Олег Николаев: Чӑваш Енри ҫулсене сарса тирпейлеме 51 миллиард ытла тенкӗ тӑкаклӗҫ

Олег Николаев: Чӑваш Енри ҫулсене сарса тирпейлеме 51 миллиард ытла тенкӗ тӑкаклӗҫ

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тата Федерацин ҫул-йӗр агентствин (Росавтодор) ертӳҫи Роман Новиков регионти автомобиль ҫулӗсене аталантарасси пирки меморандум ҫумне хушма килӗшӳ алӑ пуснӑ.

Асӑннӑ меморандум шайӗнче укҫа-тенкӗ калӑпӑшӗ 2030 ҫулччен 51 млрд тенкӗпе танлашӗ, ҫав шутра федераци бюджечӗн шучӗпе – 20 млрд тенкӗпе. 2030 ҫул тӗлне федераци пулӑшӑвӗпе 390 ҫухрӑма яхӑн ҫул юсама палӑртнӑ. Вӑл регионта пурӑнакан 500 пин ытла ҫыншӑн транспортпа ҫуреме условисем лайӑхлатӗ.

 «Алӑ пуснӑ килӗшӳ Чӑваш Республикин ҫул-йӗр инфратытӑмне аталантарас ӗҫре пӗлтерӗшлӗ утӑм шутланать, регионта пурӑнакансемшӗн тата транзит транспорчӗшӗн хӑтлӑ та хӑрушсӑр ҫӳревпе тивӗҫтерет. Росавтодор ҫул-йӗр проекчӗсене пурнӑҫа кӗртессинче региона пур енлӗн пулӑшу кӳрет. Федерацин ҫул-йӗр агентствипе пӗрле килӗшсе ӗҫлени регионти ҫулсен пахалӑхне лайӑхлатма витӗм кӳрӗ, хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерме те май парассине шансах тӑратпӑр», – тесе каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче  Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Хушма килӗшӳ автоҫулсене юсама, тытса тӑма тата 2025-2030 ҫулсем валли палӑртса хунӑ ӗҫсене пурнӑҫа кӗртме пулӑшӗ.

Кӑҫал «Пурнӑнма кирлӗ инфратытӑм» проекта тӗпе хурса пӗтӗмӗшле 70 ҫухрӑма тӑсӑлакан 33 объектра ӗҫсем тума, ҫавӑн пекех 4 кӗпере юсама тата халӑх пурӑнакан вырӑнсен чиккисенче 6 ҫухрӑм урамсенче ҫутӑпа тивӗҫтерме палӑртнӑ.

 «Чӑваш Енре ҫулсем ҫинче инкексем пулнӑ тесе шута илнӗ тӗслӗхсем  пӗлтӗр ытти ҫулхинчен самай сахал. Пурнӑҫран вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайнисем, инкексене пула шар курнисен шучӗ те пӗчӗкленнӗ.  Паллӑ, хӑрушсӑрлӑха пӑхӑнса йӗркеленӗ ӗҫсем чылай. Федераци трасси ҫинче пулнӑ пӑтӑрмахсен шучӗсем те нумай мар.  Ӳлӗмрен те хӑрушсӑрлӑха малти вырӑна хумалла. Тимлӗхе ҫухатмалла мар», – тесе палӑртнӑ Росавтодор Ертӳҫи Роман Новиков.  

 Чӑваш Енри федераци трассисенче хӑрушсӑрлӑх шайне малашне те ӳстермеллине чӗнсе каланӑ вӑл.  Ҫавӑн пекех вӑл республикӑри автоҫулсем ҫинче ирттерекен комплекслӑ ӗҫшӗн Чӑваш Ен Пуҫлӑхне Олег Николаева тав тунӑ.

Федераци пулӑшӑвне пула 12 объектра ӗҫсем туса ирттерӗҫ. Халӑх пурӑнакан 15 ял тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ ҫулсен ҫак лаптӑкӗсем 12 пин ытла ҫыншӑн транспорт юрӑхлӑхне лайӑхлатассипе тивӗҫтерӗҫ. Тӗслӗхрен, Улатӑр округӗнчи Суйкӑн тата Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗсем хушшинчи ҫула ҫӗнетӗҫ, Етӗрне патне пымалли ҫулсене юсӗҫ.

Регион пӗлтерӗшлӗ автомобиль ҫулӗсене ҫӗнетсе сарма федераци бюджетӗнчен 2025 ҫулта 1,4 млрд тенкӗ куҫарма пӑхса хӑварнӑ.

Ҫавӑн пекех Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тата Росавтодор ертӳҫи Роман Новиков М-7 «Волга» трассӑн участокне (км 643 – км 659)  юсама палӑртнӑ тапхӑра 2029 ҫултан  куҫарса 2026 ҫул хушшинче реконструкцилесси пирки ыйтӑва сӳтсе явнӑ.

 Пӗлме: Чӑваш Республикинче пӗтӗмӗшле усӑ курмалли автомобиль ҫулӗсен тӑршшӗ 12 804,1 ҫухрӑм (2024 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне пӗлтернӗ тӑрӑх) танлашать. Вӗсенчен федераци пӗлтерӗшӗ – 401,8 ҫухрӑм, регион пӗлтерӗшли – 1 556,8 ҫухрӑм тата вырӑнти  пӗлтерӗшли – 10 845,5 ҫухрӑм шутланать.



26 марта 2025
09:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter