Ҫар парачӗ, 1945 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчи паллӑ куна палӑртасси, салют тата ытти те: Чӑваш Ен Ҫӗнтерӳ 80 ҫул тултарнине уявлама хатӗрленет

Ҫар парачӗ, 1945 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчи паллӑ куна палӑртасси, салют тата ытти те: Чӑваш Ен Ҫӗнтерӳ 80 ҫул тултарнине уявлама хатӗрленет

2025 ҫулта пирӗн ҫӗршыв 1941–1945 ҫулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине паллӑ тӑвать.

«Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне тухнӑ Ҫырура ҫав вӑхӑтри пурнӑҫ пирӗн асра ӗмӗрех упрантӑр тесе мероприятисем ирттерме тӗллев лартнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин тапхӑрӗн паянхи пулӑмӗсемпе ҫыхӑну тытнине ятарлӑ ҫар операцийӗ шайӗнче кӗрешӳ линийӗнче кашни кун мӗн тума пултарнине пурне те тӑватпӑр. Тыл Ҫӗнтерӗве ҫывхартас тесе хӑйӗнчен мӗн килнине пӗтӗмпех пурнӑҫлать» – тесе каланӑЧӑваш Ен Пуҫлӑхӗ. Олег Николаев Ҫӗнтерӳпе патриотизм ҫулталӑкне хатӗрленсе ирттерес енӗпе ӗҫлекен ӗҫлӗ канашлура кун пирки тепӗр хут ятарласа палӑртнӑ.

Аслӑ Ҫӗнтерӗве халалланӑ мероприятисем ака уйӑхӗнчех старт илӗҫ. Чӑваш Республики Пӗтӗм Раҫҫейри акцисене хутшӑнма палӑртать: «Астӑвӑм стени», «Ҫӗнтерӳ пайӑркисем», «Ҫӗнтерӳ сӑррисем», Пӗтӗм Раҫҫейри флешмоб, «Ҫӗнтерӳ хорӗ», «Фронт бригади», «Вут-ҫулӑм ӳкерчӗкӗсем», «Ҫӗнтерӳ ҫурти» тата ыттисем те.

Шупашкарта Ҫӗнтерӳ кунне уявласси йӑлана кӗнӗ йӗркепе Мухтав Монуменчӗ патне чечек хунинчен пуҫланӗ.

Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Республика тӳремӗнче Шупашкар территори гарнизонӗн свод полкӗн подразделенийӗсене тата кӗрешӳ техникин колоннисен хатӗрлесе тӑратӗҫ. Паллӑ пулӑма 1200 ытла ҫын хутшӑнма палӑртать. Механизациленӗ колоннӑра 70 ытла единица техникӑпа хӗҫ-пӑшал кӑтартӗҫ.

Пуҫласа кӑҫалхи мероприятине Раҫҫей ДОСААФӗн «Юный патриот» клубра вӑй хуракансем хутшӑнӗҫ. И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ ҫумӗнче ӗҫлекен ҫарпа-вӗренӳ центрӗнче тӑрӑшакан курсантсем те паллӑ пулӑмра пулӗҫ.
Наци вулавӑшӗнчен пуҫласа Хӗрлӗ тӳреме ҫити Вилӗмсӗр полк парад иртӗ.

Асӑннӑ кун халӑхӑн кӑмӑлне ҫӗклеме паттӑрлӑх юррисем янӑрӗҫ. Уяв мероприятийӗ вара Ҫӗнтерӳ Салючӗпе вӗҫленӗ.



31 марта 2025
08:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter