Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Пӗтӗм тӗнчери театр кунӗпе саламлани

Театрсен хаклӑ ӗҫченӗсем тата театра чунтан юратакансем!

Паян эпир чаплӑ уява – Пӗтӗм тӗнчери театр кунне – паллӑ тӑватпӑр!

Театр – искусство ҫеҫ мар, вӑл этемлӗхӗн культура еткерӗн пӗлтерӗшлӗ пайӗ, унӑн тымарӗсем сӗм аваллӑхран йӑл илеҫҫӗ. Театрӑн асамлӑ вӑйӗ тӗрлӗ культурӑпа професси ҫыннине, тӗрлӗ ӳсӗмри тата тӗрлӗ енӗпе кӑсӑкланакан куракана пӗрлештерет. Вӑл ӑс-хакӑла аталантарма, тавра курӑма анлӑлатма, кӑмӑл-сипете пуянлатма, илемлӗхе туйма тата ҫынпа ҫын хушшинчи ӑнланулӑха ҫирӗплетме пулӑшать.

Театра ӑнсӑртран мар «пирӗн нумай енлӗ те кӑткӑс пурнӑҫӑн тӗкӗрӗ» теҫҫӗ. Унта кашниех хӑйӗншӗн ҫывӑххине тата кирлине тупма пултарать. Вырӑссен аслӑ ҫыравҫи Николай Гоголь ҫапла палӑртнӑ: «Театр – тӗнчене нумай ыррине кӳме пултаракан вырӑн». Ҫак сӑмахсене ӗмӗр каяллах каланӑ, анчах вӗсем хӑйсен ҫивӗчлӗхне халӗ те ҫухатман. Паян эпир академи театрӗсемпе хальхи вӑхӑтри театрсем, эксперименталлӑ театрсем хӑйсен ӗҫне тӑрӑшса пурнӑҫланине куратпӑр. Вӗсенчен кашниех куракана сӗнекен спектаклӗсенче ҫын пурнӑҫӗн мӗн пур енне, унӑн обществӑри вырӑнне, харпӑр хӑй хушшинчи тата ҫывӑх ҫынсем хушшинчи хутшӑнусене тӗплӗн ҫутатать. Ҫав постановкӑсем чунра тӗрлӗ туйӑм ҫуратаҫҫӗ, ырӑ кӑмӑллӑха вӑратаҫҫӗ, хӗрхенӳллӗ пулма вӗрентеҫҫӗ тата пурнӑҫ хаклӑхне кӑтартаҫҫӗ.

Мельпомена ӗҫченӗсене, театр искусствине юратакансене пурне те уяв ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп! Иксӗлми хавхалану, ҫӗнӗ кӑсӑк проектсем, зал тулли куракана пӑхса савӑнма сунатӑп. Сирӗн шухӑшӑрсем ҫынсене хумхантарччӑр, кашни спектакль культура пурнӑҫӗнче паллӑ пулӑм пулса тӑтӑр. Курмалли залри йышлӑ халӑх хыттӑн алӑ ҫупни сирӗншӗн яланах талантӑршӑн, ӗҫченлӗхӗршӗн, пурнӑҫӑра халалланӑ профессие чунтан парӑннӑшӑн тав туни пек янӑратӑр.

Чӑваш Республикин Пуçлӑхӗ               Олег Николаев



27 марта 2025
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter