Правительство кунне Олег Николаев Патӑрьел муниципаллӑ округӗнче ирттернӗ

Правительство кунне Олег Николаев Патӑрьел муниципаллӑ округӗнче ирттернӗ

Муниципаллӑ йӗркеленӳсен интеграллӑ рейтингӗнче Патӑрьел муниципаллӑ округӗ, унта 30,8 пин ҫын пурӑнать, 21 вырӑн йышӑнать.

Инвестици вӑй-хӑвачӗн  кӑтартӑвӗсене  пӑхас пулсан округ лайӑххисен йышӗнче пулни куҫ кӗретех.  Кадрсемпе тивӗҫтерессипе, логистика, инфратытӑм структурине, историпе культурӑна аталантарассипе те курӑмлӑ ӗҫлеҫҫӗ.  Округӑн аграри экономика профилӗ пур. Промышленноҫ пайӗпе ял хуҫалӑх тытӑмӗ паянхи пурнӑҫ таппипе тӳр килсе тӑраҫҫӗ.  Экономикӑна чи пысӑк тӳпе хывать апат-ҫимӗҫ промышленноҫӗ, аш-какай, чӑкӑт, сыр тата ытти таварсене вӗсем чылай тирпейлесе кӑлараҫҫӗ.  Ӳсен-тӑран лартса ҫитӗнтерессипе,  ҫӗр улми, пахча ҫимӗҫ, сухан, сахӑр кӑшманӗ пухса илессипе те аван ӗҫлеҫҫӗ.  Округра ӗне ашӗ, сӗт, сысна какайӗ, ҫӑм, сурӑхпа лаша какайӗ тата пыл  пухса илессипе те ыттисемшӗн  тӗслӗхре.

 «Патӑрьел муниципаллӑ округӗ яланах хастар аталанаканнисенчен пӗри пулнӑ.  Уйрӑмах ял хуҫалӑх  таварӗсене тирпейлекен пӗчӗк тата вӑтам бизнес хастар вӑй илсе пырать. Пӗлтӗр кунта  типӗтнӗ ҫӗр улми тирпейлесе кӑларакан ҫӗнӗ йышши, паянхи пурнӑҫпа тӳр килсе тӑракан предприяти уҫӑлнӑ.  Тавара  суту-илӳ предприятийӗсем хапӑл тусах йышӑнаҫҫӗ.  Медицинӑпа социаллӑ пурнӑҫ тытӑмне аталантарас ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсем туса пыраҫҫӗ. Медицина валли ҫӗнӗ центр уҫӑлать.  Вилнисен ӳчӗсене  илсе килмелли ятарлӑ служба ӗҫлет. Йывӑр лару-тӑрӑва лекнисене вӗсем туххӑмрах пулӑшу параҫҫӗ.   Кӳршӗллӗ округсенче пурӑнакансем те вӗсен пулӑшӑвӗпе усӑ кураҫҫӗ.  Пуласлӑхри тӗллевсем тата та пысӑк. Инвестициллӗ проектсемпе ӗҫлемелле, вӗсене округа явӑҫтарассишӗн тӑрӑшмалла.  Республикӑн Комплекслӑ программинче чылай ӗҫ пӑхса хӑварнӑ»,  тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ округ ертӳлӗхне  утӑ уйӑхӗн  1-мӗшӗччен Чӑваш Республикин Социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн 20252030-мӗш ҫулсенчи комплекслӑ программи шайӗнче,  харпӑр-хӑй территорийӗн стратегине туса хатӗрлеме хушнӑ. Ҫулталӑк вӗҫлениччен агропромышленноҫ сферинчи инвестици проекчӗсене пурнӑҫа кӗртессипе хастар тӑрӑшма каланӑ. Чӑваш Ен Экономика аталанӑвӗн министерствисемпе тата Чӑваш Ен Строительство министерствипе килӗшӳ туса ҫӗнӗ инфраструктура объекчӗсем йӗркелеме ҫӗр лаптӑкӗсене  хатӗрлеме хушнӑ. Муниципалитет пӗрлӗхӗн генеральнӑй планне йӗркелесе ҫитерес ыйту та кун йӗркинче тӑрать.  Социаллӑ инфратытӑм объекчӗсене хута ярасси, комплекслӑ майпа  ҫурт-йӗрсем хӑпартасси,   4,6 пин тв. м лаптӑклӑ нумай хваттерлӗ 3 ҫурта тӗпрен юсасси, 4 ҫухрӑмран кая мар тӑсӑлакан автомобиль ҫулӗсене  ҫӗнетсе сарасси ыйтусем те актуаллӑ шутланаҫҫӗ.  Социаллӑ пӗлтерӗшлӗ таварсен хакӗсем ӳссе каяссинчен те кулленех сыхӑ тӑмалла, сӑлтавсӑр таварсен хакне пысӑклатма никамӑн та ирӗк пулмалла мар тесе асӑрхаттарнӑ ертӳҫӗсем.

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн комплекслӑ программи шайӗнче 2030 ҫулччен Патӑрьел округӗнче 3,5 млрд тенкӗлӗх 17 инвестици проектне пурнӑҫа кӗртме йышӑнса хӑварнӑ. Туризм, строительство, ЖКХ, транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗ, потребитель рынокӗпе пулӑшу ӗҫӗсен сфери енӗпе 107 инфраструктура проектне пурнӑҫлама палӑртнӑ, спорт, вӗренӳ, культура, социаллӑ сферӑпа ӗҫ, экологи, пурнӑҫ хӑрушсӑрлӑхӗн ыйтӑвӗсемпе ӗҫлеме чылай мероприяти  пӑхса хӑварнӑ программӑра. Патӑрьел муниципаллӑ  пӗрлешӳре те, республикӑн кашни округӗнчи пекех тепӗр 10 мегапроект палӑртса хунӑ.

2020–2024-мӗш ҫулсенчи тӗп кӑтартусемпе, Патӑрьел тӑрӑхӗн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн пӗтӗмлетӗвӗсемпе тата 2025–2030-мӗш ҫулхи тӗллевсемпе округӑн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов  тӗплӗн паллаштарнӑ.

Республикӑн тата муниципалитетӑн управлени команди умӗнче тӑракан тӗллевсем ҫинчен Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн 2025–2030-мӗш ҫулхи Комплекслӑ программине пурнӑҫа кӗртессипе Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ – финанс министрӗ Михаил Ноздряков, Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ – республикӑн экономика министрӗ  Дмитрий Краснов, Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ –  ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов, Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ Максим Иванов, Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ – сывлӑх сыхлавӗн министрӗ  Владимир Степанов, культура министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Татьяна Казакова каласа  кӑтартнӑ. Ертӳҫӗсем вырӑнти халӑхӑн ыйтӑвӗсене татса парассипе Чӑваш Ен Правительстви хастар ӗҫленине, чылай ыйтӑва туллин тата вӑхӑтра уҫӑмлатнине асӑннӑ.

Соцыйтӑм кӑтартӑвӗсемпе килӗшӳллӗн Патӑрьел тӑрӑхӗн аталанӑвӗн тӗп ҫул-йӗрӗсем шутӗнче пурӑнакансем ҫулсен пахалӑхне лайӑхлатнине, социаллӑ пулӑшу мерисене анлӑлатнине тата экологи лару-тӑрӑвне лайӑхлатнине кураҫҫӗ.



26 февраля 2025
09:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter