Правительство кунне Олег Николаев Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнче ирттернӗ

Правительство кунне Олег Николаев Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнче ирттернӗ

Муниципаллӑ пӗрлешӳсен интеграллӑ рейтингӗнче Шӑмӑршӑ муниципаллӑ округӗ, унта 11,4 пин ҫын пурӑнать, 18-мӗш вырӑн йышӑнать.

Демографи, кадр, бюджет тата инфратытӑм потенциалӗ пысӑк кунта. Промышленноҫпа АПК шучӗпе округӑн  промышленноҫпа аграри экономика профилӗ пур. Экономикӑна  промышленноҫ пысӑк тӳпе хывать, бетон хутӑшӗсем туса кӑлараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех йывӑҫа тирпейлессипе  хастар тӑрӑшаҫҫӗ.

 «Шӑмӑршӑ муниципаллӑ округӗ иртнӗ пилӗк ҫулта япӑх мар аталанса пынӑ,  вырӑнти халӑх  ҫакнах ҫирӗплетет.  Улшӑнусем самай. Ман пата паян нумай ачаллӑ амӑшӗсем пычӗҫ хӑйсен шухӑшне пӗлтерме.  Ача сачӗсем, шкулсем, ҫӗнӗ котельнӑйсем пурришӗн вӗсем савӑнаҫҫӗ.  Апла пулсан ҫитӗнӳсем те пур округӑн. Анчах малта ӗҫ нумай-ха. Кунта, республикӑн кӑнтӑр енче, лайӑх климат, ӑшӑ. Ял хуҫалӑхне аталантарма уйрӑмах аван.  Пурлӑхлӑ тӑпра ҫинче хӑмла лартса ҫитӗнтерме меллӗ.  Ҫӗр тата ытти нумай культурӑсене ҫитӗнтерме юрӑхлӑ. Ял хуҫалӑх  таварӗсене тирпейлеме май паракан производствӑсем уҫассине, ҫӗнӗ пуҫаруллӑ проектсене пурнӑҫа кӗртессе те шанатпӑр.  Округра Наци паркӗ «Чӑваш Вӑрманӗ» пур.  Шӑмӑршӑ округӗн туризма аталантарма тӗрлӗ майсем ҫителӗклӗ», – тесе уйрӑммӑн палӑртса каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Олег Николаев округӑн администраци ертӳлӗхне  утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен Чӑваш Республикин Социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн 2025–2030-мӗш ҫулсенчи комплекслӑ программи шайӗнче территорие анлӑн аталантармалли стратеги туса хатӗрлеме,  ҫу уйӑхӗн  1-мӗшӗччен коммуналлӑ хытӑ каяшсене пухса пымалли вырӑнсен реестрне актуализацилеме, ҫынсен сывлӑхне, тавралӑха тирпей илем кӗртессипе  министерствӑсемпе килӗшсе ӗҫлеме сӗннӗ. Ҫулталӑк вӗҫлениччен муниципалитет пӗрлӗхӗн генеральнӑй планӗнче социаллӑ инфраструктурӑн объекчӗсене туса хума палӑртнӑ объекчӗсене, шыв тӑвассине, 3,6 ҫухрӑмран кая мар тӑсӑлакан автомобиль ҫулӗсене тӗпрен юсамаллине, нумай хваттерлӗ 2 ҫурта тӗпрен юсамаллине те чӗнсе каланӑ.  Социаллӑ пӗлтерӗшлӗ таварсен хакӗсене эрнесерен мониторинг тума хушнӑ, сӑлтавсӑр  хаксене ӳстерсе яма юраманнине асӑрхаттарнӑ,  округра тавар туса кӑларакансене «Чувашия БлагоДарит» цифра платформи ҫине хӑйсен таварӗсене вырнаҫтарассине тивӗҫтермеллине асӑрхаттарнӑ.

Чӑваш Республикин Социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн 2030-мӗш ҫулсем валли пӑхса хӑварнӑ комплекслӑ программи шайӗнче Шӑмӑршӑсен инвестициллӗ 13 проектне пурнӑҫа кӗртме палӑртнӑ, вӗсен пӗтӗмӗшле хакӗ  524,5 млн танлашать.  Инфратытӑма вӑй илтерме пӗтӗмпе 90 проект палӑртса хунӑ. Сывлӑх сыхлавне, культурӑпа спорта, вӗренӳпе транспорт, ял хуҫалӑхне аталантарса пырассипе те проектсем сахал мар.  Чи пысӑк пӗлтерӗшлӗ проектсенчен пӗри вара хӑмла лартса ҫитӗнтересси.  Шӑмӑршӑсен тата вунӑ мегапроект пур, вӗсене пурнӑҫа кӗртессипе те хастар ӗҫлеҫҫӗ.

Правительство кунӗнче Шӑмӑршӑ округӗн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗн пиллӗк ҫулти кӑтартӑвӗсемпе вырӑнти пуҫлӑх Сергей Галкин тӗплӗн каласа кӑтартнӑ.  Пуласлӑх валли палӑртнӑ тӗллевсем пирки те чарӑнса тӑнӑ округ ерӳҫи.

Республикӑн тата муниципалитетӑн управлени команди умӗнче тӑракан тӗллевсем ҫинчен Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн 2025–2030-мӗш ҫулхи Комплекслӑ программине пурнӑҫа кӗртессипе Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ – финанс министрӗ Михаил Ноздряков, Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ – республикӑн экономика министрӗ  Дмитрий Краснов, Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ –  ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов, Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ Максим Иванов, Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ – сывлӑх сыхлавӗн министрӗ  Владимир Степанов, культура министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Татьяна Казакова каласа  кӑтартнӑ.

Республикӑри министерствӑсемпе ведомствӑсем пӗлтернӗ тӑрӑх, 2020 ҫултанпа Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ умӗнче округра пурӑнакансем ҫӗкленӗ ҫивӗч ыйтусене пурне те тенӗ пекех татса панӑ.  Халӑх та ҫакна тепӗр хут ҫирӗплетнӗ.  



25 февраля 2025
17:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter