«Ял пурнӑҫӗ» хаҫата 90 ҫулхи юбилейпе Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев саламланӑ
«Колхозник» ятлӑ хаҫатӑн пӗрремӗш номерӗ 1935 ҫулта пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче тухнӑ. Ӑна 1,2 пин тиражпа пичетленӗ. Унтанпа хаҫат ятне улӑштарнӑ, анчах та вӑл Красноармейски округӗнче пурӑнакансен пурнӑҫӗн пӗлтерӗшлӗ пайӗ пулса юлнӑ, тӑван ен историйӗпе ҫитӗнӳсем тата пулӑмсем ҫинчен каласа паракан чи пысӑк пӗлтерӗшлӗ пай шутланнӑ.
«90 ҫул вӑл – пысӑк тапхӑр. Округра пурӑнакансем кулленех «Ял пурнӑҫӗ» хаҫатӑн кашни ҫӗнӗ кӑларӑмӗнче кӑсӑклӑ хыпарсем кӗтеҫҫӗ. Хаҫата вулакансем пысӑка хурса хаклаҫҫӗ редакцинче тӑрӑшакансен ӗҫне. Редакцире тӑрӑшакансене, сумлӑ ӗҫ ветеранӗсене пысӑк тав, хӑйсене шанса панӑ ӗҫе яваплӑха туйса ӗҫленӗшӗн. Сирӗн материалсем иртнипе хальхи пурнӑҫа пӗрлештерсе тӗрӗс пурӑнма вӗрентсе пыраҫҫӗ, ӑс-хакӑл тӗнчине пуянлатма витӗм кӳреҫҫӗ. Красноармейски тӑрӑхӗнче пурӑнакансем, чӑнласах та пысӑк хака тивӗҫлӗ, йӑла-йӗрекесене упраса, ӑна ҫитӗнекен ӑрӑва вӗрентсе хӑварма витӗм кӳни те куҫ кӗретех», – тесе уйрӑммӑн палӑртса каланӑ хӑйӗн саламӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Паян, чун-чӗререн хаҫат корреспонденчӗсем нумай темӑпа проектсене пурнӑҫа кӗртсе пыраҫҫӗ, ҫав шутра СВО темине те тарӑн ҫутатаҫҫӗ. Патшалӑх енчен куҫакан пулӑшусе пирки тӗплӗн ӑнлантарса параҫҫӗ вырӑнти халӑха. 1966 ҫултанпа хаҫат «Ял пурнӑҫӗ» ятпа тухма тытӑннӑ.