«Ял хуҫалӑх таварне тирпейлесе кӑларма витӗм кӳрекен инвестпроектсем кирлӗ Каҫал ен тӑрӑхне», – тесе палӑртнӑ Олег Николаев

«Ял хуҫалӑх таварне тирпейлесе кӑларма витӗм кӳрекен инвестпроектсем кирлӗ Каҫал ен тӑрӑхне», – тесе палӑртнӑ Олег Николаев

Правительство кунне Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ку хутӗнче  Каҫал ен муниципаллӑ округӗнче ирттернӗ. Ытти муниципаллӑ округсем хушшинче Каҫал ен   23- мӗш  вырӑн йышӑнать.  Пӗтӗмпе  асӑннӑ территоринче 24,2 пин ҫын пурӑнать.  Инфратытӑма аталантарассипе, инвестици явӑҫтарссипе, демографи кӑтартӑвӗпе муниципалитет вӑтаммисен йышне кӗнӗ.  АПК пайне илес пулсан, япӑхах мар, округӑн аграрипе экономика профилӗ пур.  Рапс, ҫӗр улми, тыр-пул пухса кӗртессипе те аванах ӗҫлесе пыраҫҫӗ асӑннӑ округра. Сӗт-ҫу, аш-какай, пыл тирпейлесе илессипе ыттисемшӗн тӗслӗхре.  

«Каҫал ен муниципаллӑ округ  ыттисемпе танлаштарсан, инвестициллӗ проектсем сахал мар хатӗрлесе тӑратнӑ. Палӑртма кӑмӑллӑ, вӗсем тӗрлӗ сферӑра витӗ кӳресси те паллӑ.  Паянхи пурнӑҫ таппипе тӳр килтерсе пӗмпех проектсене хатӗрленӗ, вырӑнти ертӳлӗх бизнесра тӑрӑшакансемпе килӗшсе ӗҫлени  сисӗнет. Ҫитес ултӑ ҫул валли паха пуҫаруллӑ проектсене пурнӑҫа кӗртсе пыма палӑртать асӑннӑ муниципалитет пӗрлӗхӗ.  Палӑтнӑ тапхӑр тӗлне кирлӗ пек инфратытӑм пайне ҫӗнетсе улӑштарса ҫитересси те никама та иккӗлентермӗ.    Халӑха пурӑнма хӑтлӑ условисем пулӗҫ, хӑрушсӑрлӑх теми те малти вырӑна тухать. Кашни ҫынна пурӑнма кирлӗ пек условисем хатӗрлесе ҫитересси тӗп приоритетсенчен пӗри пулса тӑрать.  Паллӑ, округра ытларах ял хуҫалӑх пайне аталантарса пырассипе тӑрӑшаҫҫӗ.  Таварсене тирпейлесе кӑларасси ҫине те пысӑк тимлӗх уйӑрмалла.  Кун пек пулсан, халӑх валли ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем хатӗрленеҫҫӗ. Ҫынсен шалу укҫи ӳссен, пурӑнма тата та лайӑхрах условисем пулӗҫ.  Тухтӑрсем, шкулта ӗҫлекенсем вырӑнти тӑрӑха ӗҫлеме юлсан, ял тӑрӑхӗ тата та вӑй илсе аталанса пыма пултарать», – тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.   

 Вырӑнти ертӳлӗхе регион Пуҫлӑхӗ утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне территорине аталантарма май паракан стратегиллӗ план туса хатӗрлеме чӗнсе каланӑ, ӑна Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗн комплекслӑ  планӗпе тӳр килтерсе тӑма сӗннӗ.  Кун йӗркинчи тӗп ыйтусенчен пӗри, социаллӑ пӗлтерӗшлӗ таварсен хакӗ. Сӑлтавсӑр апат-ҫимӗҫ таварӗсен хакне пысӑклатма юраманнине асӑрхаттарса каланӑ ертӳҫӗсем, кулленех мониторинг туса пыма хушнӑ.   «Чувашия БлагоДарит» платформӑра хамӑр тӑрӑхра тирпейленсе тухакан таварсем пирки ытларах хыпарсене вырнаҫтарса пымаллине те асӑннӑ ертӳҫӗсем.

 Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикине  2030 ҫулччен аталантармалли комплекслӑ планӗнче Каҫал енӗн инвестициллӗ  29  проектне пӑхса хӑварнӑ, вӗсене пурнӑҫа кӗртме 1,52 млрд  тӑкакланасси те куҫ кӗретех пулӗ. Округӑн инфратытӑмне аталантарма  57  проект хатӗрленӗ. Вӗсем: туризма, ЖКХ, транспорт, сывлӑх сыхлавӗпе , культура, спорт, вӗренӳпе экологи енӗпе ҫыхӑннисем.   Палӑртса хӑвармалла, Каҫал Енӗн пӗтӗмпе  12 мегапроект.

Правительство кунӗн йӗркипе килӗшӳллӗн вырӑти пуҫлӑх Николай Раськин округӑн 2020–2024 ҫулхи ӗҫ кӑтартӑвӗсемпе паллаштарнӑ, ҫитӗнӳсем пирки чарӑнса тӑнӑ, 2025–2030 ҫул валли палӑртнӑ тӗллевсем пирки каласа кӑтартнӑ.

2025–2030 ҫулсем валли палӑртнӑ Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗн комплекслӑ планӗпе Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан – ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов, Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ – финанс министрӗ Михаил Ноздряков, Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн  ҫумӗ – сывлӑх сыхлавӗн министрӗ  Владимир Степанов, Чӑваш Республикин транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Максим Петров, Чӑваш Республикин строительство министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Владимир Максимов, культура министрӗн тивӗҫӗсеене пурнӑҫлакан Татьяна Казакова тӗплӗн паллаштарнӑ.  

2020 ҫултан пуҫласа паянхи кунччен Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ умне Каҫал енре пурӑнакансем сахал мар ыйту тӑратнӑ, вӗсенчен пурне те тенӗ пекех уҫӑмлатнӑ тесе хыпарланӑ ҫӳлерех асӑннӑ министерствӑсен ертӳҫисем.  Соцыйтӑм кӑтартӑвӗсене пӑхас пулсан та, Каҫал ен аталанӑвне ҫулсен пахалӑхӗ, интернетпа усӑ курма витӗм кӳрекен пай, халӑха социаллӑ пулӑшу парассин кӑтартӑвӗсем витӗм кӳни паллӑ.  Халӑхсенчен ытларахӑшӗ, вырӑнти тӑрӑхра культура пайӗ кирлӗ пек шайра аталанса пынине ҫирӗплетет.     



03 марта 2025
09:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter