Пухмача пухӑннӑ укҫа-тенкӗпе нумай ырӑ ӗҫ пурнӑҫланассине каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
Ҫулсерен иртекен «Ачалӑхшӑн, ачалӑх ячӗпе» ырӑ кӑмӑллӑх марафонне старт панӑ май, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пӗрремӗш взнос тунӑ.
«Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн пуҫарӑвне тӗпе хурса, пирӗн ҫемьесем, ачасем пурнӑҫри йывӑр лару-тӑрӑва лекнисем кирлӗ пек пулӑшу илеҫҫӗ. Чӑваш Республикин Правительстви, муниципалитетсен ертӳлӗхӗ ҫак пуҫарусене хастар хутшӑнать. Юлашки ҫулсенче пулӑшу мелӗсен пайӗ 17-хут нумайланса пычӗ. Ҫапах та эпир пулӑшу мелӗсемпе туллин пулӑшайман самантсем те пур-ха. Ун пек чухне вара эпир хамӑр енчен обществӑлла организацисене явӑҫтарма шутлатпӑр. Ырӑ кӑмӑллӑх марафонне хутшӑнма пурне те хапӑл тусах йыхравлатпӑр. Пухмача пухӑннӑ укҫа-тенкӗпе нумай ырӑ ӗҫ тӑвӑнать. Пӗрле кӑна нумайрах ӗҫ туса ирттерейретпӗр. Пӗрле пӗр-пӗринпе килӗшсен кӑна темӗнле йывӑрлӑхсене те парӑнтарасси часах пулӗ», – тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн ум сӑмахӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Раҫҫейри ача-пӑча фончӗн регионти уйрӑмӗн ҫулсерен ирттерекен марафонне 1995 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Юлашки пилӗк ҫулта марафона 5000 ытла ырӑ ӗҫ тӑвакан хутшӑннӑ, фонда укҫа-тенкӗпе тивӗҫтерекенсен пӗтӗмӗшле сумми 28 млн ытла тенкӗпе танлашнӑ. 2024 ҫулта кӑна 6,3 миллион ытла тенкӗ пухма май килнӗ. Укҫа-тенке пурнӑҫри йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ сусӑр ачасене, нумай ачаллӑ тата сахал тупӑшлӑ ҫемьесене васкавлӑ социаллӑ пулӑшу пама янӑ. Укҫа-тенкӗн пӗр пайне фондӑн тӗп программисене пурнӑҫлама тӑкакланӑ.
Мӗн авалтан чӑвашсем пӗрне-пӗри пулӑшма пӗлнӗ. Пӗрне-пӗри тимлӗх уйӑрма тӑрӑшнӑ. Тата нумай чухне, йывӑр лару-тӑрӑва лексен те яланах алӑ пама пӗлнӗ. Ачасене пулӑшу пани, каяллах ырӑпа таврӑнассине пурте лайӑх ӑнланатпӑр. Ачасенче пирӗн пуласлӑх пулнине те лайӑх чухлатпӑр. Ырӑ пурнӑҫпа пурӑнма кашни ача тивӗҫлӗ, ҫак ӑнлава пурин те яланах ӑша хывса пурӑнма пӗлмелле. Раççейри ача-пăча фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн председателĕ Юрий Кислов «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» марафона хутшӑннакансене тав туса, малашне те пӗр-пӗринпе килӗшсе ӗҫлеме каланӑ. Тӗрлӗ предприятисемпе организацисене, депутатсене, ҫамрӑксен пӗрлешӗвӗсене, волонтерсен отрячӗсене тата ахаль ҫынсене пурне те ырӑ ӗҫ тума чӗнсе каланӑ.
Палӑртса хӑварар: 4 ҫул каялла «Чӑваш Енри хӗрарӑмсен союзӗ» пуҫарӑвӗпе ыркӑмӑллӑх марафонӗ шайӗнче «Аслисем – ачасемшӗн» акци пурнӑҫа кӗме тытӑннӑ. Кашни муниципалитета хӑйсем пурнӑҫлас текен проекта палӑртма сӗнеҫҫӗ, ӑна валли ырӑ кӑмӑлпа укҫа-тенкӗ пуҫтараҫҫӗ.
Пӗлтӗр ҫак акцие пула Тӑвай шкулӗнче хальхи интерактивлӑ лазер тирӗ йӗркеленнӗ. Ку занятисен кӑсӑклӑ мелӗ кӑна мар, патриотла тата вӑй-хал воспитанийӗн пӗлтерӗшлӗ элеменчӗ те. Хӗрлӗ Чутайри СОШ-ра вара шкул радиовӗ ӗҫлеме тытӑннӑ. Халӗ ачасем передачӑсене хӑйсемех йӗркелесе ертсе пыраҫҫӗ. Ҫӗнӗ хыпарсем каласа параҫҫӗ, командӑра ӗҫлеме вӗренеҫҫӗ тата коммуникативлӑ хӑнӑхусене аталантараҫҫӗ.
Мероприятин хӑнисене Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен союзӗн Ыр кӑмӑллӑх фончӗпе Чӑваш Ен Экономика аталанӑвӗн министерстви тата Президент гранчӗсен фончӗ пулӑшнипе йӗркеленӗ «Жизнь. Скрепы. История не родившейся души» спектакль кӑтартнӑ. Малашне спектакль Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн сцени ҫинче пулӗ.