Singularity вӗрентӳ центрӗн студенчӗсен IT-проекчӗсене Олег Николаев пысӑка хурса хакланӑ

Singularity вӗрентӳ центрӗн студенчӗсен IT-проекчӗсене  Олег Николаев пысӑка хурса хакланӑ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Singularity Вӗрентӳ центрне ҫитсе курнӑ, унта регионти пултаруллӑ студентсемпе тӗл пулнӑ. Шупашкарти электромеханика колледжӗпе ӗҫтешлӗхре ӗҫлекен центр информаци технологийӗсем енӗпе тулли пӗлӳ экотытӑмӗ йӗркелемелли  вырӑн пулса тӑнӑ.

 «Пӗр-пӗринпе килӗшсе ӗҫлесси виҫӗ ҫул каялла пуҫланчӗ.  Ун чухне шӑпах та,  концепцие ҫирӗплетнӗ пулнӑ.  Пӗрлехи ӗҫӗн кӑтартӑвӗсем пысӑк.  Паллӑ, эпир туса пыракан ҫитӗнӳсем пурсӑмӑра та хавхалантараҫҫӗ. Асӑннӑ Вӗрентӳ проекчӗ хӑйне евӗрлӗ шутланать, эпир хамӑр енчен кирлӗ пек пулӑшу парӑпӑр. Ачасем Чӑваш Ен историйӗпе кӑсӑкланни пӗлтерӗшлӗ.  Вӗсем пирӗн пуласлӑха тӑваҫҫӗ. Паян янӑранӑ сӑмахсем пирӗн республикӑна аталантармалли ҫинчен ҫитес ултӑ ҫуллӑха лартнӑ тӗллевсемпе тӳр килсе тӑраҫҫӗ. Аталану программин  ячӗ  «Чӑваш Ен  ӗҫлесе пурӑнмалли чи лайӑх вырӑн». Ҫак  ӗҫе республикӑра пурӑнакансенчен ытларах пайӗ хутшӑнсан лайӑх, ун чухне ҫитӗнӳ пуласси те часах.  Кӳршӗллӗ ытти регионсенче ӗҫлесе пурӑнакансем те хамӑрӑн тӑрӑха манмӗҫ, май пур таран пулӑшу парӗҫ»,   тенӗ Олег Николаев.

Паянхи кун Singularity студентсемпе шкул ачисене актуаллӑ IT-дисциплинӑсене, сӑмахран, программӑласси, веб-дизайн, даннӑйсемпе ӗҫлесси тата искусствӑлла интеллект алла илме  пулӑшать. Ҫак пӗлӳ малашлӑхра ӑнӑҫлӑ карьерӑн никӗсӗ пулса тӑрать. Вӗренекенсем пысӑк компанисенче стажировкӑсем иртеҫҫӗ, пӗчӗк тата вӑтам бизнес валли коммерци проекчӗсене пурнӑҫлама витӗм кӳреҫҫӗ.

Центр сумлӑ ӑмӑртусене студентсене хатӗрлес ӗҫе хастар хутшӑнать, International Collegiate Programming Contest (ICPC) программӑлассипе тӗнче чемпионатне тата шкул ачисен Пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадисене ҫамрӑк яш-кӗрӗме хутшӑнма пулӑшать.  Хальхи вӑхӑтра 150 ытла студент кунта ӑс пухать.  Ҫавӑн пекех Шупашкарти 44-мӗш номерлӗ Лицейри 10-мӗш класс ачисем валли хушма пӗлӳ паракан программӑсем пурнӑҫланаҫҫӗ.

Центр шайӗнче пурнӑҫлакан тӗп проектсенчен пӗри «Санӑн ҫӑлтӑрсем Шуршӑл ҫийӗнче» шутланать. Олег Николаев студентсен проекчӗсемпе паллашнӑ. IT-колледжри 30 ытла студент тӗрлӗ енлӗ идейӑсем хатӗрлеме хутшӑннӑ, вӗсене кӑҫалхи пуш-ака уйӑхӗсенче пурнӑҫа кӗртӗҫ.

 «Санӑн ҫӑлтӑрсем Шуршӑл ҫийӗнче» кульминаци класс сехечӗ пулӗ, ун вӑхӑтӗнче хутшӑнакансен ӗҫӗн пӗтӗм кӑтартӑвӗсене презентацилӗҫ. Вӑл ака уйӑхӗнче Космонавтсен кунне халалласа пулӗ. Чи хастар шкулсем телескопсем илӗҫ, проекта хутшӑнакансене вара «Эткер» пултаруллӑ ачасемпе ҫамрӑксен центрӗн базинче «Ҫмрӑк вӗҫевҫӗ» профильлӗ сменӑна хутшӑнма сӗнеҫҫӗ.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫитӗнекен ӑрӑва воспитани парас ӗҫре ҫакӑн евӗр проектсене пурнӑҫа кӗртсе пыни питӗ лайӑх тенӗ. Ҫамрӑксен пултарулӑхне Чӑваш Енре кӑна мар, Раҫҫейре те аталантарма питӗ меллӗ пулнине палӑртнӑ Олег Николаев.  Тепӗр тесен,  дистанци вӗрентӗвне ҫакӑн евӗр тӗпе хурса Раҫҫейри чылай шкула пурнӑҫа кӗртейреҫҫӗ. Чӑваш Енри  Вӗренӳ центрӗн опычӗ Singularity хӑйне евӗрлӗ. Вӑл хӑйӗн тухӑҫлӑхне кӑтартса пачӗ. Центр ӗҫӗ федераци шайӗнче те пӗлтерӗшлӗ пуласси никама та иккӗлентермӗ.

 «Пур проект та хӑйне евӗр питӗ кӑсӑклӑ.  Центрти вӗрентӳ процесӗ  ҫамрӑксемшӗн паха.  Ачасен тавра-курӑмлӑхне пуянлатма  лайӑх. Ҫавӑнпа та  яланах ачасене пулӑшу памалла. Ҫкӑн йышши дистанци вӗрентӗвӗн опычӗ республикӑн  мӑнпур хулисенче те пулмалла»,  тесе сӑмаха ҫавӑрса каланӑ Олег Николаев.



13 марта 2025
18:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter