Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе ӑшшӑн саламланӑ
Пирӗн хаклӑ аннесем, асанне-кукамайсем, мӑшӑрсем, аппасемпе йӑмӑксем тата хӗрсем!
Сире чаплӑ уявпа – Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе – саламлатӑп!
Эсир ӑш пиллӗхпе ӑс-хакӑл тата юрату сӑнарӗ пулса тӑратӑр!
Пирӗн пурнӑҫа илем кӳрекенсем те эсирех! Эсир кил ӑшшине упратӑр, хӑвӑр ҫывӑх ҫыннӑрсемшӗн тӗрек шутланатӑр. Ҫӗршывра тата республикӑра пулса иртекен ырӑ улшӑнусенче сирӗн тӳпӗр питӗ пысӑк. Пурнӑҫра сирӗнтен нумай килнине эпир питӗ лайӑх пӗлетпӗр.
Паян Тӑван ҫӗршыва ятарлӑ ҫар операцийӗнче хӳтӗлекен салтаксемпе офицерсен амӑ-шӗсемпе мӑшӑрӗсене – уйрӑм тав сӑмахӗсем. Нумай хӗрарӑм паянхи кун хӗсмет тивӗҫне пурнӑҫлать – сирӗн хастарлӑхӑр, ӗненӗвӗр пире хавхалантарать.
Ҫак ҫурхи Мартӑн 8-мӗш кунӗнче сире тулли телей, хӑвӑршӑн тӑрӑшнине яланах туйса тӑма сунатӑп! Ҫывӑх ҫыннӑрсен юратӑвӗпе тимлӗхӗ сире хавхалантарса тӑччӑр тата пурнӑҫ ҫулӗпе малалла утма пулӑшса пыччӑр!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев