Малашлӑх пирки ҫамрӑксемпе калаҫмаллине палӑртнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен пуҫласа 13-мӗшӗччен Шупашкар хулинче федерацин Атӑлҫи округӗнчи 64 вӗрентӳ организацийӗнчи 200 ытла студент Пӗтӗм Раҫҫейри студентсен «Твой Ход» проектӗнчен вӗренсе тухӗ.
Программӑна хутшӑнакансемпе Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев уҫӑ калаҫу ирттернӗ.
«Раҫҫейре пурӑнмалла, ҫитӗнӳсем патне ӑнтӑлмалла ҫамрӑксен ҫак программин ячӗ пирӗн регионӑн тӗп шухӑшӗпе тӳр килсе тӑрать. Чӑваш Енре пурӑнмалла, кунтах ӗҫлемелле тени ӑнлавӑн пӗлтерӗшӗ малти вырӑна тухать. Вӗсем пурнӑҫ пирки чухлама, палӑртнӑ тӗллевсене пурӑҫа кӗртме витӗм кӳреҫҫӗ. Ума лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫламалла Чӑваш Енре пурӑнакан ҫамрӑк яш-кӗрӗ валли пӗтӗмпех йӗркеленӗ. Эпир Чӑваш Енре кашни ҫамрӑк хӑйӗн вырӑнне тупма, хӑйӗн ӗмӗчӗсене тума тата пурнӑҫлама пултартӑр тесе мӗн кирлине пурне те тӑватпӑр. Ҫавӑнпа та эпир ҫамрӑксене хамӑрӑн плансене йӗркелеме май пур таран явӑҫтарма тӑрӑшатпӑр, е хальхи пек каласан, республикӑн пуласлӑхӗ ҫинчен калатпӑр», – тесе уйрӑммӑн палӑртса каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Ҫавӑн пекех ҫамрӑксем хӑйсене кӑсӑклантаракан ыйтусем пирки республика Пуҫлӑхне хыпарланӑ. Олег Николаев республикӑри ҫамрӑксемшӗн аталанмалли тӗп ҫул-йӗрсем пирки пӗлтернӗ, команда ӗҫӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине тата йывӑрлӑхсене парӑнтарма витӗм кӳнине асӑннӑ. Ҫавӑн пекех регион Ертӳҫи муниципалитетсен пуҫлӑхӗсен ҫамрӑксен ӗҫӗсен канашлуҫисен институтне йӗркелемелли ӑнӑҫлӑ опытпа паллаштарнӑ.
«Асӑннӑ вӗрентӳ формачӗ хутшӑнакансене ҫӗнӗ пӗлӳпе тата хӑнӑхусемпе пуянлатасса кӑна мар, вӗсене ҫӗршывӑмӑр ырлӑхӗшӗн хастар ӗҫлеме хавхалантарасса шанса тӑратӑп. Проектсене пурнӑҫа кӗртме кашнинех ҫӗнӗ идейӑсемпе пуянланма сунатӑп! Малалла хастарӑ кайӑр, хӑвӑрӑн пуҫаруллӑ проектсене пурнӑҫа кӗртме пикенӗр» – тесе ҫапларах каласа хӑварнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Программӑра тӗрлӗ енлӗ сессисем, тренингсем тата ӑсталӑх класӗсем . Ҫамрӑксем пӗр-пӗрин пуян опычӗсемпе паллашӗҫ. Пӗр сӑмахпа каласан, ҫамрӑк яш-кӗрӗм хӑйсен пултарулӑхне аталантарӗ. Унта хутшӑнакансем тӑватӑ кун хушши тӗрлӗ сферӑри чи лайӑх ертӳҫӗсенчен вӗренӗҫ, ҫав шутра Раҫҫейри паллӑ олимп чемпионки Александр Пацкевич та ҫамрӑксене тарӑн пӗлӳ парӗ.
Раҫҫейре пурӑнмалла, ҫитӗнӳсем тӑвассишӗн тӑрӑшса ӗҫлемелле. Программа та ҫак шухӑша пурӑҫа кӗртес тӗллевпе йӗркеленнӗ. Унӑн тӗп шухӑшӗ паянхипурнӑҫ таппишӗн питех те пӗлтерӗшлӗ. Вӑл унта хутшӑнакансене хӑйсен тӗллевне ӑнланса илме, ҫӗршыв хаклӑхӗсене ӑнланма вӗренме тата унӑн аталанӑвне тӳпе хывма хатӗр пулма пулӑшать. Ҫывхарса килекен кану кунӗнче ҫамрӑксем пӗр-пӗринпе килӗшсе ӗҫлеме, пӗрлӗхре пулма пӗлнине ҫирӗплетессе те ӗненетпӗр.
Программӑн уйрӑмлӑхӗсенчен пӗри вӑл аслисем, тарӑн пӗлӳллисем ҫитӗненекен ӑрӑва вӗрентсе пыни. Унта хутшӑнакансене кураторсем – 2024 ҫулта программӑран вӗренсе тухакансем пулса тӑнӑ студентсем – пулӑшаҫҫӗ. Вӗсем унта хутшӑнакансене илнӗ хӑнӑхусене алла илме, хӑйсен пуҫарӑвӗсене аталантарма тата пурнӑҫа кӗртме пулӑшӗҫ.