Олег Николаев Чӑваш Енри общество тӗрӗслевне ҫӗнӗ шая кӑларнӑ
Чӑваш Республикин Аслӑ экономика канашӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ . Ларура Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев сӗннӗ «Республика Пуҫлӑхӗн тӗрӗслевӗнче» проекта ҫирӗплетнӗ. Тӗп шухӑш - общественноҫа социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсен строительствине е реконструкцине, тирпей-илем кӗртессине тата регион пурнӑҫӗн ытти аспекчӗсене тӗрӗслесе тӑрасси, хастарсене явӑҫтарасси. Сывлӑх сыхлавӗ, вӗренӳ, социаллӑ пулӑшу тата ытти сферӑри объектсене тӗрӗлеве илесси. Вӗсем шӑпах та, ҫынсен пурнӑҫӗпе ырлӑхне тивҫтерессипе тӳрремӗнех ҫыхӑннӑ. Общество тӗрӗслевне хутшӑнакансем ӗҫсене мӗнле пурнӑҫланипе паллашӗҫ, проектсене тӗпе хурса объектсем пурнӑҫланнине тата ӗҫ графикӗсене пӑхӑннипе пӑхӑнманнисене ҫивӗч тӗрӗслеве илӗҫ.
«Общество тӗрӗслевӗ – пахалӑха лайӑхлатма тата пурнӑҫлассине хӑвӑртлатма май паракан тухӑҫлӑ хатӗр, сӑмахран, строительство тата юсав ӗҫӗсем. Ӑнсӑртран сиксе тухакан кӑлтӑксене сирсе яма, управлени йышӑнӑвӗсем тума та витӗм кӳрӗ. Ҫынсем пирӗнтен хатӗр объектсене кӗтеҫҫӗ. Ҫавӑн пек туни пире хамӑр ума лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫлама тата ҫынсем мӗн кӗтнине тӳрре кӑларма май параҫҫӗ», – тесе палӑртса каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
«Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тӗрӗслевӗнче» проект общество тӗрӗслевӗн пӗрлӗхлӗ тытӑмӗ пулса тӑрассине, ӗҫсене тарӑнрах тишкерме, кашни ҫул-йӗре тӗплӗнрех тӗпчеме пулӑшӗ. Палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫлама май парассине те ӗненетпӗр.
Проекта хутшӑнакансем: Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи Общество канашӗн, Чӑваш Республикин Аслӑ экономика канашӗ ҫумӗнчи комиссисен, Общество палатин, муниципалитет округӗсенчи общество палатисен, ӗҫ тӑвакан органсем, коммерциллӗ мар организацисен ҫумӗнчи общество канашӗсен представителӗсем, отрасль эксперчӗсемпе общество хастарӗсем. Эрнесерен тухса ҫӳренисен пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх вӗсем Чӑваш Ен Пуҫлӑхне лару-тӑру ҫинчен калакан отчета, ҫавӑн пекех фото-тата видеоматериалсене кӑтартӗҫ.
«Республикӑна аталантарма тата кашни ҫын пурнӑҫӗн пахалӑхне лайӑхлатма пулӑшакан комплекслӑ программа йӗркеленӗ. Унта ял хуҫалӑх, промышленноҫ тата социаллӑ сфера аталанӑвне пӑхса хӑварнӑ. Республика Пуҫлӑхӗ общество тата общество организацийӗсене общество тӗрӗслевне унӑн ячӗпе пурнӑҫлама шаннӑ. Ку пысӑк йышӑну. Обществӑлла тӗрӗслев системи бизнеспа влаҫ хушшинчи диалога тума пулӑшать», – тесе каланӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи Общество канашӗн председателӗ Наталия Партасова.
Ҫавӑн пекех Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикине Комплекслӑ аталантармалли программине кӗртнӗ мероприятисене пӑхса тухнӑ май, 2030 ҫулчченхи аталанӑвӗн Комплекслӑ программине улшӑнусем кӗртессин алгоритмне сӳтсе явнӑ.
Комплекслӑ программӑн мӗнпур проектне проект ӗҫ-хӗлӗн управленийӗн информаци тытӑмӗнче интеграцилеҫҫӗ, вӑл ятарлӑ режимра палӑртнӑ проектсене пурнӑҫламалли тапхӑр пирки хыпарсене илме, тӗллевлӗ кӑтартусен динамикине йӗрлесе регион шайӗнче управлени йышӑнӑвӗсене вӑхӑтра йышӑнма май парать.
Аса илтеретпӗр, Чӑваш Республикин Аслӑ экономика канашӗ пӗрмаях ӗҫлекен коллеги консультаци тата канашлу памалли органӗ шутланать, ӑна Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан органӗсемпе вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене эксперт пӗрлӗхне явӑҫтарнипе, ҫавӑн пекех ӑслӑлӑх обществин представителӗсене активлӑ хутшӑнмалли условисемпе тивӗҫтерме йӗркеленӗ.