Чӑваш Енре наркотиксемпе алхасакансен йышӗ нумаях мар

Чӑваш Енре наркотиксемпе алхасакансен йышӗ нумаях мар

Республикӑра усал чирпе аптракансен йышӗ юлашки пиллӗк ҫул хушши Раҫҫейринчен аяларах тӑрать.

Чӑваш Ен Сывлӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх кун пирки Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ирттернӗ наркотика хирӗҫ кӗрешессипе ӗҫлекен комиссийӗн ларӑвӗнче хыпарланӑ.

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ – сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов пӗлтернӗ тӑрӑх, регионти нарколару-тӑрӑва 2024 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх нейтраллӑ тенӗ. Республикӑра чирлессин шайӗ юлашки пиллӗк ҫул хушши Раҫҫейпе ПФО-ринчен аяларах. 2023 ҫулхипе танлаштарсан наркотик хатӗрӗсене кура синдромпа чирлекенсен шучӗ 2,2% (2023 ҫ. 100 пин ҫын пуҫне 50,5-рен 49,4-шӗ 2024 ҫ. таран) чакнине палӑртаҫҫӗ. Наркоманипе чирлекенсен йышӗнче ҫул ҫитменнисем ҫук.

Сывлӑх сыхлав министрӗ нарколару-тӑрӑва пӗтӗмӗшле хакласа лайӑх тенденцие сыхласа хӑварма 2024 ҫулта ирттернӗ мероприятисен комплексӗ май панине палӑртнӑ.  Тӗп мерӑсен шутӗнче - Республикӑри наркодиспансерӑн централизациленӗ химипе токсикологи лабораторийӗн ӗҫне йӗркелени. Ҫакӑ наркотикла тата психоактивлӑ япаласене потребительсене, ҫав шутра шкулсенче, ссузсемпе вузсенче вӗренекенсен хушшинче те,  пуҫламӑш тапхӑрсенчех чирпе аптракансене  тупса палӑртма пулӑшнӑ. Унсӑр пуҫне наркологи пулӑшӑвне тата социаллӑ реабилитаци тытӑмне лайӑхлатни наркоманипе чирлекенсен 46% ытла сиплеме май паракан мероприятисене йӗркелеме витӗм кӳнӗ.

Йӗрке пӑсакансем пирки, ҫавӑн пекех наркотиксем валли чӗр тавара тупса палӑртни тата тӗп туни пирки ШӖМӗн Чӑваш Республикинчи наркотиксен ҫаврӑнӑшне тӗрӗслекен управленийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Наумов пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, 2024 ҫулта правӑна сыхлакан органсем саккунсӑр ҫаврӑнӑшран 543,9 кг наркотик, психотроплӑ тата вӑйлӑ витӗмлӗ япаласем (3,9 хут, 2023 ҫ. – 139,7 кг) туртса илнӗ. Наркотиксен  пысӑк калӑпӑшлӑ партийӗсене «М-7 Волга» тата «М-12 Восток» федераллӑ автоҫулсем ҫинче  йӗрке пӑсакансенчен туртса илме май килнӗ.

Палӑртса хӑварар, 2024 ҫулта ирттернӗ социологи ыйтӑмӗн кӑтартӑвӗсем тӑрӑх наркотик тутанса пӑхма сӗннипе тӗл пулнисен проценчӗ 2 хут чакнӑ. Ыйтса пӗлнисенчен ҫурри яхӑн наркотика хирӗҫ тӑма ҫамрӑксемпе ытларах профилактика ӗҫӗсене йӗркелеме ыйтаҫҫӗ.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫамрӑксен хушшинче профилактика кулленех ирттерме хушнӑ.  Регион Пуҫлӑхӗ педагогсене професси стандарчӗпе «Педагог-психолог» курсра вӗрентме кирли ҫине  ытларах тимлӗх уйӑрма каланӑ.  «Ҫитес вӗренӳ ҫулӗ тӗлне педагогсем ҫамрӑксемпе ҫул ҫитмен ҫамрӑксен ҫак категорине психологи тӗлӗшӗнчен чи малтан хӑнӑхни кирлӗ»,  тенӗ вӑл. Ҫавӑн пекех вӑл 14 ҫултан пуҫласа 18 ҫула ҫитменнисен, уйрӑмах социаллӑ хӑрушӑ лару-тӑрура пулнисен, вӗренӳрен пушӑ вӑхӑтра ӗҫе вырнаҫни пӗлтерӗшлине палӑртнӑ.



25 марта 2025
17:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter