Патшалӑх служащийӗсем валли Олег Николаев хушӑвӗпе килӗшӳллӗн Чӑваш Енре ҫӗнӗ вӗрентӳ порталне хута янӑ

Патшалӑх служащийӗсем валли  Олег Николаев хушӑвӗпе килӗшӳллӗн Чӑваш Енре  ҫӗнӗ вӗрентӳ порталне хута янӑ

Ҫӗнӗ портала патшалӑх органӗсенче тӑрӑшакансен ӗҫ пахалӑхне  ӳстерме, ӗҫчешсен цифра компетенцийӗсене, ҫавӑн пекех вӗсене хальхи пурнӑҫпа килӗшсе тӑракан стандартсене тивӗҫтерме йӗркеленӗ.

Ҫакӑ пӗтӗмпех Раҫҫей  Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин 2024 ҫулта  Федераци Пухӑвне янӑ Ҫырӑвне тӗпе хурса  пурнӑҫланса пынине каланӑ Чӑваш ЕН Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.  

 «Ӗҫ вырӑнӗсене Раҫҫей программисем ҫине куҫаратпӑр: республикӑри ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсем тата муниципалитет службисем ҫӗршыври программӑпа ӗҫлеме тытӑннӑ.  Ку патшалӑх тата муниципалитет управленийӗн сферинче  вӑй хуракан 4700 ытла ҫынна пырса тивет», – тесе пӗлтернӗ  Олег Николаев.

Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗ тӗлне патшалӑх служащийӗсен  641-ӗн ӗҫ вырӑнӗнче  Windows операци системинчен куҫарса  хамӑрӑн ҫӗршывра калӑпласа кӑларнӑ Astra Linux программӑпа тивӗҫтернӗ.  

Ҫӗнӗ вӗренӳ онлайн-ресурсӗнче госслужащисем хальхи ҫӗршыври Astra Linux тата P7-Офис программӑсенче ӗҫе вӗренме пултараҫҫӗ. Порталта вӗрентӗвӗн меллӗ формачӗ, вӑл курссене кирек хӑш вӑхӑтра та, меллӗ ӗҫрен татӑлмасӑр хӑй тӗллӗн иртме май парать.

Платформа пӗр вӑхӑтрах усӑ куракансен пысӑк йышне вӗрентме  май пур, ӗҫе ҫӗнӗрен килекен сотрудниксене тавракурӑмлӑха пуянлатма ансат.

Ҫавӑн пекех ытти вӗрентӳ программисене хатӗрлеме палӑртнӑ. Вӗрентӳ платформин мелӗсене пула портал ҫӗнӗ  тӗллевсене пурнӑҫа туххӑмрах кӗртме те витӗм кӳрӗ.

 



10 марта 2025
17:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter