Чӑваш Енре иртекенн «Ҫӗр улми» курава ҫӗршыври 17 регионтан 70 ытла организацирен хӑнасем килесси паллӑ

Чӑваш Енре иртекенн «Ҫӗр улми» курава  ҫӗршыври  17 регионтан 70 ытла организацирен хӑнасем килесси паллӑ

Пуш уйӑхӗн 5–6-мӗшӗсенче Шупашкарта ҫӗршыври мӗнпур регионсенчен ҫӗр улмине ларта ҫитӗнтерекен ӑстаҫӑсем пуҫтарӑнаҫҫӗ. Хулара МТВ-Центр базинче «Ҫӗр улми – 2025» курав иртет. Кашни эрнере Правительство ҫуртӗнче пулакан ӗҫлӗ планеркӑра регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев мероприятине епле хатӗрленни пирки ыйтса пӗлнӗ ял хуҫалӑх министерствин ертӳҫинчен

«Ҫӗр улми куравӗ ҫулсерен пирӗн тӑрӑхра иртет.  Ӑна Чӑваш Енре 2009 ҫултан пуҫласа ирттерме пуҫланӑ. Ҫӗршыври 17 регионтан 74 организацирен пирӗн тӑрӑха килме кӑмӑл тунӑ.  Курава тӗрлӗ техника, ӳсен-тӑрана имҫамламалли таварсем, паха йышши ҫӗр улми тата ытти те пулӗ», – тенӗ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан – ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов.   

МТВ-Центрта курма пыракансене, таварсене туянакансене валли кирлӗ пек хӑтлӑ тӳремсем хатӗрленӗ.  Пӗрремӗш пайӗнче ӗҫлӗ калаҫусемпе тӗлпулусем ирттермелли пӳлӗмсем хатӗрлӗҫ, наукӑпа практика конференцийӗсем ирттерме хӑтлӑ условисем туса парӗҫ.

Иккӗмӗш пысӑк пайра – ял хуҫалӑх техникисене вырнаҫтарӗҫ, лартмалли ҫӗнӗ ҫӗр улми сорчӗсене хатӗрлесе тӑратӗҫ.  Ватӑсене волонтерсем киле ҫити туяннӑ таварсене илсе ҫитерме пулӑшӗҫ.      

Кунсӑр пуҫне куравра ҫӗр улмирен хатӗрленӗ тӗрлӗ апат-ҫимӗҫ курма пыракансене тутанса пӑхма хатӗрлесе тӑратӗҫ. Кӑҫалхи мероприяти пуш уйӑхӗн 5–6-мӗшӗсенче пулать.   Малтанласа палӑртса хунӑ тӑрӑх, вӑтамран 10 пине яхӑн ытла ҫын килме пултарасси паллӑ.  Пӗр сӑмахпа каласан, республикӑна киленен чылай хӑна курава ҫитсе курӗ,  ҫӗр улмин тӗрлӗ сорчӗсемпе паллашӗ.

«Раҫҫей Федерацинче ҫӗр улмине епле лартса ҫитӗнтерни пирки тӗплӗнрех паллашма май парать палӑтнӑ мероприяти.  Тӗрлӗ ӑстаҫӑсем хӑйсен вӑрттӑнлӑхӗсем пирки каласа кӑтартӗҫ.  Паянхи пурнӑҫ таппипе тӳр килсе тӑракан технологисем ҫине те пысӑк тимлӗх уйӑрасси куҫ кӗретех.  Курава пысӑк предприятисенче вӑй хуракансем кӑна пухӑнмӗҫ, ытти халӑх та килсе ҫитӗ.  Ҫӗнӗ вӑрлӑхсене туянма аван, паха сортлӑ ҫӗр улмине илме те май пулӗ», тесе сӑмаха ҫавӑрса каланӑ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.     

 



04 марта 2025
08:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter