Олег Николаев: Ҫӗнӗ Шупашкар энерги хӑватлӑхне ӳстерӗ, инфратытӑма ҫӗнетсе улӑштарӗ

Олег Николаев: Ҫӗнӗ Шупашкар энерги хӑватлӑхне ӳстерӗ, инфратытӑма ҫӗнетсе улӑштарӗ

120,4 пин ҫын пурӑнакан Ҫӗнӗ Шупашкар хули муниципаллӑ йӗркеленӳсен интеграллӑ рейтингӗнче 5-мӗш вырӑн йышӑнать. Апла пулсан хула япӑх мар аталанса вӑй илсе пырать.

Ҫӗнӗ Шупашкар демографи, кадр, инвестици тата логистика потенциалӗ енӗпе пысӑккисен йышӗнче тӑрать. Ҫӗнӗ Шупашкарӑн экономика профилӗ ыттисемпе танлаштарсан тӗслӗхре тесен те йӑнӑшах мар пулӗ.  Экономикӑна чи пысӑк тӳпе  хываканӗ хими промышленноҫӗ, унӑн шайӗнче хими таварӗсем. Тӗрлӗ сӑрӑсем те предприятисенче самай тирпейлесе кӑлараҫҫӗ. Стройматериалсен промышленноҫӗнче бетон туса кӑларассипе самай тӑрӑшни сисӗнет, электротехникӑра – хӗвел батарейисем туса кӑларассине, ҫӑмӑл промышленноҫа тумтир туса илессипе самай вӑй хурса ӗҫлеҫҫӗ.

Правительство кунӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта Олег Николаев, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ, харӑсах темиҫе приоритетлӑ тӗллеве палӑртнӑ: «Ҫӗнӗ энергетика хӑвачӗсем йӗркелес ыйту кун йӗркинче тӑрать.  Эпир ку темӑпа ӗҫлетпӗр, ҫывӑх вӑхӑтра 63 мегаватт валли подстанци хута ярӑпӑр. Ятарлӑ экономика зони шайӗнче тӑвакан мӗнпур объекта тивӗҫтермелле. Вӗсен шутӗнче - индустри паркӗ, «Звениговский» завод тата ытти промышленность объекчӗсем. Эпир троллейбус  ҫӗнӗ маршручӗсене хута яма палӑртнӑ. Ҫапла майпа эпир Ҫӗнӗ Шупашкар хулин энергетика хӑвачӗсене шайлаштаратпӑр. Ҫаксем пӗтӗмпех хулана пуласлӑхра аталантарма резервсем туса парӗҫ».

Олег Николаев хула администраци ертӳлӗхне  утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен Ҫӗнӗ Шупашкар хулин 2030 ҫулчченхи анлӑ аталанӑвӗн стратегине, Чӑваш Республикин 2025 – 2030-мӗш  ҫулсенчи социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн Комплекслӑ программине пурнӑҫлассине, ҫав шутра халӑх пурӑнакан вырӑнсен аталанӑвне, 2025 ҫулхи авӑн уйӑхӗччен Чӑваш Ен Вӗренӳ министерствипе пӗрле 1100 вырӑнлӑ шкул туса пӗтерме хушнӑ. 2025 ҫулта 52,3 пин тӑваткал метртан кая мар пурӑнмалли  ҫурт-йӗрсем тума, 45 нумай хваттерлӗ ҫуртра тӗпрен юсав ӗҫӗсене йӗркелеме,  ҫул-йӗрсем юсаса ҫӗнетме тата ытти объектсене те тирпейлеме хушнӑ.  Ял хуҫалӑх таварӗ туса кӑларакансем валли ярмӑрккӑсемпе суту-илӳ вырӑнӗсем ҫителӗклӗ тивӗҫтерме каланӑ.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ нумай ачаллӑ ҫемьесене 1506 ҫӗр лаптӑкӗ уйӑрса парасси пирки йышӑну тунӑ, мӗншӗн тесен ҫакӑ ҫынсене валли пулӑшу. Комплекслӑ программӑна тавралӑха сыхлама тата ҫут ҫанталӑка упрама,  тирпей-илем кӗртме  пулӑшакан мероприятисене чылай кӗртнӗ.

