Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Олег Николаев Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн должноҫне йышӑнмашкӑн суйлава хутшӑнма кӑмӑл тунине ырланӑ
Регион Пуҫлӑхӗн ӗҫне, Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн кӑтартӑвӗсене хакланӑ ҫӗршыв Президенчӗ.
Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗпе Олег Николаевпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ. Республика Пуҫлӑхӗ ҫӗршыв Ертӳҫине иртнӗ пиллӗк ҫулхи ӗҫ кӑтартӑвӗсемпе, пуласлӑх аталанӑвӗн ҫул-йӗрӗсемпе паллаштарнӑ. Республикӑра тирпейлесе кӑларкан таварсен калӑпӑшӗ чылай ӳснӗ, кӑтарту 1,85 хут хӑпарнине пӗлтернӗ Пуҫлӑх. Промышленность, ял хуҫалӑх таварӗсене тирпейлесе кӑларассипе те уйрӑмах пысӑк ҫитӗнӳсемпе палӑрни курӑнать, кӑтарту 2,3 хут ӳсни те ҫакнах ҫирӗплетсе парать. Республикӑн харпӑр хӑй тупӑшӗ хӑпарни те паллӑ, кӑтарту 2,1 хут ӳснӗ.
«Татса памалли ыйтусем яланах пур вӗсем. Эсир хӑвӑра шанса панӑ ӗҫсене тӳрӗ кӑмӑлпа, яваплӑха туйса, халӑх ырлӑхӗшӗн тӑрӑшса пурнӑҫлани курӑнать. Лайӑх ӗҫлетӗр. Сире малалла та ҫитӗнӳсемпе ӗҫлеме ӑнӑҫусем сунатӑп», – тесе каланӑ Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин.
«Ку пысӑк яваплӑх, ҫак шанӑҫа тӳрре кӑларас тата Чӑваш Ен ырлӑхӗшӗн малалла та эпӗ пӗтӗм вӑя хурса ӗҫлӗп», – тесе тав тунӑ Олег Николаев патшалӑх Пуҫлӑхне.
«Чӑваш Енре социаллӑ сферӑра та пысӑк улшӑнусем пулса иртрӗҫ: медицинӑра, вӗрентӳре, культурӑра. Тӗслӗхрен, юлашки пилӗк ҫулта сывлӑх сыхлавӗн 291 объектне, спорт инфраструктурисен 98 объектне юсаса ҫӗнетнӗ, туса лартнӑ. Тӑхӑр шкул тунӑ, 111 шкула тӗпрен юсанӑ. Культура енӗпе – 452 объекта ҫӗнетрӗмӗр, ҫав шутра 35 культура ҫуртне ҫӗнӗрен турӑмӑр», – тенӗ вӑл.
Палӑртса хӑварар, регион Правительстви Чӑваш Республикин 2025-2030 ҫулсенчи социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн комплекслӑ программине хатӗрленӗ. Ӑна пурнӑҫлани республикӑна малашне вӑй-хӑвата аталантарма тата экономика кӑтартӑвӗсене ӳстерме май парӗ.