Олег Николаев регионти 45 ҫӗнӗ проекта ҫирӗплетнӗ
Стратеги аталанӑвӗпе проект ӗҫ-хӗлӗ енӗпе ӗҫлекен Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи канашӑн ларӑвӗнче кӑҫалтан ҫӗршывра пурнӑҫа кӗрекен ҫӗнӗ наци проекчӗсем пирки сӳтсе явнӑ, вӗсем Раҫҫей Президенчӗн пуҫарӑвӗпе 2019 ҫултан пуҫласа 2024 ҫулччен ӗҫленӗ унчченхисем ҫумне хушма проектсем пулнине палӑртса хӑварнӑ.
Кӑҫалхи ҫул Чӑваш Енре пӗтӗмпе 13 ҫӗнетнӗ нацпроектпа ӗҫ пырӗ. Вӗсен шайӗнче республика 2025 ҫул валли пӗтӗмӗшле укҫа-тенкӗ калӑпӑшӗпе 13,7 млрд тенкӗлӗх 45 регион проектне хатӗрленӗ.
Ҫакӑн валли управлени командисемпе проект комитечӗсене йӗркеленӗ, ҫавӑн пекех влаҫӑн ӗҫ тӑвакан органӗсенче отрасль проект офисӗсене ҫӗнетнӗ. Наци тата регион проекчӗсене пурнӑҫлассишӗн кураторсемпе яваплисене палӑртнӑ.
Финанс енӗпе чи калӑпӑшли «Пурӑнма кирлӗ инфратытӑм» наци проекчӗ пулать, вӑл шутне маларах ӗҫленӗ нацпроектсен «Хӑрушлӑхсӑр паха ҫулсем» тата «Пурӑнмалли ҫурт-йӗр тата хула хутлӑхӗ» мероприятийӗсем кӗреҫҫӗ. 2025 ҫулта ун валли 6,2 миллиард тенкӗ тӑкаклама палӑртаҫҫӗ, ҫакӑ республикӑра наци проекчӗсене пурнӑҫлама яракан бюджет укҫи-тенкин пӗтӗмӗшле сумминчен ҫуррине яхӑн шутланать.
Регион проекчӗсен паспорчӗсен проекчӗсене тивӗҫлӗ проект комитечӗсен ларӑвӗсенче ырланӑ. Пӗтӗмлетӳсем тӑрӑх вӗсене республика Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи стратегилле аталану тата проект ӗҫӗ-хӗлӗ енӗпе ӗҫлекен канаша ҫирӗплетме сӗннӗ.
«Хальхи вӑхӑтра федераци центрӗпе килӗшӳ тума «Ҫӗнӗ материалсем тата химисем», «Пилотсӑр авиаци системисем» икӗ проекта хатӗрленӗ. Вӗсене ҫирӗплетес ыйту патне каярах паспортсем хатӗрленсе ҫитсен таврӑнмалла. Ытти проектсене эпир ҫирӗплететпӗр», – палӑртнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Палӑртса хӑварар, 2019–2024-мӗш ҫулсенче республикӑра наци проекчӗсене пурнӑҫлама 107,9 миллиард тенкӗ тӑкакланӑ. Финанс енӗпе чи калӑпӑшлисем «Вӗренӳ», «Хӑрушлӑхсӑр паха ҫулсем», «Сывлӑх сыхлавӗ», «Ҫурт-йӗр тата хула хутлӑхӗ» тата «Демографи» пулса тӑнӑ. Нацпроектсене пула регионта пурӗ 24,2 миллиард тенкӗлӗх капиталлӑ строительствӑн 194 объектне туса лартнӑ. Вӗсем: шкулсем, ача сачӗсем, медицина учрежденийӗсем, клубсем, спорт комплексӗсем т. ыт. те.
«Республикӑра асӑннӑ объектсене брендпа палӑртас ӗҫ хастар пырать. Вӗсем ҫине QR-кодпа тивӗҫлӗ табличкӑсем вырнаҫтарни нацпроектсем пирки анлӑрах пӗлме май параҫҫӗ. Ҫынсене хӑйсен шухӑшне пӗлтерме те аван. Объектсене брендпа палӑртас ӗҫпе Чӑваш Ен Раҫҫейре пӗрремӗш вырӑн йышӑнать, ҫакӑн пек объектсемпе халӑх кӑмӑлне тивӗҫтерессипе иккӗмӗш вырӑна тухнӑ», – тесе палӑртса каланӑ Чӑваш Республикин экономика министерствин ертӳҫи Дмитрий Краснов.