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн 2030 ҫулчченхи комплекслӑ программи шайӗнче Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче 183 млрд ытла тенкӗлӗх 37 инвестици проектне пурнӑҫа кӗртме тӗллев лартнӑ.  63 инфраструктура проектне (14172,7 миллион тенкӗллӗх) туризм, строительство тата ЖКХ, транспортпа ҫул-йӗр хуҫалӑхне, потребительсен рынокне аталантарма пӑхса хӑварнӑ. Сывлӑх сыхлавӗ, культурӑпа спорт, вӗренӳ, ӗҫ, экологи, пурнӑҫ хӑрушсӑрлӑхӗн енӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫсене те пурнӑҫа кӗртмелле.

 Ҫӗнӗ Шупашкар хулин территорийӗнче 6 мегапроектпа пӗр проект-драйвер пурнӑҫа кӗртмелле.  Шыва ҫӗнетсе тасатмалли объектсем, йӑлари хытӑ каяшсене пухса тирпейлессипе ҫӗнӗ тытӑмсем хута ярасси, юхан шыв портне модернизацилесси тата ытти те. Производствӑпа логистика зонисем йӗркелессине тӗпе хурса юхан шыв портне ҫӗнетсе аталантарӗҫ. Асӑннӑ проекта Шупашкар агломерацийӗн мастер-планне кӗртнӗ.

Правительство кунӗнче Ҫӗнӗ Шупашкар хулин 2020 – 2024-мӗш ҫулхи социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн пӗтӗмлетӗвӗсемпе тата 2025 – 2030-мӗш ҫулсенчи тӗллевсемпе Ҫӗнӗ Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ Максим Семёнов тӗплӗн паллаштарнӑ.

Юлашки пилӗк ҫулта 2 хут налук тупӑшӗсен калӑпӑшӗ ӳснӗ. Ҫӗнӗ Шупашкар 2020 – 2024-мӗш ҫулсенче тӗп капитала 2,5 хут, ваккӑн суту-илӳ ҫаврӑнӑшне 1,9 хут ӳстернӗ. Кун пирки ҫирӗплетсе каланӑ вырӑнти ертӳҫӗ.

Республикӑн тата муниципалитетӑн управлени команди умӗнче тӑракан тӗллевсем ҫинчен Чӑваш Республикин Социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн 2025 – 2030-мӗш  ҫулхи Комплекслӑ программине пурнӑҫласси пирки Михаил Ноздряков, Дмитрий Краснов, Максим Иванов, Владимир Степанов вице-премьерсем,  Чӑваш Республикин культура министрӗ Светлана Каликова тата  Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Инна Волкова тӗплӗн каласа кӑтартнӑ.  Хулара пурӑнакансен мӗнпур ыйтӑвӗсене туллин тивӗҫтерме тӑрӑшнине хыпарланӑ Правительство пайташӗсем, кун пирки халӑх вӗсене мухтаса тав сӑмахӗсем каланӑ.

«Химпром» ПАО водород перекиҫӗн производствине хута ярса кремни органика комплексӗн производствине модернизациленӗ, тавар продукцине кӑларассине ӳстернӗ. «Хевел» ООО кӑларакан продукцин линейкине анлӑлатнӑ.

Соцыйтӑм кӑтартӑвӗсемпе килӗшӳллӗн аталану тӗп ҫул-йӗрӗсем шутӗнче Ҫӗнӗ Шупашкар ҫыннисем ҫулсен, ЖКХ пулӑшӑвӗсен юрӑхлӑхӗпе пахалӑхне ӳстерессине, 1-мӗш номерлӗ спорт шкулне тӑвассине, территорисене тирпей-илем кӗртессине тата общество транспортне аталантарассине кураҫҫӗ.



17 марта 2025
08:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter