Чӑваш Енре çурхи ейӳ тапхăрĕ йĕркеллӗ иртсе кайтӑр тесе ятарлӑ служба ӗҫченӗсем кулленех сыхӑ тӑраҫҫӗ
Кӑҫал хӗлӗпе юр ытлашши ҫуманран, ҫурхи шыв-шур тен халӑха чӑрмав кӳмӗ. Пур-пӗрех ыйтӑва ҫирӗп тӗрӗслевре тытма чӗнсе каланӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев. Ял тӑрӑхӗсенче хуҫалӑхсене шыв ан илтӗр тесен, кирлӗ пек хӑрушсӑрлӑх мерисене те пӑхӑнма ыйтнӑ вӑл. Кирлӗ пек мӗнпур ӗҫсене тивӗҫлӗ шайра йӗркелеме каланӑ регион Пуҫлӑхӗ.
Çуркунне çитсен нумайăшне ейӳ тапхăрĕ мĕнле иртсе каясси шухăшлаттарать, уйрăмах – юханшыв, пĕве-кӳлĕ çывăхĕнче пурăнакансене. Шыв çыранран тухса пахчасене çитни тухăçа ӳстерме пулăшать теççĕ-ха, çапах çав хушăрах вăл пурлăха пысăк сиен кӳме те пултарать. Çакна шута илсех ĕнтĕ çурхи шыв-шур тапхăрне республика ертӳлĕхĕ те, тӗрлӗ ведомство ӗçченĕсем те тĕрĕслесех тăраççĕ.
Шыв-шур вӑхӑтӗнче хыпарсене халӑха вӑхӑтра пӗлтермелле, Чӑваш Республикин хула тата муниципаллӑ округӗсен пӗрлӗхлӗсенче кулленех ятарлӑ службӑсем мероприятисене ирттереҫҫӗ. Унсӑр пуҫне гидротехника сооруженийӗсене, ҫав шутра хуҫасӑррисене те, тӗрӗслес ӗҫе туллин пурнӑҫласа пыраҫҫӗ.
«Мӗпур объектсенче тирпейлӗх хуҫаланмалла. Енчен те юрӑхсӑра тухнӑ пулсан, вӗсене те ҫирӗп тӗрӗслевре тытмалла», – тесе палӑртнӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Ҫурхи ейӳ аталанӑвӗ малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх 2025 ҫулта Чӑваш Республикин территорийӗнче ейӳ шывӗн чи пысӑк шайне нормӑран аяларах пулассине палӑртаҫҫӗ ведомство ӗҫченӗсем. Ҫакӑ Чӑваш Ен территорийӗнче юр ытлашши пулманнипе ҫыхӑннӑ.
Юр витӗмӗнчи нӳрӗкӗн вӑтам запасӗ нормӑран 39% танлашать. Ҫавӑн пекех хӗллехи тапхӑрта юханшывсенчи пӑр хулӑнӑшӗ нормӑран чылай юлса пынӑ. Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, республика территорийӗнче ҫакӑн пек параметрсене юлашки 15 ҫул хушшинче пулман тесен те тӗрӗс пулӗ.
Раҫҫейӗн Гидрометцентрӗн малтанхи прогнозӗпе 2025 ҫулхи пуш уйӑхӗнче сывлӑш температури – 2°(норма – 4°) пулать. Апла пулсан, ытти чухнехинчен кӑҫал ӑшӑрах пулӗ, тен юр та туххӑмрах ирӗлсе пӗтӗ.
Чӑваш ЦГМСӗ пӗлтернӗ тӑрӑх Чӑваш Республикин территорийӗнче пысӑк юханшывсенче пӑр 2025 ҫулхи пуш уйӑхӗн иккӗмӗш декадинче капланса ирӗлсе пырӗ. Юр саппасĕ нумай пулсан, ăшă çанталăк вăраха тăсăлсан, сывлăш температури çĕрле те нуль градусран сивĕрех пулмасан юханшывсенчи шыв шайĕ питĕ хăвăрт хăпарать, вăл çыранран тухса пурăнмалли çуртсемпе ытти объект патне çитме пултарать. Кӑҫал вара тен кун пек пулмӗ теҫҫӗ специалистсем.
2024 ҫулта Чӑваш Республикин территорийӗнче шыв-шур вӑхӑтӗче пӑтӑрмахсем пулманпа пӗрех. Пӗлтӗр ҫурхи шыв-шурпа ҫыхӑннӑ чрезвычайлӑ лару-тӑру пулман. Муниципаллӑ округсенчи дежурнӑй службӑсемпе авариллӗ бригадӑсем оперативлӑ пӗтӗмпех ӗҫсене туса панӑ.
Кăçалхи хĕл питех сивĕ пулмарĕ, юр нумаях çумарĕ, унти нӳрĕклĕх те пысăк мар. Çĕр тарăнах шăнманран нӳрĕке вăйлă çăтать. Каçхине шăнтать, кăнтăрла ăшăтать – кун пек чухне çурхи ейӳ тапхăрĕ йĕркеллех иртмелле теҫҫӗ специалистсем.
«Шыв-шура хирӗҫ кӗрешессипе палӑртнӑ мӗнпур мероприятисене вӑхӑтра тата кирлӗ пек шайра туса пынине кура, Чӑваш Республикин халӑх пурӑнакан вырӑнсенче, экономикӑпа инфратытӑм объекчӗсенче хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерес ӗҫе туллин туса пыраҫҫӗ. Апла пулсан, тен кӑҫал та лару-тӑру ытти чухнехи пек лайӑхах пулӗ-ха», – тесе каланӑ Чӑваш Енри ГКЧС председателӗ Сергей Павлов.