Олег Николаев: Чӑваш Ен Киргизипе ӗҫлӗ хутшӑнусене анлӑлатать

Олег Николаев: Чӑваш Ен Киргизипе ӗҫлӗ хутшӑнусене анлӑлатать

Суту-илӳпе экономика, регионсем хушшинчи культурӑпа гуманитари ҫыхӑнӑвӗн аталанӑвӗнче пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене паян уҫӑ калаҫу вӑхӑтӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаевпа Киргизи Республикин Хусан хулинчи Генеральнӑй консулӗ Эрик Бейшембиев сӳтсе явнӑ.

Киргизи Чӑваш Республикинчи 84 ҫӗршыв-партнерсем (ҫав шутра экспортпа – 1-мӗш вырӑн, импортпа – 7-мӗш вырӑн) хушшинче 2-мӗш вырӑн йышӑнать. Чӑваш Енри тата Киргизири тулашри суту-илӳ ҫаврӑнӑшӗн никӗсӗ электричество машинисемпе оборудованийӗ, ядерлӑ реакторсем, хурансем (Чӑваш Ен экспорчӗн 96,3% тата Киргизири 82,6% импорт) шутланать. Ҫавӑн пекех пирӗн республика Киргизие йывӑҫ тата унран тунӑ япаласем экспортлать, хура металсенчен тунӑ япаласем тата тумтирсем ӑсатать.

 «Киргизипе  Чӑваш республикин тулашри экономика ӗҫ-хӗлӗн тытӑмӗнче  иртнӗ ҫул  кӑтартусем 15 хут ытла ӳснӗ. Ҫак ӳсӗм чылай чухне электротехника кластерӗн предприятийӗсемпе Химпрома тивӗҫтернӗ, вӑл водород перекиҫне импортлама, экспортлама тытӑннӑ. Шансах тӑратӑп, пирӗн тӗлпулу килӗштерсе ӗҫлес шухӑшпа хӑвӑртлӑха чакармасӑр ӗҫлеме витӗм кӳрӗ. Халӗ бизнес пирӗн регионӑн ӗҫтешлӗхне Киргизипе анлӑлатса патшалӑх шайӗнче пӗрле ӗҫленине ҫирӗплетме тӗллев лартать»,  –  тесе уйрӑммӑн палӑртса каланӑ  Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Чӑваш Енпе Киргизи хутшӑнӑвӗсенче суту-илӳпе экономика тата культурӑпа гуманитари ҫыхӑнӑвӗсем анлӑ сарӑлнӑ.  Чӑваш Республики ку енӗпе ӗҫлекен Раҫҫейри чи хастар  субъектсен  шутне кӗрет.

Киргизи организацийӗсемпе суту-илӳ енӗпе «ЧЭАЗО» АО, «Релематика» ТМЯП, «Экра» НПП ТМЯП тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем электротехника, реле хӳтӗлевӗ тата автоматика  таварӗсене пӗр-пӗринпе килӗшсе тирпейлесе кӑлараҫҫӗ.  «ГИДРАНТ» ТМЯП пушарнӑйсем валли тӗрлӗ  хатӗр тирпейлет. «Акконд» АО та хӑйсен таварӗсене кулленех экспорта куҫарать.

Пуласлӑхри тӗллевсем тата та пысӑк – ӗҫлӗ ҫыхӑнусене сарасси.  Пӗрлехи предприятисем йӗркелесси тата инвестици ӗҫтешлӗхне анлӑлатасси ыйтусем те кун йӗркинчех тӑраҫҫӗ.  Ҫакӑ суту-илӳ калӑпӑшне ӳстерме кӑна мар, икӗ регионти халӑхӑн пурнӑҫ шайне ӳстерме те май парӗ. Чӑваш Ен кӑркӑс партнерӗсене медицина туризмӗн сферинче те пысӑк технологиллӗ медицина пулӑшӑвӗн темиҫе енӗпе тата республикӑри санаторисенче медицина реабилитацийӗпе килӗштерсе ӗҫлеме хатӗр.

 «Чӑваш Енре промышленность хӑватлӑ вӑй илсе пырать. Тӗслӗхрен, пирӗн халӗ энергетика аталанать, Киргизи те пӗчӗк ГЭС, атом тата ҫил энергетикипе ҫыхӑннӑ проектсем валли инвесторсемпе партнерсене шырать. Пирӗн культура, спорт тата вӗрентӳ енӗпе пӗрлехи плансем пур. Чӑваш Енрен пирӗн вӗренмелли сахал мар.  Сирӗн паха ӗҫ опычӗ пирӗншӗн тӗслӗхре.  Эпир малашне те пӗрле ӗҫлеме хатӗр», – палӑртнӑ  Киргизи Республикин Хусан хулинчи Генеральнӑй консулӗ Эрик Бейшембиев.



21 марта 2025
16:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter