Эрех-сӑра ӗҫекенсен йышне чакарас тесе Чӑваш Енре ятарлӑ хушма мерӑсем кулленех пурнӑҫа кӗртсе пыраҫҫӗ
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн хушӑвне тӗпе хурса регионта эрех-сӑрана ытлашши сутманни сисӗнет, унпа ытлашши алхасакансен йышӗ те нумаях мар. Халӑх хушшинче сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыни куҫ кӗретех. Ҫынсем хӑйсен сывлӑхне упраса, пурӑнас ҫулсене тӑсни те сисӗнет. Халӑх хушшинче профилактика ӗҫне йӗркелесе пынине кура, ҫынсем эрех сиенӗ пирки питӗ лайӑх чухлаҫҫӗ. Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа кӑҫалтан нумай хваттерлӗ ҫуртсенче вырнаҫнӑ обществӑлла апатлану заведенийӗсенче эрех-сӑра сутма юраманни пирки хушма чарусем кӗртнӗ. Унсӑр пуҫне пурӑнмалли ҫуртсенчи объектсенче-суту-илӳ точкисенче эрех-сӑра сутма юраманни ҫинчен ҫӗнӗ хушма йышӑнусем хатӗрленеҫҫӗ.
«Обществӑра эрех-сӑра ӗҫес шайне чакарас тесе пӗтӗм вӑя хуратпӑр. Пирӗн тӗллев – сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыма витӗм кӳресси, эрех-сӑрапа алхасакансен йышне чакарасси, ҫавӑн пекех ҫак йывӑрлӑхпа тӗл пулнӑ ҫынсене пулӑшу парасси. Ҫынсен сывлӑхӗпе ырлӑхӗ – пирӗн тӗп приоритетсенчен пӗри пулса тӑрать», – тесе ҫапларах каланӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Кӑтартусене пӑхас пулсан, ҫакна калама пулать. Раҫҫей Сывлӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑрӑм кун-ҫуллӑ хастар пурнӑҫпа пурӑнасси пирки калакан наци проектне пурнӑҫланӑ май Чӑваш Енре эрех-сӑра ӗҫекенсен йышӗ чактӑр тесе ҫирӗп мерӑсем пӑхса хӑварнӑ. 2024 ҫулта эрех-сӑра ӗҫес шайӗ 14% яхӑн чакнӑ. 2025 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне ку кӑтарту малалла та чакса пыни куҫ кӗретех.
Ведомствӑсем хушшинчи тӗрев шайӗнче ӳсӗр ҫынсене урӑлса, ҫӗнӗ ҫул ҫине тӑма май паракан ятарлӑ уйрӑм Шупашкарта уҫӑлнӑ. Вӑл Республикӑри наркологи диспансерӗн тытӑмне кӗрсе профилактика тата социаллӑ ӗҫӗн пӗлтерӗшлӗ элеменчӗ пулса тӑнӑ.
Республика Пуҫлӑхӗ уйрӑмӑн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашнӑ. Ӑна тума регион Ертӳҫи Олег Николаев хушнипе республика бюджетӗнчен укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ. 20 койка шутлакан пай талӑкӗпех ҫынсене йышӑнать. Кирлӗ пулсан, медицина пулӑшӑвӗпе те тивӗҫтерет.
«Пирӗн тӗп тӗллев – граждансене кирлӗ пек пулӑшу парасси тата вӗсене урӑлтарма витӗм кӳресси», – тесе палӑртса каланӑ Чӑваш Республикин Сывлӑх сыхлав министерстви ҫумӗнчи Республикӑн наркологи диспансерӗн тӗп тухтӑрӗ Елена Калинина.
«Пурнӑҫран вӑхӑтсӑр уйрӑлса каякансен йышне чакарасси тӗп тӗллевсенчен пӗри пулса тӑрать. Уйрӑмах тулашри факторсенчен вилекенсем пирки тӗплӗ тишкерӳ тумалла. Сӑмахран, ҫул-йӗр ҫинче пулма пултаракан пӑтӑрмахсенчен сыхӑ тӑмалла. Водительсен айӑпӗпе час-часах пулса иртекен инкексем те нумай чухне ҫынсен пурнӑҫне татаҫҫӗ. Ӳсӗр ҫынсене пула, час-часах инкексем пулни те сисӗнет. Кун пек тӗслӗхсем ан пулчӗр тесен, кулленех профилактика ӗҫне ирттермелле, йывӑрлӑх кӑларса тӑратма пултаракан ыйтусене пӗр сӑмахпа каласан ҫирӗп тӗрӗслеве илмелле», – тесе уйрӑммӑн палӑртса каланӑ Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ, сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов.
Специализированнӑй уйрӑма уҫни – халӑха эрех-сӑрапа алхасма чаракан пайсенчен пӗри теме те пулать. Ку вӑл республикӑри пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатас енӗпе вӑрах вӑхӑтлӑх стратегин пӗр пайӗ пулса тӑрӗ.
Кӗскен пӗлме: 2024 ҫулта Республикӑри наркологи диспансерне 2942 (2023 ҫулта – 3550, 2022 ҫулта – 3446) ҫын пулӑшу илме кайнӑ.