Олег Николаев: «Йӑх йывӑҫҫи» Чӑваш Енре пӗтӗм республикӑна пӗрлештерӗ

Олег Николаев: «Йӑх йывӑҫҫи» Чӑваш Енре пӗтӗм республикӑна пӗрлештерӗ

Пӗтӗм Раҫҫейри ачасемпе ҫамрӑксен обществӑпа патшалӑх юхӑмӗпе хутшӑнса ӗҫлессипе Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи Координаци канашӗн ларӑвӗнче  Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Пӗрремӗшсен юхӑмӗн регионти уйрӑмӗн ӗҫӗ-хӗлне сӳтсе явнӑ. Тӗслӗхрен, регион Ертӳҫи «Йӑх йывӑҫӗ» проекта ырласа, ӑна пурнӑҫа кӗртме витӗм кӳме хатӗррине палӑртнӑ.  «Питӗ лайӑх шухӑш, вӑл пӗтӗмпех пирӗн йӑла-йӗркесемпе ҫыхӑнса тӑрать. Ашшӗ-амӑшӗпе ҫемйисем урлӑ Чӑваш Енӗн пысӑк йӑх йывӑҫне туса лартасси кӑсӑклӑ пулӗччӗ. Пирӗн тӗллев  республикӑра пурӑнакансене май пур таран  пӗр чӑмӑра пухса, пӗр-пӗрне ӑнланса килӗшсе пурӑнма вӗрентесси,  пӗрле алла-алӑн тытӑнса ӗҫлеме витӗм кӳресси»,  тенӗ  Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ.

Координаци канашӗн ларӑвӗнче Канаш округӗн вырӑнти уйрӑмӗн хӑйне евӗрлӗ практикисене тата Чӑваш Енри пӗтӗм Раҫҫейри ҫарпа патриот вӑййине пурнӑҫлассине сӳтсе явнӑ.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ профиль министерствисен ертӳҫисене республика территорийӗнче ӑна малалла аталантарма Пӗтӗм Раҫҫейри ачасемпе ҫамрӑксен обществӑпа патшалӑх юхӑмӗн регионти уйрӑмне ҫак ӗҫе витӗм  кӳме хушнӑ.

Олег Николаев спорт, культура, хушма тата шкул умӗнхи пӗлӳ паракан учрежденисен базинче пӗрремӗш уйрӑмсене уҫас ӗҫе малалла тӑсмаллине, юннат юхӑмне аталантарма пулӑшмаллине каланӑ.

Пӗтӗм Раҫҫейри ачасемпе ҫамрӑксен юхӑмӗ ҫамрӑк ӑрӑва пӗрлештерсе, пулӑшса пырать,  паха проектсене пурнӑҫа кӗртме ҫӗнӗ майсем туса парать. Чӑваш Республикинче Пӗрремӗшсен юхӑмӗ хастар аталанать: 430 уйрӑма уҫнӑ, сайтра 72 пин ытла хутшӑнакана шута илнӗ.

45 малти ушкӑн  2024 ҫулта Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑнӑ.



24 марта 2025
10:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter