлла организацисен ĕҫчешĕсем, Чăваш Енĕн тĕп хулинче пурăнакансем чылайăн килсе ҫитнӗ паттăрсене сума сунса, пуҫ тайма.

Совет Союзӗн Геройӗ А.В. Кочетов ячӗллӗ ПФОри  Чӑваш Ен кадет корпусӗнче ӑс пухакансем – вӗренӳре пысӑк кӑтартусемпе палӑрнисем, тӗрлӗ ӑмӑртусенче пысӑк ҫитӗнӳсем тунисем вахта тӑнӑ.  

Церемонине хутшӑннисем Мухтав Монуменчӗ умне чечексем хунӑ, самантлӑха шӑплӑха тытса сыс тунӑ паттӑрсене.   



24 февраля 2025
08:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter