ФАП – сывлӑха упрамалли центр пулнине кура, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн ҫӗнӗ пуҫарӑвӗ пурнӑҫа кӗрет
Правительство ҫуртӗнче эрнесерен ирттерекен планеркӑра ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ – сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов «ФАП – центр притяжения» ҫӗнӗ проект пирки каласа кӑтартнӑ. Ӑна фельдшерсене халӑхпа ӗҫлес ӗҫе лайӑхлатма, ял хутлӑхӗнче медицина пулӑшӑвӗн пахалӑхне ӳстерес тӗллевпе пуҫарнӑ. Проект пӗлтерӗшӗ пысӑк – ялта пурӑнакансен сывлӑхне ҫирӗплетесси.
Проекта Чӑваш Республикин Сывлӑх сыхлав министерстви ял тӑрӑхӗсенче ӗҫлесе пурӑнакан (ФАП) фельдшерӗн пӗлтерӗшне тата квалификацине ӳстерес тӗллевпе пуҫарса янӑ. ФАПсене ҫынсем кулленех медицина пулӑшӑвӗсем илес тесе ҫӳреҫҫӗ. Пысӑк пӗлтерӗшлӗ проекта пурнӑҫа кӗртме Чӑваш Респкубликин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев витӗм кӳрет.
«Пирӗн тӗллев – ҫынсене хӑйсен сывлӑхне упрама, сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыма вӗрентесси. Пӗрре пӑхсан, ку ансат ӗҫ пек курӑнать, анчах та питех те питӗ пӗлтерӗшлӗ пуриншӗн те. Пурсӑмӑр та пӗрле тӑрӑшса ӗҫленинчен нумай килет. Асӑннӑ проекта мӗнпур муниципалитетра пурнӑҫа кӗртӗпӗр. Унӑн ҫитӗнӗвӗ епле пулса пырасси кашни муниципалитран килет», – тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Респеубликин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Проекта тӗпе хурса, эталон модельне йӗркелеме пысӑк ӗҫ опычӗ пур ФАПа суйланӑ, унта фельдшер сипленекен врачӑн уйрӑм функцийӗсене хӑй ҫине илӗ. ФАП-ра район сиплев учрежденийӗн тухтӑрӗсемпе телемедицина сеансӗсем йӗркелӗҫ, ҫавӑн пекех эмел препарачӗсене те халӑха тивӗҫтерессине йӗркелӗҫ.
ФАП фельдшерӗ пурнӑҫран вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайма пултараканнисен ушкӑнне ҫивӗч тӗрӗслеве илӗ, вӑраха кайса чирлекенсене те тупса палӑртса, вӗсене сиплессипе кирлӗ пек медицина пулӑшӑвӗсемпе тивӗҫтерӗ.
Проекта тӗпе хурса республикӑра мӗнпур ФАПсенче тӑрӑшакан 66-шӗ Чӑваш Ен Сывлӑх министерствин тӗп специалисчӗсенчен квалификацие ӳстермелли курса вӗренсе тухнӑ. Фельдшерсене пулӑшма курс материалӗсем тӑрӑх ятарлӑ справочниксем хатӗрленӗ.
Професси сумне ӳстерес тата ҫамрӑк специалистсене сывлӑх сыхлавне явӑҫтарас тӗллевпе «Манӑн ФАП чи лайӑххи» республика конкурсӗ пирки положени хатӗрленӗ. Малашне ял ҫыннисене диспансеризацие явӑҫтарас енӗпе мотиваци мероприятийӗсем ирттерме Чӑваш Енри ФАП фельдшерӗсем волонтерсемпе медиксем хутшӑнса ӗҫленин модельне йӗркелеме палӑртнӑ. Сывӑ пурнӑҫ йӗркине анлӑрах сарас тесе общество проекчӗсемпе акцисем ирттерме палӑртнӑ.
Олег Николаев ялти ҫамрӑксен организацийӗсене волонтёрсем пулма хастаррӑн хутшӑнма чӗнсе каланӑ. «Йӗркелӳҫӗсем муниципаллӑ влаҫсем пулӗҫ. Медицина ӗҫченӗсене проект шайӗнче мероприятисем йӗркелеме пулӑшакан хастарсен командисене йӗркелемелле. Малашне ҫак ӗҫ-пуҫа шкулсене те явӑҫтарма май пулӗ», – тенӗ регион Пуҫлӑхӗ.
«Идеальнӑй ФАП» моделе Чӑваш Республикин мӗнпур ФАПӗнче пурнӑҫа кӗртӗҫ.
Ҫавӑн пекех Чӑваш Енре «Прояви заботу – научи уходу» тепӗр проект та пурнӑҫланать.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ ҫулталӑкра Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене, ҫав шутра вӑрҫӑ ачисемпе ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тарӑнрах медицина пулӑшӑвӗпе тивӗҫтермеллине каланӑ.
Владимир Степанов Чӑваш Ен Сывлӑх министерствин тухтӑрсемпе штатра тӑман тӗп специалисчӗсен мобильлӗ бригадисем Чӑваш Республикинчи 11 округра пулса комплекслӑ медицина пулӑшӑвне ветерансене, тыл ӗҫченӗсене, тӑлӑха юлнисене, сусӑрсене, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ ҫынсене тивӗҫтернине пӗлтернӗ.
Сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов та пӗлтернӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнчен пуҫласа 12-мӗшӗччен ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем тата вӗсен ҫемйисен членӗсем валли больницӑсенче уҫӑ алӑксен кунӗсене ирттерӗҫ.