Чӑваш Ен  Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫывхарса килекен Хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе ӑшшӑн саламланӑ

Чӑваш Ен  Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫывхарса килекен Хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе ӑшшӑн саламланӑ

 «Хаклӑ пирӗн юратнӑ хӗрарӑмсем! Паян эпир сире пурришӗн, сирӗн чаплӑ илемӗршӗн тата  чылай ыррине тума пӗлнӗшӗн питӗ пысӑк тав сӑмахӗ калатпӑр. Эсир пире паттӑрла ӗҫсем тума, пултаруллӑ пулма тата яланах аталанма хавхалантаратӑр. Паян манӑн Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче пурӑннӑ, тылра ӗҫленӗ хӗрарӑмсене аса илсе тав тӑвас килет. Эпир чӑваш хӗрарӑмӗсен паттӑрлӑхӗпе, ҫирӗплӗхӗпе тата хӑйсене шеллемесӗр ӗҫленипе  мӑнаҫланатпӑр.  Пирӗн аслӑ ҫӗршывӑн, тӑван Чӑваш Енӗн ҫак тата ытти историйӗсем хӗрарӑмсем илемлӗ те ӑслӑ кӑна мар, кирек мӗнле кӑткӑслӑха та ҫӗнтерме пултарни ҫинчен калаҫҫӗ. Хӑюллӑ йышӑнусем тума хӑрамаҫҫӗ, кирек-епле йывӑрлӑхсене те  вӗсем парӑнтарайраҫҫӗ»,  тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн тав сӑмахӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

«Эпир сире,  хаклӑ аннесем, асанне-кукамайсем, мӑшӑрсем, аппасемпе йӑмӑксем тата хӗрсем чи илемлӗ юрӑсене халаллатпӑр. Сирӗнпе эпир ялан савӑнатпӑр. Сирӗн ӑшӑлӑхӑрпа пулӑшӑвӑрсене те эпир яланах туятпӑр.  Эсир ӑш пиллӗхпе ӑс-хакӑл тата юрату сӑнарӗ пулса тӑратӑр!  Эсир юнашар пирӗнпе яланах пулнӑшӑн питӗ пысӑк тав. Сирӗн сӑнӑрсем ҫинче яланах йӑл кулӑ, куҫӑрсем телейпе ҫуталса ырлӑхпа тулса тӑччӑр тесе эпир мӗн тума пултарнине пурне те тӑвӑпӑр.  Эсир пур чухне кил илемлӗрех, эсир кил ӑшшине упратӑр.  ҫӗршывӑмӑр, хамӑрӑн Чӑваш Ен тата та мӑнаҫланса пырать.  Ҫӗршывра тата республикӑра пулса иртекен ырӑ улшӑнусенче сирӗн тӳпӗр питӗ пысӑк. Пурнӑҫра сирӗнтен нумай килнине эпир питӗ лайӑх пӗлетпӗр.  Малалла та ҫирӗппӗн  утӑпӑр, паттӑрла ӗҫсем тӑвӑпӑр,  ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем патне ӑнтӑлӑпӑр. Уяв ячӗпе сире, хаклӑ хӗрарӑмсем, эпир сире юрататпӑр!»,  тесе  палӑртса каланӑ хӑйӗн саламӗнче мероприятине пухӑннисем умӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Ҫурхи чи ӑшӑ уява халалласа, Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе,  Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче савӑнӑҫлӑ мероприяти иртнӗ.

Пысӑк хисепе тивӗҫнӗ хӗрарӑмсене Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Указӗпе килӗшӳллӗн Олег Николаев Правительство наградисене парса чысланӑ.  Пурне те тулли телей суннӑ. 

 



06 марта 2025
14:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter