Ҫӗрпе перекетлӗ усӑ курса, туллин тухӑҫ илме палӑртнине каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
Кун пирки Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин аграри ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитечӗн председателӗпе Владимир Кашинпа, РФ ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗпе Стас-секретарӗпе Максим Увайдовпа ӗҫлӗ канашлу ирттернӗ чухне каланӑ. Канашлура Чӑваш Енӗн АПК аталанӑвӗн тӗп кӑтартӑвӗсене пӑхса тухнӑ.
«Чӑваш Республикин Правительствишӗн ку ҫул-йӗр питех те приоритетлӑ шутланать. Экономикӑшӑн кӑна мар, ытти енпе те питӗ пӗлтерӗшлӗ. Агропромышленноҫ комплексӗн аталанӑвӗ – ялта пурӑнса, ӗҫлеме витӗм кӳрет. Ҫынсем тӑван тӑрӑха пурӑнма юлсан, унтах ӗҫлеме кӑмӑл тусан, ял та аталанса вӑй илсе пырать. «Ял территорийӗсене комплекслӑ аталантарасси» программӑна тӗпе хурса, ял хутлӑхӗнче пурӑнма лайӑх условисем туса парассишӗн пӗтӗм вӑя хуратпӑр, мӗншӗн тесен унта халӑхӑн 35% ытла пурӑнать. Пирӗн стратеги ял хуҫалӑхне пӗтӗмӗшле аталантарма пулӑшасси: ӳсен-тӑран лартса ҫитӗнтерме, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетме тата кирлӗ пек мӗнпур таварсене тирпейлесе кӑларма витӗм кӳресси», – тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Олег Николаев.
Юлашки пилӗк ҫулта ял хуҫалӑх производстви лайӑх аталанса пыни куҫ кӗретех. Ял хуҫалӑхӗнчи таварсен производствин индексӗ 112,1% танлашнӑ, ку вӑл пӗтӗм Раҫҫейри (108%) тата округри (108,1%) кӑтартусенчен пысӑкрах.
Регион халӑха кирлӗ апат-ҫимӗҫпе туллин тивӗҫтерет. Хӑмла ӗрчетес ӗҫе те упраса тытса пырать. Ҫулсерен патшалӑх енчен куҫарса памалли виҫе ӳсет, ял хуҫалӑхне тата ял территорийӗсене комплекслӑ аталантармалли патшалӑх программисене тӗпе хурса, пулӑшупа тивӗҫтермелли патшалӑх пулӑшӑвӗн майӗсем те анлӑланаҫҫӗ.
Приоритетлӑ тӗллев пурнӑҫланать – ялсене пӗчӗк тата вӑтам предпринимательствӑпа ӗҫлес текенсен йышӗ ӳсет. Палӑртнӑ ӗҫе хапӑл тусах хутшӑнаҫҫӗ. 2020–2024 ҫулсенче пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗхе 1 564 субъект явӑҫтарнӑ.
Республика хыснинчен тӑваттӑмӗш ҫул ял хуҫалӑх производствин Перспективлӑ ҫул-йӗрӗсене аталантарма грантсем параҫҫӗ. Чӑваш Енре патшалӑх пулӑшӑвӗн асӑннӑ мерисем ӗҫлеме пуҫланӑранпа гранта кашни виҫҫӗмӗш фермер тата кашни пиллӗкмӗш ял хуҫалӑх кооперативӗ илнӗ. Фермерсем туса кӑларакан таварсен калӑпӑшӗ 2 хут ӳснӗ.
Регионти АПК аталантарса пынӑ май, «Ял территорийӗсене комплекслӑ аталантарас» (КРСТ) программӑна пурнӑҫа кӗртес ӗҫ ҫине те пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Ялсенче сывлӑх сыхлав, культура, спорт сферисенче инфратытӑм йӗркелеҫҫӗ.
Ялсене аталантарма витӗм кӳрес тесе, Чӑваш Республикин Правительстви кадрсем хатӗрлесси ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрать. Чӑваш Енре тӑваттӑмӗш ҫул умлӑ-хыҫлӑ пӗтӗм Раҫҫейри «Фермер шкулӗ» проект пурнӑҫланать. Ку вӑл Раҫҫейри пӗрремӗш Россельхозбанкӑн, Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствин, аслӑ шкулсен, бизнеспа фермерсен пӗрлехи вӗрентӳ проекчӗ.
Ял хуҫалӑх ӗҫне хутшӑнса, хӑйсем тӗллӗн харпӑр хӑйшӗн ӗҫлес текенсене, уйрӑмах ятарлӑ ҫар операцин ветеранӗсемпе участникӗсем валли «Агромотиватор» грант ҫирӗплетнӗ.
Чӑваш Енре хӑмла ӳстересси ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ май, кадрсене хатӗрлесси те кирлӗ пек шайра пулса пырать. Хӑмла туса кӑларас тата тирпейлес компетенцисен центрӗ, хальхи лаборатори инфратытӑмӗ ӗҫлет. Вырӑнти кадрсене хатӗрленисӗр пуҫне аграри университечӗн базинче асӑннӑ направленипе Раҫҫейри 20 регион представителӗсене вӗрентесси иртнӗ.
Чӑваш Енре хӑмла ӳстересси чӗрӗлнӗ май кадрсене хатӗрлесси тата асӑннӑ енӗпе пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Хӑмла туса кӑларас тата тирпейлес компетенцисен центрӗ ӗҫлет, хальхи пурнӑҫпа килӗшсе тӑракан лаборатори инфратытӑмӗ ӗҫлет. Вырӑнти кадрсене хатӗрленисӗр пуҫне аграри университечӗн базинче асӑннӑ направленипе Раҫҫейри 20 регион представителӗсем хӑйсен тавра курӑмлӑхне ӳстернӗ.
Республикӑра ҫитӗнекен ӑрушӑн вырӑнти аграрисем пулӑшнипе ача сачӗсенче «Агролаборатори» тата шкулсенче «Агроклассем» проектсем ӑнӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ.
«Паян пирӗншӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ самантсем янӑрарӗҫ. Эсир хӑватлӑ программа йӗркеленӗ, ӑна, ытти регионсемпе танлаштарсан, округ центрӗсенче кӑна мар пурнӑҫа кӗртетӗр, халӑх сахал пурӑнакан пӗчӗк ялсенче те тимлӗхсӗр хӑвармастӑр», – тесе каланӑ Владимир Кашин.
Максим Увайдов Чӑваш Ен ытти нумай регионпа танлаштарсан, КРСТ программине ӑнӑҫлӑ ӗҫление палӑртнӑ Максим Увайдов, кӑтартусем курӑмлӑ тенӗ вӑл.
