Раҫҫей Федерацийӗн строительство министрӗ Ирек Файзуллин Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗпе Олег Николаевпа тӗл пулнӑ, паянхи пурнӑҫпа тӳр килсе тӑракан больница комплексӗн строительствин ӗҫне сӳтсе явнӑ
Мускавра Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн строительство тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх Министрӗпе Ирек Файзуллинпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ, ӑна вӑл 2024 ҫулхи ӗҫ пӗтӗмлетӗвӗсем ҫинчен пӗлтернӗ. Ертӳҫӗсем Чӑваш Енре строительство тытӑмне аталантармалли плансем пирки тата малашлӑхри тӗллевсем ҫинчен канашланӑ.
Тӗлпулура «Республикӑри клиника больницин» ҫӗнӗ больница комплексне проектлас тата хута ярасси пирки ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Проектпа килӗшӳллӗн больницӑн ҫӗнӗ корпусӗсене хута яма палӑртаҫҫӗ, Президент перинаталь центрӗ, Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн больницин корпусӗсене, ҫавӑн пекех Республикӑри судпа медицина экспертизин бюровӗн тата Республикӑри катастрофӑсен тата васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн центрӗсен подразделенийӗсене хӑпартма палӑртнӑ. Комплексра пӗтӗмӗшле 1424 койка вырнаҫтарма, пӗр сменӑра 500 ҫынна медицина пулӑшӑвӗпе тивӗҫтерме палӑртаҫҫӗ.
«Сывлӑх сыхлавӗн пайне хастар аталантарса пыратпӑр, республикӑра пурӑнакансем валли инфратытӑма ҫӗнетсе хӑтлӑ условисем йӗркелетпӗр. Чылай учрежденисене модернизацилетпӗр. РФ Строительство министерствипе пӗрле килӗшсе ӗҫленин ҫитӗнӗвӗсем пирӗн пӗтӗмпех Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Владимирович Путин пуҫарнӑ наци проекчӗсемпе тӳр килсе тӑраҫҫӗ. Палӑртнӑ ӗҫсене пӗтӗмпех туллин пурнӑҫласа пыратпӑр», – тесе каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев. РФ строительство Министрне региона пысӑк тимлӗх уйӑрнӑшӑн мухтаса тав сӑмахӗсем каланӑ.
«Росстат пӗлтернӗ тӑрӑх, 2025 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Чӑваш Республикинче 122,2 пин м² ҫурт-йӗр хута янӑ, вӗсенчен 76,9 пин м² уйрӑм ҫурт-йӗр строительстви. Хальхи вӑхӑтра регионта нумай хваттерлӗ 95 ҫурт-йӗр тӑвас ӗҫ пырать. Ҫак кӑтартусем халӑха ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерес енӗпе регион хастар ӗҫленине ҫирӗплетеҫҫӗ» – палӑртнӑ Раҫҫей Федерацийӗн строительство тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх Министрӗ Ирек Файзуллин. Вӑл республикӑра строительство пайне аталантарас ӗҫе пысӑка хурса хакланӑ, Олег Николаева тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн тав тунӑ.
Пӗлтӗр Чӑваш Енре «Таса шыв» федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн икӗ комплекс хута янӑ, «Хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелесси» проектпа 31 обществӑлла территорие тирпей-илем кӗртнӗ.
Хӑтлӑ хула хутлӑхне туса хумалли чи лайӑх проектсен Пӗтӗм Раҫҫейри IX конкурсӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх республикӑра 2 проект – ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Ҫӗрпӳ тата Етӗрне хулисенче тӗпрен ҫӗнетсе улӑштарма плана кӗртнӗ.
2025 ҫулта 330,5 млн тенкӗлӗх укҫа-тенкӗ пӑхса хӑварнӑ, укҫа-тенкӗне обществӑлла 25 территорие хӑтлӑх кӗртме тӑкаклама тӗллев лартнӑ.