Шупашкар муниципаллӑ округӗнче кашни ҫӗр лаптӑкӗпе пӗлсе тата тухӑҫлӑ усӑ курма хушнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
Шупашкар муниципаллӑ округӗнче Правительство кунӗ иртнӗ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ вырӑнти ертӳлӗх умне харӑсах темиҫе тӗллев лартнӑ. Чи пӗлтерӗшлисенчен пӗри – ҫӗр ресурсӗсемпе пӗлсе тӗрӗс усӑ курса пырасси. Кулленхи ӗҫре тухӑҫлӑха малти вырӑна кӑларасси те приоритетлӑ шутланать.
«Шупашкар округӗн тӗп пуянлӑхӗ – ҫӗр. Ҫак ресурс пурӑнмалли ҫурт-йӗрсем хута ярассинче тӗп ыйтусенчен пӗри пулса тӑрать. Инфратытӑма ҫӗнетсе улӑштарас, инвестициллӗ объектсене хӑпартса лартассси ыйтусем калама ҫук пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Пирӗн тӗллев – ҫӗрпе тӗллевлӗн усӑ курса, халӑха кирлӗ пек хӑтлӑ условисем ӗҫлесе пурӑнма йӗркелесе парасси. Предприятисене уҫасси, ҫынсене валли ӗҫ вырӑнӗсем хатӗрлесси ыйтусем те актуаллӑ шутланаҫҫӗ. Пӗлтӗр эпир Шупашкар агломерацийӗн мастер-планне хатӗрлерӗмӗр, унта Шупашкар округӗ те кӗрет. Апла пулсан, плана кӗртнӗ объектсем вӑхӑтра тата туллин пурнӑҫланччӑр тесен, пурин те яваплӑха туйса таса чунпа халӑх ырлӑхӗшӗн вӑя хурса ӗҫлемелле», – тенӗ регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев. Пӗр-пӗринпе килӗшсе ӗҫлесен, палӑртнӑ мероприятисене вӑхӑтра туса ирттерсен, ҫитӗнӳсем пуласси те куҫ кӗретех пулӗ тенӗ ертӳҫӗсем.
Олег Николаев округ ертӳлӗхне утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен Чӑваш Республикин 2025–2030-мӗш ҫулсенче пурнӑҫа кӗрекен Комплекслӑ программи шайӗнче территорие анлӑн аталантармалли стратеги туса хатӗрлеме хушнӑ. Вӑрман поселокӗсене халӑх пурӑнакан вырӑнсен ҫӗрӗсене куҫармалли документсем хатӗрлеме, ҫулталӑк тӑршшӗпе ҫӗнӗ инфратытӑм йӗркелеме ҫӗр лаптӑкӗсем суйласа илме каланӑ. Ҫулталӑк вӗҫлениччен 137 пин тӑваткал метртан кая мар ҫурт-йӗр тумалла, 2030 ҫулччен – 50 ҫухрӑмран кая мар ҫул-йӗр тумалла тата ытти те.
Шупашкар округӗн 14 мегапроекта пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлемелле.
Проект-драйверсем йышӗнче туристсене явӑҫтармалли комплекссем хута ярасси, сывлӑхпа кану центр ӗҫне пуҫарса ярас ыйту та кун йӗркинчех тӑрать. Суту-илӳ комплексӗсен ӗҫне аталантарса вӑй илтерсе пырасси те актуаллӑ шутланать. «Вятка» ҫул хӗррипе логистика центрне тума пӑхса хӑварнӑ.
Правительство кунӗнче Шупашкар муниципаллӑ округӗн 2020–2024 -мӗш ҫулхи пӗтӗмлетӗвӗсемпе округӑн пуҫлӑхӗ Владимир Михайлов тӗплӗн паллаштарнӑ, пуласлӑхри тӗллевсем пирки те чарӑнса тӑнӑ. Республикӑн тата муниципалитетӑн управлени команди умӗнче тӑракан тӗллевсемпе тата Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн Комплекслӑ программине пурнӑҫа кӗртессипе ҫыхӑннӑ ыйтусемпе Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗ тивӗҫӗсеене пурнӑҫлакан Сергей Артамонов, Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ – финанс министрӗ Михаил Ноздряков, Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ – экономика министрӗ Дмитрий Краснов, Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ Максим Иванов, Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ – сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов, Чӑваш Республикин культура министрӗ Светлана Каликова тухса калаҫнӑ. Чылай ыйтӑва, халӑха пӑшӑрхантараканнисене туллин татса панине каланӑ ертӳҫӗсем. Ача сачӗсене хӑпартса лартнӑ, ҫулсне юсаса тирпейленӗ, ФАПсем хута янӑ, спорт комплексӗсене ҫӗклесе лартнӑ, инфратытӑма ҫӗнетсе улӑштарнӑ. Халӑх объектсемпе кӑмӑллӑ, кун пирки вӗсем тӑтӑшах тӗлпулсенече ҫирӗплетсе калаҫҫӗ.
Ҫавӑн пекех соцыйтӑм ирттернӗ, вӑл Шупашкар округӗнче пурӑнакансем тата мӗнле улшӑнусем кӗтнине кӑтартнӑ. Вӗсенчен ытларахӑшӗ территорийӗн илӗртӳлӗхне ӳстерессипе ҫыхӑннӑ.