Ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн пресс-конференцийӗ иртрӗ

Ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн пресс-конференцийӗ иртрӗ

Пресс-конференци хальхипе улттӑмӗш хут иртрӗ. МИХсен представителӗсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ май, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев республикӑн 2024 ҫулхи аталанӑвне пӗтӗмлетрӗ,  обществӑпа политика пулӑмӗсене хак пачӗ, республикӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн Комплекслӑ программинчи плансем пирки пӗлтерчӗ. Журналистсем регион Ертӳҫине хӑйне тӳрремӗнех  е тата ВКС енӗпе те ыйтусем пама пултарчӗҫ.

Пресс-конференци 11:00 сехетре пуҫланчӗ.

Пресс-конференцие Чӑваш Ен Наци телевиденийӗн тӳрӗ эфирӗнче, «Тӑван Радио» тата «Чӑваш Ен наци радиовӗн» официаллӑ сайтӗнче, Чӑваш Ен Наци телерадиокомпанийӗн ВК ушкӑнӗнче тата Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн телеграм-каналӗнче, ҫавӑн пекех «Чӑваш Республики» ВК ушкӑнӗнче тата «Республика21» телеграм-каналта кӑтартса пычӗҫ.

Вырӑсла тата чӑвашла текстлӑ трансляци «Чувашинформ» тата «Хыпар» хаҫатӑн ресурссӗнче пулӗ.

Пӗлме: МИХсене аккредитациленме заявкӑсене ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнччен 15 сехетчен  ҫак ссылкӑпа йышӑннӑ.



17 апреля 2025
15:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter