Шупашкарти ҫул-йӗр ӗҫӗсемпе ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫирӗп тӗрӗслеве илнӗ
Шупашкарта пулнӑ Правительство кунӗнче Чӑваш Енӗн тӗп хулин ҫул-йӗр сечӗн ыйтӑвӗсене тарӑн сӳтсе явнӑ. Хула ҫыннисем пӗлтерӗшлӗ автомагистральсене – виҫҫӗмӗш транспорт ҫурма ункине, М-7 трассӑн участокне тата Сӗнтӗрвӑрри шоссин дублерне – тӑвасси тата юсасси пирки ыйтусем панӑ, вӗсем тӗп хулари ҫулсем ҫинче транспорт юхӑмне пушатма витӗм кӳрессине асӑннӑ.
«Эпир виҫҫӗмӗш транспорт ҫурма унки ҫинчен манса кайнине час-часах социаллӑ сетьсенче ҫырса пӗлтернине куратӑп. Асӑнса хӑваратӑп, эпир ӑна пӗрре те манман. Нумаях пулмасть ун пирки сӑмахланӑ май, Росавтодор ертӳҫипе Роман Новиковпа плана пӑхса тухрӑмӑр. Проектпа смета документацине ҫӗнетсе улӑштармалла. Ун хыҫҫӑн тин ӗҫе тытӑнма юрать. Ҫавӑн пекех кӗске вӑхӑтра М-7 трасса ҫинче те юсав ӗҫӗсене пуҫламалла. Унӑн лаптӑкӗ те сахал мар, 643 ҫухрӑмран пуҫласа 659 ҫухрӑм таран. Проект пуҫламӑш тапхӑрта экспертиза витӗр тухнӑ. Сӗнтӗрвӑрри шоссе дублёрӗ тӑрӑх – мӗнпур факторсене шута илсе ҫӗнӗ проект хатӗрлӗҫ. Ҫак автотрассӑсене май килнӗ таран хӑвӑртрах туса хуччӑр тесе эпир тӑрӑшсах ӗҫлетпӗр», – уйрӑммӑн палӑртса каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Хула ҫыннисемпе кашни тӗл пулурах Шупашкарти анлӑ уйрӑм секторӗнчи ҫулсене юсаса ҫӗнетесси пирки ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫа кӗртес тесессӗн, пуҫаруллӑ проектсене ытларах хатӗрлемеллине, тӗрлӗ программӑсен хутшӑнса патшалӑх пулӑшӑвӗсене илме тӑрӑшмаллине чӗнсе каланӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ. Хула хутлӑхне хӑтлӑлатас программӑпа та анлӑрах ӗҫлеме кирлине палӑртнӑ вӑл. Регион Пуҫлӑхӗ Шупашкар администрацине транспорт тата ҫул-йӗр строительствин министерствипе пӗрле уйрӑм секторсенчи урамсене асфальт витӗмӗпе тивӗҫтерме майсем туса пама каланӑ.
Палӑртса хӑваратпӑр, Чӑваш Республикин Социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн 2025–2030 ҫулсенчи Комплекслӑ программине тӗпе хурса Шупашкарта 28 ҫухрӑм ҫул тата 520 метр тӑршшӗ икӗ кӗпер тӗпрен юсассипе ҫыхӑннӑ мероприятисене кӗртнӗ.