Раҫҫейри «ЧЭАЗ» АО чи пысӑк предприятисенчен пӗри валли кадрсем ӳлӗмрен студентсен ҫӗнӗ кампусӗнче хатӗрлӗҫ

Раҫҫейри «ЧЭАЗ» АО чи пысӑк предприятисенчен пӗри валли  кадрсем ӳлӗмрен студентсен ҫӗнӗ кампусӗнче хатӗрлӗҫ

Кун пирки ӗҫлӗ тӗлпулу вӑхӑтӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев «Русская электротехника» (РУСЭЛ) Холдингӑн генеральнӑй директорӗпе Леонид Петуховпа тата «ЧЭАЗ» АО генеральнӑй директорӗпе Александр Гореловпа калаҫса татӑлнӑ.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев,  Шупашкарта хальхи вӗрентӳ кампусӗ тума  палӑртнине Раҫҫей Президенчӗ В. В. Путин ырланине пӗлтернӗ. 

 «Ҫамрӑксене вӗрентме хӑтлӑ условисем туса пани пӗлтерӗшлӗ, пурте пӗр вырӑнта пултӑр: лаборатори, спорт тата аталанма май паракан инфратытӑм. Ун чухне ҫамрӑксем пирӗн пата килӗҫ, малтан вӗренӗҫ, кайран пурӑнмах юлӗҫ», – тесе палӑртса каланӑ регион Пҫлӑхӗ.

Шупашкарти электроаппаратура завочӗ электротехника валли специалистсем хатӗрлемелли  ятарлӑ тытӑм туса лартнӑ, вӑл паян лайӑх кӑтартусем парать. Предприятин опычӗпе ытти отрасльсенче те  тӗпе хурса ӗҫлпе пулать. 

 «Завод шкул ачисем валли те,  аслӑ шкулсенче ӑс пухакан студенчӗсем валли те вӗрентекен программӑсене пурнӑҫлать. Эпир аслӑ классенче вӗренекенсем валли профориентаци экскурсийӗсем йӗркелетпӗр, ҫулсерен олимпиада ирттеретпӗр. Ҫавӑн пекех завод базинче Ресурс центрӗ ӗҫлет, унта эпир электротехника отраслӗ валли кадрсем хатӗрлетпӗр. Эпир ҫамрӑксене хатӗрлесе ӑсчахсене ӳстерсе пыратпӑр. Плансенче – наукӑпа тӗпчев центрӗ йӗркелесси. Пирӗн  тӑрӑха ӑслӑ специалистсем килччӗр тесе кӑсӑкланатпӑр», – палӑртса каланӑ  «ЧЭАЗ» АО генеральнӑй директорӗ Александр Горелов.

ЧЭАЗ тата РУСЭЛ предприятийӗсен ертӳҫисем республикӑпа пӗрле кампуса аталантарас ӗҫе хутшӑнма кӑмӑл пуррине палӑртнӑ, ҫавӑн пекех пулас студентсен комплексӗн территорийӗнче падел-тенниспа  аталанмалли спорт площадкисене ӗҫе кӗртме палӑртнине асӑннӑ.

 «Эпир концепци йӗркелетпӗр, проектпа смета документацине хатӗрлетпӗр, яваплӑх зонисене палӑртса мӗнпур йышӑнӑва проектсенче хыватпӑр», – палӑртса сӑмаха ҫавӑрса каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Ҫавӑн пекех тӗлпулура халӗ Шупашкарти электроаппаратура заводне модернизацилес процесне сӳтсе явнӑ. 2023-2024 ҫулсенче патшалӑх субсидийӗсемпе тата харпӑр хӑй укҫи-тенкипе усӑ курса ҫӗнӗ оборудование 1 млрд тенкӗлӗх туянса ӗҫе кӗртнӗ, ҫавна пула хӑш-пӗр енӗпе производство калӑпӑшӗ 1,5-2 хут ӳснӗ, тиесе ӑсатнӑ таварсен калӑпӑшӗ 10 млрд тенке яхӑн ҫитнӗ.

 «Пирӗн сотрудниксем хальхи вӑхӑтри чи лайӑх условисенче ӗҫлеччӗр, тивӗҫлӗ ӗҫ укҫи илччӗр тесе кашни ҫулах производствӑна, хальхи вӑхӑтри ҫӗнӗ оборудованисемпе пуянлатса пыратпӑр», – тесе каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнчее  «РУСЭЛ» ГК генеральнӑй директорӗ Леонид Петухов. «Эпир Чӑваш Енӗн социаллӑ тата спорт инфратытӑмне аталантарма, республикӑра пурӑнакансен хӑтлӑхне ӳстерме тӑрӑшатпӑр», – тенӗ вӑл сӑмаха ҫавӑрса.

 «ЧЭАЗ» АО генеральнӑй директорӗ Александр Горелов Чӑваш Ен Пуҫлӑхне Олег Николаева гальваника цехӗн иккӗмӗш участокне уҫма йыхравланӑ, вӑл кӑҫалхи ака уйӑхӗн виҫҫӗмӗш декадинче пулать. 

Проект Раҫҫей Федерацийӗн Правительстви, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ тата «РУСЭЛ» холдинг пулӑшнипе пурнӑҫланать.



07 апреля 2025
08:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter