Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев: «Раҫҫейӗн симӗс ылтӑнӗ» фестиваль – уяв кӑна мар, аграрисене, влаҫа тата бизнеса пӗрлештерекен пулӑм пулса тӑрать
Кӑҫал «Раҫҫейӗн симӗс ылтӑнӗ» фестиваль утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнчен пуҫласа 19-мӗшӗччен иртӗ. Йӗркелӳҫӗсем каланӑ тӑрӑх, кӑҫал вӑл ҫӳллӗрех шайра пулӗ, ӗҫлӗ партнерсемпе хӑнасене пӗлтӗрхинчен ытларах пухма плана кӗртнӗ. Мероприятие епле хатӗрленсе пыни пирки Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Инна Волкова планёркӑра хыпарланӑ.
«Импорта улӑштарасси тӗп приоритетсенчен пӗри пулса тӑрать. Ҫӗршывра хӑмлан 5% хамӑр тӑрӑхра тирпейлесе кӑлараҫҫӗ ытти калӑпӑшӗ чикӗ леш енчен килет. Фестиваль пуҫланнӑранпа мероприятие 30 ытла сӑра вӗретекен компани, отраслӗн тытӑмӗнче вӑй хуракан 300 эксперт яхӑн килнӗ. Ҫывӑхри тата инҫетри чикӗ леш енчи 170 делегаци, 110 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Тӗп хулара пурӑнакан пин-пин ҫын тата пӗтӗм ҫӗршывран килнӗ хӑнасем хапӑл тусах «Раҫҫейӗн симӗс ылтӑнӗ» мероприятине кӑмӑлланӑ. Чӑваш хӑмлаҫине ырӑ ят тавӑрса параса пурсӑмӑр та ӗненетпӗр», – тенӗ вӑл. Раҫҫейӗн симӗс ылтӑнӗ» фестивале туристсем, республика хӑнисемпе Чӑваш Енре пурӑнакансем кӑмӑлласах хутшӑнаҫҫӗ ҫулсерен.
Аса илтеретпӗр, 2022 ҫултах Чӑваш Ен Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хӑмла ӗрчетес ӗҫе аталантарма производствӑпа технологи инфраструктурине туса хурас тата Чӑваш Ене «симӗс ылтӑн» производствӑра лидер пек ҫирӗплетекен туризм площадкисем туса хума хушнӑ. Ҫакӑн пек площадкӑсенчен пӗри «Раҫҫейӗн симӗс ылтӑнӗ» фестиваль шутланать.
«Хамӑрӑн ӑсчахсемпе производительсене пулӑшса темиҫе ҫул хушшинче хӑмла ӗрчетес ӗҫре тулли технологи суверенитечӗ турӑмӑр. Халӗ кашни муниципалитетӑн плансене ҫӗнӗрен пӑхса тухса хӑмла ӗрчетес ӗҫе аталантарас енӗпе вӑрах вӑхӑтлӑх программа ҫирӗплетме, тӗллевлӗ кӑтартусене пурнӑҫа кӗртессишӗн тӑрӑшмалла. Правительство вара плансене пурнӑҫлама мӗн кирлине пурне те тивӗҫтерме пулӑшӗ. Ку Раҫҫей Федерацийӗн технологи суверенитетне пысӑк тӳпе хывасси пулӗ. Чӑваш Енӗн форумра хӑмла лартса ҫитӗнтерессипе тата паха тавар тирпейлесе кӑларассипе лайӑх опыт пуррине ҫирӗплетсе пама пӗлмелле», – тесе каланӑ Олег Николаев.
Кӑҫал фермер апат-ҫимӗҫӗпе тата ҫӗршыври хӑмларан вун-вун тӗрлӗ ӗҫме-ҫиме вырнаҫтарнӑ палаткӑллӑ хула йӑлана кӗнӗ пекех Шупашкарти юханшыв порчӗ ҫывӑхӗнчи территорире вырнаҫӗ. Фестиваль программинче – официаллӑ тата культурӑпа ҫыхӑннӑ кӑсӑклӑ мероприятисем пулӗҫ.
Фестивалӗн ӗҫлӗ пайне Раҫҫей Федерацийӗн Ял хуҫалӑх министерствин, Чӑваш Ен Правительствин, Пӗтӗм Раҫҫейри союзсен отрасльсен представителӗсем хутшӑнма палӑртаҫҫӗ. Уҫӑ калаҫу вӑхӑтӗнче ял хуҫалӑх пайӗнче тӑрӑшакансем хӑйсен планӗсемпе пуҫарӑвӗсем ҫинчен тӳррӗн пӗлтерме, сӗнӳсем кӗртме, патшалӑх пулӑшӑвӗпе епле усӑ курма май пуррине ӑнлантарса парӗҫ.
«Регионта эпир мероприяти пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх бюджетран хавхалантармалли хушма мерӑсене оперативлӑ майпа ӗҫе кӗртетпӗр. Тӗслӗхрен, кӑҫал регионта «Чӑваш хӑмли» грант ӗҫлеме пуҫлать, субсиди илекенсен переченьне анлӑлатнӑ. 5 ял хуҫалӑх техникумӗ пӗр ҫул хушшинче 100 гектартан кая мар хӑмла плантацийӗсем лартӗҫ, Компетенцисен центрӗ вара педагогсене «симӗс ылтӑн» мелӗпе ӗҫлемелли нюанссене вӗрентӗ тата студентсене валли программӑна ҫӗнӗлӗхсем кӗртӗ», – тесе палӑртнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Фестиваль пирки пӗтӗм хыпарсене www. hopfest. ru сайтра пӗлме пулать.