Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Авиаципе космонавтика кунӗпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Авиаципе космонавтика кунӗпе саламлани

Хаклӑ ентешӗмӗрсем!

Паян пирӗн пӗтӗм ҫӗршыв Авиаципе космонавтика кунне паллӑ тӑвать!

Пирӗн республикӑшӑн вӑл уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ уяв. Чӑваш ҫӗрӗ тӗнчене виҫӗ космонавта: Андриян Николаева, Николай Бударина тата Муса Манаро-ва парнеленӗ. Вӗсенчен кашниех космонавтика аталанӑвне чӑннипех те пысӑк тӳпе хывнӑ. Кашниех хӑйӗн рекордне тунӑ.

Андриян Николаев космос карапӗсен пӗрремӗш мӑшӑрлӑ вӗҫевне хутшӑннӑ. Вӑл ҫавӑн пекех креслӑран вӗҫерӗнсе карап ӑшӗнчи йывӑрӑш­сӑрлӑх ви­тӗмне пӗрремӗш пулса туйса курнӑ.

Тӗнче уҫлӑхне Андриян Николаев тата Муса Манаров тытса пымалли космос карапӗсемпе вӗҫнӗ, хӑйсен вӑхӑчӗшӗн вӗсем унта чи вӑрах вӑхӑт пул­ни­сем шутланаҫҫӗ. Николай Бударин вара уҫӑ космосра вӑрах вӑхӑт хушши пулнӑ йышлах мар рекордсменсенчен пӗри.

Космонавтика кунӗнче эпир хамӑр ентешсене тата ҫӗршыври космонав-тикӑпа авиацие тӗреклентерсе аталантарас ӗҫе хутшӑннӑ пӗтӗм ҫынна тав тӑватпӑр. СССР 3-мӗш космонавчӗ ҫуралнӑ Шуршӑлта кӑҫал мемориал комплексне анлӑн ҫӗнетсе улӑштарма тытӑнатпӑр. «Роскосмос» патшалӑх корпорацийӗ ҫӗнетнӗ музее ҫӗнӗ экспонатсемпе пуянлатать. 2027 ҫул вӗҫ-нелле унта хальхи вӑхӑтри планетари тата астрономи обсерваторийӗ пулӗ. Мемориал комплексӗ регионсем хушшинчи музейпе вӗренӳ центрӗ пулса тӑрӗ.

Паян ҫӗршывӑмӑрӑн тӗнче уҫлӑхне малалла тӗпчес ӗҫри ҫитӗнӗвӗсем ытларах ҫитӗнекен ӑруран килеҫҫӗ. Чӑваш Енри пин ытла шкул ачи ҫамрӑк космонавтсен юхӑмне хастар хутшӑнать, аэрокосмос наукин никӗсӗсене ӑса хывать, наукӑпа тӗпчев ӗҫӗсем пурнӑҫлать. Пурне те пӗлме тӑрӑшакан тата ҫивӗч ӑслӑ ҫамрӑк тӗпчевҫӗсем малашне ӑслӑлӑхра пысӑкран та пысӑк ҫитӗнӳсем тума пултарассине ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп.

Пурсӑра та Космонавтика кунӗ ячӗпе саламлатӑп! Пӗтӗм чунтан ҫирӗп сывлӑх, мӗн пур лайӑххине, ырлӑх тата хамӑрӑн аслӑ Тӑван ҫӗршывӑмӑр ырлӑхӗшӗн ҫӗнӗ пӗлӳсем тата открытисем патнелле ӑнтӑлмалли ҫул ҫинче ӑнӑ­ҫусем сунатӑп!

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                         О.А. Николаев

 



12 апреля 2025
07:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter