Кӑҫал Чӑваш Енре ҫӗр улми туса илекенсене тата икӗ хушма пулӑшу условийӗсемпе витӗм кӳме палӑртаҫҫӗ

Кӑҫал Чӑваш Енре ҫӗр улми туса илекенсене тата икӗ хушма пулӑшу условийӗсемпе витӗм кӳме палӑртаҫҫӗ

Иртнӗ ҫулхи «Ҫӗр улми – 2024» курав пӗтӗмлетӗвӗпе хатӗрленӗ регионти Ял хуҫалӑх министерствин пуҫарӑвне  Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ырланӑ.

 «Чӑваш Енре ҫӗр улми ӳстерекенсем валли  патшалӑх енчен 15 тӗрлӗ пулӑшу пур. Вӑл шутран хушма икӗ ҫӗнӗ механизм. 2025 ҫулта ҫӗр ӗҫне биологизацилеме тата минераллӑ удобренисем туянма субсидисем пулӗҫ. Республика бюджетне кӑҫал 128 млн тенкӗ хывма йышӑннӑ», – тесе хыпарланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ.

2025 ҫулчен ӳсен-тӑрансене: пӗрчӗллӗ культурӑсемпе сахӑр кӑшманӗпе ӗҫлекенсем, имҫамлама туяннӑ таварсемшӗн тӑкаксен пайне саплаштарма май пулнӑ.    Халӗ ҫӗр улмипе тата пахча ҫимӗҫ енпӗпе ӗҫлекенсем те ку пулӑшӑва илейреҫҫӗ.  Асӑннӑ тӗллевсем валли бюджетра 118 млн тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Тӗп условисем – гектар пуҫне 100 кг кая мар  удобрени ямалла,  агрохими тӗпчевӗсене те вӑхӑтра пурнӑҫламалла. Пӗр сӑмахпа каласан ҫирӗп йӗркене тытмалла.  Ҫӗр ӗҫне биологизациленӗ май сидераллӑ культурӑсемпе усӑ курма тата 10 млн тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Пулӑшӑвӑн ҫӗнӗ виҫипе  усӑ куракансен тӑкакне 80% таран саплаштарма йышӑннӑ.

Чӑваш Ен  Пуҫлӑхӗ витӗм кӳнипе ҫулсерен регионӑн аграри секторне бюджет инвестицийӗсен виҫи анлӑланса пырать. Икӗ ҫул каялла республикӑра 80 механизм ӗҫленӗ пулсан, халӗ – 109. Ҫав шутра ҫӗр улми ӳстерекенсемшӗн те майсем нумайланса пыраҫҫӗ.

 «100 гектар пуҫне ҫӗр улми туса илессипе республика ПФО-ра 1-мӗш вырӑн йышӑнать тата культурӑна  лайӑх туса илекенсенчен пӗри пулса  тӑрать. Регионӑн ҫӗр улмипе тивӗҫтерессин шайӗ 1,8 хут кирлинчен пысӑкрах. Ҫакӑн пек кӑтартупа 217 ял хуҫалӑх тавар туса илекенсем тивӗҫтереҫҫӗ, вӗсенчен 32 – пысӑк калӑпӑшпа таварсене тирпейлекенсем,  5-шӗ – вӑрлӑх ӗрчетекен организацисем шутланаҫҫӗ. Вӗсене аталантарма – патшалӑх субсидисем парса хавхалантарать»,  – тесе каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Регионсен хушшинчи XVII-мӗш куравӗнче  Чӑваш Республикин премьер-министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан, Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов.

Аса илтеретпӗр, курав пуш уйӑхӗн 5–6-мӗшӗсенче Шупашкарти МТВ-Центр базинче ӗҫлет.



06 марта 2025
08:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter