Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннисене тата СВО-на хутшӑнса Раҫҫей Геройӗ ята илнисене Чӑваш Республикин Хисеплӗ гражданинӗ ята парӗҫ
Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Владимир Путинӑн йышӑнӑвӗпе тата Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн, ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗ умӗн Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннисемпе инвалидсене пурне те хӑйсем пурӑнакан муниципаллӑ пӗрлӗхӗн хисеплӗ гражданинӗн ячӗсене парӗҫ.
«Паянхи куна илес пулсан, хисеплӗ ята 65 паттӑра парса тивӗҫтернӗ. Ака уйӑхӗнче пӗтӗмпе 12 муниципаллӑ пӗрлешӳре тата 38 ветерана хисеплӗ ята парса хавхалантарӗҫ», – тесе пӗлтернӗ Правительство ҫуртӗнче эрнесерен ирттерекен планеркӑра Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Вячеслав Борисов.
Вӑрҫӑ ҫулӗсенче паттӑрла кӗрешӳ ҫулӗ витӗр тухнӑ тата мирлӗ пурнӑҫра пысӑк тава тивӗҫлӗ ӗҫсем тӑвакан виҫӗ ветерана Чӑваш Республикин Хисеплӗ гражданинӗ ятне пама тӑратнӑ (маларах ҫак ята Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин 15 ветеранӗ илнӗ).
– Сорокин Михаил Григорьевич. 1941 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа 1942 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗччен Сӑр рубежне тунӑ ҫӗре хутшӑннӑ. 1943–1945 ҫулсенче паттӑрла ҫапӑҫса тӑшмана парӑнтарнӑ, Германие ҫитнӗ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Хусанти медицина институтне вӗренме кӗнӗ, каярах хирург пулса тӑрӑшнӑ, вӑхӑт иртнӗ ҫемӗн Пӗрремӗш хула пульницин хирурги уйрӑмӗн заведующийӗ пулса ӗҫленӗ.
– Янович Агриппина Алексеевна. Хӗрлӗ Ҫар ретне ӑна 1942 ҫулта чӳк уйӑхӗнче чӗнсе илнӗ. Медсестра пулса Мускавран Кёнигсберга ҫити вӑрҫӑн тумхахлӑ ҫулӗсем витӗр тухнӑ. Ҫӗнтерӳ хыҫҫӑн пуҫламӑш классен учителӗ, ача садӗнче, библиотека тытӑмӗнче вӑй хунӑ. 1970-мӗш ҫулсенче Элӗк район канашӗн исполкомӗн культура пайне ертсе пынӑ.
– Гармонщиков Александр Иванович. 1942 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа 1943 ҫулхи пуш уйӑхӗччен – Тюмень пехота училищин курсанчӗ пулса тавра курӑмлӑха пуянлатнӑ. Вӑл ҫулта ака уйӑхӗнчен пуҫласа пехота взвочӗн отделени командирне лартнӑ ӑна, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. Ҫӗнтерӳ хыҫҫӑн Чӑваш педагогика институтӗнче вӗреннӗ, кайран истори учителӗ, 1950 – 1985 ҫулсенче Пӑчӑрлӑ Пашьел салинчи вӑтам шкул директорӗ пулса вӑй хунӑ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев асӑннӑ ветерансем чӑннипех те хисеплӗ тесе тепӗр хут палӑртса каланӑ: «Ҫитес вӑхӑтра, ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗччен, ҫак йышӑнӑва ҫирӗплетӗпӗр. Кунсӑр пуҫне республикӑн Хисеплӗ гражданӗсен шутне пирӗн ентешсене те, Герой ҫӑлтӑрне илнӗ ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннисене те кӗртмелле тесе шутлатӑп. 2023 ҫулта Чӑваш Енӗн Хисеплӗ гражданинӗ ята СВО виҫӗ паттӑрне панӑ. Раҫҫей Геройӗ ятне илнисене те ҫак йыша кӗртсе хӑвармалла. Вӗсем паттӑрсем, пулас ӑрушӑн чӑн-чӑн тӗслӗх. Мирлӗ пурнӑҫшӑн хӑйсене шеллемесӗр тӑшмана хирӗҫ тӑнӑ», – тесе сӑмаха ҫавӑрнӑ регион Ертӳҫи.
Пӗлме: Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин участникӗсемпе инваличӗсене, тыл ӗҫченӗсене, фашизм узникӗсене, Ленинград блокадине лекнӗ, халӗ вӗсем Чӑваш Енре пурӑнаҫҫӗ «1941-1945 ҫулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул» медальсем парса хисеп тунӑ. Республикӑра пурӗ 2547 юбилей медалӗ панӑ.