Раҫҫейӗн культура пурнӑҫӗн ҫӑлкуҫӗ пулма пултарӗ сӑнарлӑ Чӑваш Ен тесе палӑртнӑ Олег Николаев
Чӑваш автономине йӗркеленӗренпе 105 ҫул ҫитнине уявлама хатӗрленет Чӑваш Ен. Ҫак пулӑма хатӗрленсе ирттерекен ӗҫсем пирки культура мероприятийӗсем ҫинчен Республика кунне ирттерессипе пуҫарнӑ йӗркелӳ комитечӗн ларӑвӗнче культура ӗҫӗн министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Татьяна Казакова тӗплӗн каласа кӑтартнӑ.
Культура пайне халалланӑ плана йӑлана кӗнӗ мероприятисем, ҫӗнӗлӗхсем те кӗртнине палӑртнӑ вӑл. Тӗслӗхрен, Чӑваш Енре пӗрремӗш хут «Раҫҫей чунӗ. Атӑлҫи» фестиваль иртӗ, ҫавӑн пекех «Современная музыкальная карта России» проектӑн презентацийӗ те пулӗ. Проектра тӗрлӗ регионӑн йӑлана кӗнӗ материалӗпе йӗркеленӗ 89 ҫӗнӗ музыка произведенийӗ пулӗ. Композицисене Раҫҫей регионӗсенчи концертсен ярӑмӗ валли музыка программисем йӗркеленӗ. Проект концерчӗсем Чӑваш Енре старт илӗҫ, регионсен музыка «визиткийӗ» йӗркеленнисем Шупашкарти Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттин ҫӗнӗ Музейӗнче янӑрӗҫ.
Республика кунӗнче Чӑваш Ен тӗп хулин ҫыннисемпе хӑнисем хӑйсем кӑмӑлланӑ Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх пултарулӑхӗн «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» фестивальне тепӗр хут курма пултарӗҫ. Кӑҫал вӑл 33 хут иртӗ ӗнтӗ, ҫӗршыври пур регионтан та 300 ытла ушкӑн килсе ҫитӗ. Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре халӑх пултарулӑхӗн коллективӗсен гала-концерчӗ пулать.
Чӑваш драмтеатрӗ патӗнчи сквер площадкинче Пӗтӗм Раҫҫейри декораципе искусство ӑстисен конкурсӗ иртӗ. Кӑҫал конкурса Аслӑ Ҫӗнтерӳ 80 ҫул тултарнӑ темӑна халаллӗҫ. 50 яхӑн маҫтӑр хутшӑнма палӑртнӑ, вӗсенчен чи лайӑххи Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Призне илӗ. Ҫавӑн пекех конкурс шайӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 23–24-мӗшӗсенче мастер-классемпе куравсем пулӗҫ.
Вӑл кунсенче Пӗтӗм чӑвашсен XIII «Акатуйӗ» иртӗ. Уявра пултарулӑх коллективӗсем тухӗҫ, театрализациленӗ йӑла-йӗркесемпе ритуалсем кӑтартӗҫ, спортӑн наци тӗсӗсенче тупӑшӗҫ. Чӑвашсен пысӑк уявӗ ҫӗршыври 12 регионти чӑваш халӑхне пӗр чӑмӑра пухӗ.
Ҫавӑн пекех уяв мероприятийӗсен программинче – Республикӑри ача-пӑча ӳнер пултарулӑхӗн VII фестиваль-конкурсӗн «Черчен чечексем» (Чӑваш Ен чечекӗсем) тата «Чӑваш Ен хӗрарӑмӗсен союзӗ» пуҫарнӑ «Эпӗ – хӗрарӑм» регионсен хушшинчи V конкурсӗ пулать.
«Енчен те уявӑн культура пайне пӑхсан, Чӑваш Ен сӑнарлӑ, Раҫҫейӗн культура пурнӑҫӗн ҫӑлкуҫӗ пулса тӑрать темелле. Ку вара чи пахи. Апла пулсан, пирӗн хамӑр палӑртнӑ ӗҫсене яваплӑха туйса пурнӑҫласа пымалла. Мероприятисене тивӗҫлӗ ирттермелле», – тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.