«Время СВОих» программӑна Раҫҫейри 25 регионтан хутшӑнма заявка тӑратнӑ

«Время СВОих» программӑна Раҫҫейри 25 регионтан хутшӑнма заявка тӑратнӑ

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Общество канашӗн ларӑвне  ирттернӗ.   «Время СВОих» регион программине пурнӑҫланин кӑтартӑвӗсене пӑхса тухнӑ.

Заявка компанийӗн пӗтӗмлетӗвӗсене пӑхса тухнӑ май,  пысӑк пӗлтерӗшлӗ чылай ыйтӑва сӳтсе явнӑ.

Нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен пуҫласа 2025 ҫулхи  пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗччен иртекен заявка кампанийӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, «Время СВОих» Программӑна хутшӑнма Раҫҫейри 25 регионтан 388 заявка панӑ, ҫав шутра ЛНР. Вӗсенчен 79-шӗ – СВО ветеранӗсенчен. Проекта хутшӑнма Чӑваш Енре пурӑнакансем – 339 заявка, 2 вырӑн – Ульяновск облаҫӗ, 3 вырӑн – Мускав хули панӑ.

 «Программӑна пурнӑҫа кӗртес ӗҫ ҫӳллӗ шайра иртрӗ,  вӑл пирӗн республикӑра пурӑнакансен хушшинче кӑна мар, ытти регионсен представителӗсен хушшинче те питӗ анлӑ пурнӑҫланчӗ. Ҫакӑ Чӑваш Ен илӗртӳлӗхне тепӗр хут ҫирӗплетрӗ.  Ӗҫлесе пурӑнма чаплӑ субъект пулнине кӑтартрӗ», – тесе каланӑ  хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Пӗремӗш тапхӑрпа 298 ҫын ҫирӗп тӗрӗслев витӗр тухса, иккӗмӗш тапӑра  теста хутшӑнма ирӗк илнӗ.

Заявка кампанийӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх «Анкетӑпа чи лайӑххисем» рейтинг йӗркеленӗ, унта регистраци условийӗсене пурне те пурнӑҫланӑ тата эссе ҫырнӑ кандидатсем кӗнӗ. Унта хутшӑнакансен професси ҫитӗнӗвӗсене, ҫирӗп пӗлӗвне тӗрӗсленӗ, ҫар званийӗсене тата наградисене те шута илнӗ.

Кандидатсемшӗн тепӗр тапхӑр ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пуҫланӗ. РАНХиГС патшалӑх управленийӗн аслӑ шкулӗн площадкинче 72 сехетлӗхе конкурсантсен дистанци тестированийӗ валли ирӗк уҫӗҫ. Тӗрӗслев икӗ сехетрен ытла пулмӗ. Кунта управлени потенциалне тата кандидатсен хӑнӑхӑвӗсене хаклӗҫ.

Аса илтеретпӗр, «Время СВОих» программӑна Владимир Владимирович Путин Президент хушӑвӗпе йӗркеленӗ, халӑх влаҫӗн тытӑмӗ валли, патриотла воспитани пама тата ҫамрӑксемпе ӗҫлеме, ҫавӑн пекех корпоративлӑ сектор валли пысӑк квалификациллӗ управленецсене хатӗрлеме витӗм кӳрӗ.

Хастарсене валли пӗлӳ илме утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ятарлӑ вӗрентӳ тапхӑрӗ  пуҫланӗ, вӗсене управлени хӑнӑхӑвӗсене аталантарассипе, управленин ҫӗнӗ меслечӗсене алла илессипе тата хальхи практика йышӑнӑвӗсене пурнӑҫа кӗртессипе ҫыхӑннӑ вӗрентӳ сехечӗсем пулӗҫ.



31 марта 2025
16:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter