Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ: Элӗк тӑрӑхӗнче пурӑнакансен мӗнпур условисемпе пӗлсе тата тӗрӗс вӑхӑтра туллин усӑ курмалла
Элӗк муниципаллӑ округӗнче иртнӗ Правительство кунӗнче унӑн ҫитес 6 ҫуллӑха аталанмалли векторӗсене палӑртнӑ. Элӗк муниципаллӑ округӗн 2024-мӗш ҫулхи социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн пӗтӗмлетӗвӗсемпе 2025–2030 -мӗш ҫулхи тӗллевсемпе округӑн пуҫлӑхӗ Александр Терентьев тӗплӗн паллаштарнӑ. Республикӑн тата муниципалитетӑн управлени команди умӗнче тӑракан тӗллевсем ҫинчен, Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн Комплекслӑ программине пурнӑҫласси пирки вице-премьерсем: Дмитрий Краснов, Максим Иванов, Владимир Степанов, Чӑваш Республикин культура министрӗ Светлана Каликова тата ял хуҫалӑх министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Инна Волкова каласа кӑтартнӑ.
Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн 2030 ҫулчченхи комплекслӑ программи шайӗнче Элӗк муниципаллӑ округӗнче туризм, строительство тата ЖКХ, транспортпа ҫул-йӗр хуҫалӑхне, потребитель рынокӗпе пулӑшу ӗҫӗсен, сывлӑх сыхлавӗпе культурӑна, вӗренӳ пайне, пӗр сӑмахпа каласан социаллӑ сферӑна аталантарма пӗтӗмпе 64 инфратытӑм проектне пурнӑҫлама палӑртнӑ, вӗсене вали 4,8 млрд тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Ҫавӑн пекех 1,19 млрд тенкӗлӗх 9 инвестици проектне пурнӑҫа кӗртесси те планра пур.
Элӗк муниципаллӑ округӗн территорине 11 мегапроект пурнӑҫлама пӑхса хӑварнӑ. Центрӗсен сетьне уҫасси, (ватӑ ҫынсемпе инвалидсем валли инфраструктура тӑвасси, аслӑ ӳсӗмри ҫынсем валли социаллӑ пулӑшу ӗҫӗсемпе тивӗҫтерни) тата ытти те.
Проект-драйверсем шутӗнче хушма тата 5 проект пур. Ҫул-йӗрсем тӑвасси, тавралӑха тирпей-илем кӗртесси, шывпа ҫыхӑнӑ объектсене хута ярасси тата ытти те. Пурӑнмалли ҫурт-йӗр тӑвасси ыйту та кун йӗркинче тӑрать. Пӗтӗмпе проектсем валли 1,5 млрд тенкӗ ытла тӑкаклама палӑртнӑ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев муниципалитетӑн управлени командин тата унта пурӑнакансен тимлӗхне ҫывӑх вӑхӑтра пурнӑҫламалли проектсем пирки тӗплӗн чарӑнса тӑнӑ. Пуласлӑх валли палӑртса хунӑ ыйтусемпе те тарӑнрах ӗҫлеме чӗнсе каланӑ регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
«Предпринимательсем, ҫав шутра округри ял хуҫалӑх пайӗнче тӑрӑшакансем патшалӑх тата регион пулӑшӑвӗпе туллин усӑ курманни сисӗнет. Округри муниципаллӑ командӑн грант хастарлӑхне ӳстермелле тата май пур таран унпа усӑ курмалла. Вырӑнти влаҫсен бизнеса, уйрӑмах ял хуҫалӑх производителӗсене ҫӗнӗ хыпарсемпе пӗлтермелле. Элӗк районӗнче хушма хуҫалӑхсемпе ӗҫлекенсем чылай. Пирӗн тӗллев – ку енпе ӗҫсене тата та вӑйлӑрах аталантарса пыма витӗм кӳресси. Чӑваш Енре ку енӗпе паха опыт пур. Элӗк округӗнче паянхи пурнӑҫ таппипе килӗшсе тӑракан производствӑсем сахал мар. Выльӑх-чӗрлӗх фермисем, кунта пӗтӗмпех тенӗ пекех пысӑк технологисене тӗпе хурса ӗҫлеҫҫӗ, сӗт сӑвӑмӗ ытти хуҫалӑхрисенчен те самай нумай. Ку опытпа ытти хуҫалӑхсенче те усӑ курмалла», – тесе каланӑ регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
2025 – 2030-мӗш ҫулсенче Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн Комплекслӑ программине пурнӑҫлассине тивӗҫтернӗ май Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Элӗк округӗн администрацине июлӗн 1-мӗшӗччен унӑн 2030 ҫулчченхи анлӑ аталанӑвӗн стратегине хатӗрлеме, унта инвестици проекчӗсем ытларах кӗртме хушнӑ, мӗншӗн тесен 9 проект округшӑн нумай маррине палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл ҫулталӑк вӗҫлениччен – выльӑх-чӗрлӗх отрасльне аталантарма пулӑшакан инвестици проекчӗсене пурнӑҫлассине тивӗҫтерме, 5,6 пин тӑваткалтан кая мар ҫурт-йӗр тума тата 4,3 пин тӑваткал лаптӑклӑ нумай хваттерлӗ 4 ҫурта тӗпрен ҫӗнетсе улӑштарма хушнӑ. «Чӑваш Ен БлагоДарит» цифра платформи ҫине хамӑрӑн тӑрӑхра тирпейленсе тухакан таварсене ытларах та ытларах вырнаҫтарма чӗнсе каланӑ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Элӗкри ача-пӑча ӳнер шкулӗн директорӗ Алина Судман, Чӑваш Ен Пуҫлӑхне ырласа тав сӑмахӗсем каланӑ: «Пирӗн шкула 1965 ҫулта уҫнӑ. Хамӑрӑн 60 ҫулхи юбилейре эпир ҫӗнӗ ҫутӑ ҫуртлӑ пултӑмӑр. Кунта пурлӑхпа техника бази пӗтӗмпех паянхи пурнӑҫ таппипе тӳр килсе тӑрать. Пирӗн шкулта 340 ытла ача вӗренет. Ачасен тавракурӑмлӑхне аталантарма пӗтӗмпех условисем пур. Тавтапуҫ!», – тенӗ вӑл.
Ирттернӗ соцыйтӑм тӑрӑх, чылайӑшӗ хӑйсен муниципаллӑ йӗркеленӗвӗнчи культурӑпа пушӑ вӑхӑт сферин аталанӑвне лайӑх хак парать. Ҫав вӑхӑтрах кунта пурӑнакансем ҫутҫанталӑкри тирпей-илем кӳрекен зонӑсене, ача-пӑча площадкисене, тӗрлӗ культура учрежденийӗсене тата ҫамрӑк уҫлӑхсене ытларах кӑмӑллаҫҫӗ.